Шырав
Шырав ĕçĕ:
Агент сăмах пирĕн базăра пур.
Фирмӑшӑн Российӑра ҫавӑн пек работник тытса тӑрасси, паллах, усӑллӑ пулнӑ, ӑна, мӗнле ӗҫленине сӑнаса пӑхма тесе, Лондона куҫарнӑ, сӑнаса пӑхнӑ, вара, Полозов патӗнче апатланиччен ҫур ҫул малтан, ӑна, ҫулталӑка пилӗкҫӗр кӗренке пама пулса, Петербурга стеаринпа выльӑх ӑш ҫӑвӗ пухакан агент туса янӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Агент хӑйне ҫапла пӑхассинчен пӑрӑннӑ, апатланма кайма вӑрахчен килӗшмен; анчах пӗррехинче, общество правленийӗпе питӗ вӑрахчен калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн, ывӑннӑскер, выҫса ҫитнӗскер, вӑл ҫав пусмаранах кӗрсе ҫӳрекен Полозов патне апатланма кайма килӗшнӗ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Агент питӗ йӗркеллӗ ҫын пулнӑ: фирмӑна туянма сӗниччен малтан, завода питӗ тимлӗ курса ҫаврӑннӑ, унӑн мӗнпур кӗнекисене пӑхса тухнӑ; унтан вара обществӑпа завода сутасси ҫинчен сӑмах тапратса янӑ; калаҫу, пирӗн акционерсен обществисен йӑлипе питӗ вӑраха тӑсӑлнӑ; вӗсемпе калаҫса, Троя хулине вунӑ ҫул хупӑрласа тӑма йӑлӑхман тӳсӗмлӗ грексем те йӑлӑхса ҫитмелле.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.