Шырав
Шырав ĕçĕ:
Дасаоцза ачине йӑтса килне чупнӑ, унӑн шӑтнӑ тӑнлавне кӗл сапма пуҫланӑ.Дасаоцза, подняв его, побежала домой и стала присыпать висок золой.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫӳлелле вӗҫсе хӑпаратӑп та куратӑп, бензин бакне сылтӑм енчен шӑтарнӑ-мӗн, шӑтнӑ вырӑнтан ҫулӑм тухать.Взмываю и вижу: с правой стороны из бензобака выбивается огненная струя: бензобак пробит.
19. Ҫунакан самолёт ҫинче // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Ҫийӗнчи пиншакӗ ҫӗтӗлсе-ҫурӑлса пӗтнӗ, аттисем те ӑҫтан кирлӗ унтан шӑтнӑ, темле хӗрелсе ларнӑ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ахальтен мар атте тумтирӗ нумай ҫӗртен ҫунса шӑтнӑ, анне ялан саплӑксем лартать.Недаром у отца одежда была прожженная, мать вечно заплатки пришивала.
2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Пӑрахут, пӑртак тайкаланса, хытӑрах шума пуҫлать, сасартӑк шатӑртатса та кӗмсӗртетсе илет, мӗн пурри йӑлтах палуба ҫине ӳкет, пӑрахутӑн шӑтнӑ тӗпне симӗсленсе кайнӑ япӑрка чул ҫӗмӗрсе кӗрет, шыв шарласа кӗрет — ӑна чарма та ҫук, насуспа та уҫласа кӑлараяс ҫук.
Ҫирӗп пул, Константин! // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Вӗсенчен иккӗшӗ шӑтса ҫурӑлса кайнӑ, хӑмпӑ шӑтнӑ вырӑнта — таса мар та хӗрлӗ сурансем.
Эсӗ вӗренсе ҫитӗн // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Кӑштах ларсан тата темиҫе тӗлтен ҫӗтӗлсе шӑтнӑ кӗпи-йӗмне пӑшӑрхануллӑн, тишкӗрсен, вӑл ура ҫине тӑчӗ, кӗлтуса ҫуртине темиҫе турӑш тӑракан кӗтес шайӗпе тан ҫӗклерӗ, турӑшсем ҫинелле пӑхса сӑхсӑхрӗ те ҫуртана ҫулӑмӗпе аялалла туса лартрӗ.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Лӑплантарнӑ хыҫҫӑн хайхи Ключников, чӗркуҫҫи тӗлӗнче йӗм пӗҫҫи шӑтнӑ вырӑна пӳрнипе чавкаласа ҫӗтсе, канӑҫсӑррӑн ыйтать:А успокоив, Ключников, расковыривая пальцем дыру на колене штанины, озабоченно спрашивает:
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Настасьӑна ҫулла ача пӳлӗмӗнче шӑнасем ан пулччӑр тесе приказ панӑ; вӑл ача макӑрнӑшӑн та, вӑл ӳкнӗшӗн те, унӑн шӑлӗсем шӑтнӑ вӑхӑтра сунас пулнӑшӑн та ответ тытнӑ…
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫӗмӗрӗлнӗ, хуҫӑлса пӗтнӗ мачтӑллӑ, хыҫалтан шӑтнӑ карап аран-аран Турци карапӗсен хушшинчен ҫӑлӑнса тухнӑ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Вӑрмансем тӑрӑх аташса ҫӳренӗ кунсенче ҫӗтӗлсе те ҫунса шӑтнӑ шинельсемпе, пилоткӑсемпе, вут хӗрринче тӗтӗмпе тӗтӗрнӗ питлӗ ҫынсем ура ҫинче те аран-аран тӑнӑ, вӗсен путса кӗнӗ куҫӗсем сив чир тытнӑ чухнехи пек йӑлтӑртатнӑ.
Эпос хывӑнни // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 75–96 с.
Кунтан инҫех те мар «Капитан хӗрӗ» ҫинчи темиҫе пулӑҫӑ унӑн тӑвӑл вӑхӑтӗнче шӑтнӑ ҫӗввисене питӗрме сӑмала вӗретеҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
«Пурте йӗркеллӗ-ха», тесе шутлама ҫеҫ ӗлкӗртӗм, сасартӑк машина хӑрах еннелле чалӑшма пуҫларӗ: сылтӑм енчи урапа скачӗ шӑтнӑ та, сывлӑш йӑлтах тухса пӗтнӗ.Только я подумал, что всё в порядке, как чувствую — кренит направо: спустила правая покрышка.
Кӗтмен япала // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Пуҫӗ ҫине мӑйрака шӑтнӑ сысна кӑна вӗт ку.
Вӗҫӗ // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Кӳпшекленнӗ чирлӗ пичӗ ҫинче сайран шӑтнӑ сухалӗ пур.
XIX сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Хайхи йӗкелтен шӑтнӑ юман чӑнах та пӗлӗте ҫитиех хӑпарса кайнӑ, турачӗсем унӑн чатӑр пек сарӑлса тӑнӑ.А дуб из желудя поднялся до неба и раскинул шатер на все стороны.
Юманпа шӗшкӗ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Витти сӑмавар кӑмрӑкӗпе ҫунса шӑтнӑ ҫак кивӗ пианино нихҫан та ҫакӑн пек вӑйлӑ юрламан.Никогда еще это старое пианино с прожженной самоварными углями крышкой не пело так сильно.
«Уйӑхлӑ каҫ» соната // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Медицина палаткипе агрономсем канаш паракан палатка хушшинче шӑтнӑ камерӑсемпе пӑсӑк хӑмӑтсем юсаҫҫӗ, скатсем улӑштараҫҫӗ, лаша таканлаҫҫӗ.
8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Февралӗн 13-мӗшӗнче («13-мӑш число телейсӗр тесе ахаль каламаҫҫӗ ҫав», тет Шура хуйхӑллӑн) Арктика пӑрӗсем пӑрахута хӗстерсе лартнӑ, вӗсем вӑйлӑ хӗснипе пӑрахутӑн сулахай борчӗ шӑтнӑ, икӗ сехетрен вара «Челюскин» шыв тӗпне анса кайнӑ.
«Челюскин!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
— Малашне ӗнтӗ шкулсем ҫумӑр хыҫҫӑн кӑмпа шӑтнӑ пекех нумайланаҫҫӗ.
Ҫӗнӗ пурнӑҫ // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.