Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шаккарӗ (тĕпĕ: шакка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хапха умне пырса тӑрсан кӑштах сывлӑш ҫавӑрса ячӗ те чӳречерен хӑюсӑррӑн шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тимӗр сивӗнчӗ те ӗнтӗ, анчах мастер, металӑн хӑнӑхнӑ янравӗнче темӗнле урӑх та ют сасса уйӑрса илесшӗн пулнӑ пек, хӑлхине сунтал еннелле тытса ӑна ҫаплах мӑлатукӗпе шаккарӗ.

Железо уже остыло, а мастер все еще стучал по нему молотом, наклонив к наковальне ухо, словно стараясь в привычном звоне металла различить какой-то посторонний, несвойственный ему звук.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Йывӑр мӑлатукпа вӑл чылайччен, пӗр канмасӑр шаккарӗ.

Бил долго, без передышки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ҫынсем ахӑлтатса кулма чарӑнсан, Пазухин чӳрече хашакӗнчен шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

— Ҫӗр ҫул пурӑнӑр, — тесе, Макар черккине Польӑпа шаккарӗ те, эрехне кӑшт ҫеҫ тутанса, каялла лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

«Асӑрханӑр: кил картинче хаяр йытӑ пур», — тенине вуларӗ те Макар, асӑрханса, калиткене шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Николай Иванович ҫенӗк алӑкне шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Оксана шаккарӗ те черккине лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Никам тухманнине кура, алӑка шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӑна чӗнсе кӑларас шутпа чӳречене пырса шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар пӗр хушӑ ывӑлӗ хыҫҫӑн кайма та, шала кӗме те аптӑраса тӑчӗ, унтан тин, хӑюлӑх ҫитерсе, председатель алӑкне шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушӑ чӳлмек // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье алӑка шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чылайччен шаккарӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Петӗр пахчаран урама тухрӗ, Анюксен килӗнче ҫутӑ пуррине курсан, хавасланса кайрӗ, чӳрече патне пырса, кантӑка хуллен шӑкӑртаттарса шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Председатель пӳлӗмне те тӳрех иртмерӗ-ха вӑл, малтан хуллен кӑна шаккарӗ, шалтан «юрать» тенине илтсен тин кӗчӗ, унтан, тӗпеле иртсе, Казаковпа Степанова алӑ тытрӗ те лешсем ларма сӗнсен тин сак ҫине кайса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Cоветӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӗсем хапха патне ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, картиш енчи чӳречене Тукай хӑй шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мамич-Бердей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлташӗ курӑнми пулсан Ахмедзян кремль хапхине пӗтӗм вӑйпа пырса шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӗҫех вӑл алӑка шаккарӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

— Атя, каятпӑр, — чӳречерен шаккарӗ те Епхин.

Куҫарса пулӑш

Чӗмпӗре тухса кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Урпана ҫӗр ҫумӗнчен пӗр ывӑҫ тӑпӑлтарса илсен, тымар ҫумӗнчи тӑприне ҫӑпати ҫумне шаккарӗ, шурӑ тусан пӑр! вӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех