Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шалта (тĕпĕ: шал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шалта юлнӑ икӗ варрине милицие илсе ҫитерсенех Демахин, леш фуфайка кӗсйинчи квитанци ҫинчи адрес тӑрӑх кайса, виҫҫӗмӗшне, малтан чӳрече витӗр тухса тарма ӗлкӗрнине, тытса пынӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ку эрнере Раксен шалта вӑй-хал тапса тӑрать.

Положение планет на этой неделе символизирует концентрацию большой энергии внутри Раков.

16-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Шалта, тӗттӗмрех кӗтесре, шап-шурӑ ҫӳҫлӗ ҫав тери ватӑ старик ларать.

Куҫарса пулӑш

Мӗншӗн ҫынсем ӑтӑр мар-ши? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Этем тени апла териех шалта хӑйен мӗн пуррине пытарма пултараймасть пек те…

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑкӑрлӑкри сад пахчи Ҫӑтмах пекех илемре, Анчах шалта хуралҫи — Хура упа ӳплере: Упа Урхан хуралҫи Пит шанчӑклӑ сыхлавра, Халӗ Чӗкеҫ ун хуҫи Ирӗк илнӗ пахчара.

Куҫарса пулӑш

XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шалта ҫын тӑмалӑхах ҫӳллӗ, сарлакӑшӗ вара икӗ метр пулать те пуль.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ӗлӗкхисене те, йывӑҫран тунисене, тиркекенех ҫук-ха: шалта сывлӑш уҫӑ, чуна ҫӑмӑл, хакӗ те йӳнех мар.

Куҫарса пулӑш

Ҫур метрлӑ телей // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 59–61 с.

Шалта лӑк-тулли.

Куҫарса пулӑш

Ҫирӗм саккӑрти Антун // Александр Угольников. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 57–59 с.

Шалта самантрах, шӑмма-шакка чусталантарса, пите юн тӑвӑнтарса, вӗри цунами хумӗ ӗрӗхсе ҫӗкленчӗ, ӑш-чикке йытӑ-кашкӑр ҫӑвӗ сӗрнӗ пек ҫемҫетсе, йӑштарса, пытанса пурӑннӑ туйӑмсене самант сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ, ӑс-тӑна хупласа хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Магаев тинех шалта тилӗ маскине хывса ывӑтрӗ те ӑшри хӑрр! хӑрр! хаяррӑн хӑрлатакан хаяр йытта «сӑнчӑртан вӑрт-варт тулалла вӗҫертсе ячӗ»:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

«Лӑпкӑ пул, лӑпкӑ пул. Ан хумхан, ан хумхан», — типпӗн ӳсӗренҫи турӗ Магаев, шалта тилӗ чеелӗхӗпе кашкӑр хаярлӑхӗ ҫеҫ хӑрушлӑха сирсе яма пулӑшасса шанса:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Тепӗр куннех вӑл, шалта кӗтмен-туман ҫӗртен вӑраннӑ паллӑ мар шанӑҫӑн асаплӑ туйӑмӗсен хумӗ ҫинче тутлӑн-тутлӑн, анчах уҫҫи-хупписӗр ярӑна-ярӑна, ҫемье телейне тупма пулӑшса «тар тӑкакансен» ҫуртнелле ҫул тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫакна курсан, Лена кӑкӑрӗнче тутлӑ-тутлӑ кулӑ пӗрӗхесшӗн, капланса, тӑвӑлланса илчӗ, ку шалта тӗпӗртетекен артак, тапса тухса, самантрах хӗрӗн питне-куҫне ҫамрӑклӑх сӗткенӗпе якатса ирхи шуҫӑм шевли сапрӗ, илемлетсе, кӗрен ҫеҫпӗллентерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Шалта вара ҫак иккӗленӳ ҫӗнелсе ҫӗпреленсе, йӳҫсе хӑпарасса ҫеҫ кӗтнӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Ҫук, ҫук, эпӗ текех ҫамрӑк ҫын мар, манӑн ача пур, ӑса ҫухатас марччӗ», — хӑйне вӗрентме пӑхрӗ Клава, анчах шалта тепӗр сасӑ хӗрарӑма хирӗҫлемеллипех хирӗҫлерӗ:

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Ҫак молекулӑсем ҫав шутра пурнӑҫ тӗвеленипе ҫыхӑнман процессемпе те йӗркеленме пултараҫҫӗ, сӑмахран, астероидсенче шалта иртекеннисенче.

Эти молекулы могут формироваться в том числе и в ходе процессов, не связанных с жизнью — в недрах астероидов.

Рюгу астероид ҫинчен илнӗ тӑпрара органикӑллӑ молекулӑсем нумай тупнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34360.html

Шалта, алкумӗнчен пуҫласа алтаре ҫитиех, лӑк тулли халӑх; тулта, чиркӳ картлашки ҫинче, — уксах-чӑлах, чӗлхесӗр-хӑлхасӑр, юхан-шӑтанлӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ыйткалакансем.

Куҫарса пулӑш

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Тен, шалта, вӑрманта?

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Шалта сирӗн пӗтӗмпех вӗрет.

Внутри вас бурлят страсти.

2-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫенӗк алӑкӗ урлӑ хӑрах урине каҫарма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ — шалта арҫын сасси илтӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех