Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шаккарӗ (тĕпĕ: шакка) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лавккан пӗчӗк картишӗнчи ешчӗксенчен такӑна-такӑна Галеран хыҫалти алӑка шыраса тупрӗ, шӑпах виҫӗ хут шаккарӗ.

Спотыкаясь о ящики в маленьком дворе лавки, Галеран разыскал заднюю дверь, постучав именно три раза.

X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

«Тин ҫӗрпе тинӗсри» путсӗр пӑтӑрмаха лекнӗ ҫынсенчен пӗрне те асӑнмасӑр — каҫхине вӑл алӑкран асӑрхануллӑн шаккарӗ те кирлӗ ятсене Факрегеда пӗлтерчӗ, вӑл е ку ҫын ун ҫине мӗнлерех пӑхнине, ҫавӑн пекех пӑланпа укҫана епле тупмаллине тӗплӗн ӑнлантарчӗ.

Не назвав по имени ни одно действующее лицо истории, завязавшейся в «Суше и море», он вечером осторожно постучал в дверь и передал Факрегеду нужные имена, тщательно объяснив, какое отношение к нему имеет тот или другой человек, а также как найти оленя и деньги.

IХ сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Пӗрре, каҫ енне сулӑнсан, пирӗн хваттер алӑкне такам шаккарӗ.

Однажды, уже под вечер, в дверь нашей квартиры постучали.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вениамин куҫӗсене чӑмӑрӗпе хыттӑн сӑтӑрчӗ те алӑкран хуллен шаккарӗ.

Вениамин сильно потер кулаком глаза и ласково постучал в дверь.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 58–65 с.

Битт-Бой шаккарӗ, алӑка уҫрӗ те тӳрӗ утӑмсемпе хӑвӑрт кӗрсе тӑчӗ.

Битт-Бой постучал, открыл двери и вошел быстрыми прямыми шагами.

VI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 347–370 с.

Алӑкран такам шаккарӗ: малтан шӑппӑн, кӑштахран хыттӑн.

В дверь постучали: сначала тихо, потом громче.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 301–345 с.

Кӑштах кӗтсен каллех шаккарӗ, кӗҫех асӑрханса картлашкапа анакан ҫын утнине илтрӗ.

Подождав немного, он возобновил стук и услышал шаги человека, осторожно сходившего по лестнице.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

Урамри алӑкран шаккарӗ; шалтан чӗнмерӗҫ.

Он постучал в наружную дверь; ему не ответили.

Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.

— Сана эп кунта та, ҫак самантрах тӗп тума пултарап, — револьвер чикнӗ кӗсйине ал лаппипе шаккарӗ вал.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун, карта ҫумӗпе йӑпшӑнса утса, Маш ук пӳрчӗ патне пычӗ те чӳречерен хуллен шаккарӗ, темиҫе минутран, нимӗнле сас-чӳ те илтӗнменнипе, кантӑка пӳрне вӗҫӗпе тепре кӑтӑртаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков тепре хытӑрах шаккарӗ

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков пахча хушшипе тӑсӑлакан тӳрӗ сукмакпа яла анчӗ, шӑпах Апликансен умӗпе иртсе, урама кӗчӗ, анчах килне тӳрех каймарӗ, каллех леш енчен пахча хыҫӗпе ҫаврӑнса пычӗ, хыҫалти кантӑкран хуллен шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюков унталла-кунталла пӑхкаларӗ, урамра пӗр чӗрӗ чун ҫуккине курса ӗненсен, малтан кантӑкран шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗрринчи улӑм витнӗ пӗчӗк кил патне ҫитсен, Антун кантӑкран шаккарӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Айӑплӑ мар эпӗ, начальник юлташ, шайтан пӑсрӗ мана, хам пӗртте айӑплӑ мар, — шӑнӑрлӑ пӗчӗк чӑмӑрӗпе кӑкӑрне шаккарӗ хайхискер, тӳрех Крапивин умне пырса.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун татах шаккарӗ, унтан никам та тухманнине кура, калинккене атӑпа тапа-тапа кисрентере пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Антун пушӑ аврипе калинккерен шаккарӗ те пӑртак тӑнласа тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑмахлама ухута хӗрарӑм татах темле те пӗр хыпар пӗлтеретчӗ пулӗ те, алӑкран такам шаккарӗ, унтан пӳрте НКВД посыльнӑйӗ кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Виҫҫӗмӗш кунне ҫеҫ хваттер алӑкне пырса шаккарӗ Миша.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

Регина алӑка шаккарӗ, Тамарӑна чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех