Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ярсан (тĕпĕ: яр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чипер этем, пӗрене патне килсе ярсан та, мекӗрленсех тиемест ӗнтӗ, ку пур…»

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кайран, сывлӑш ҫавӑркаласа ярсан, ӗне-пӑру туянӑпӑр, сурӑххи-путекки унта…»

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑрмана ҫитсен, сывлайми пулнипе, Шӑнкӑрч яш хурӑн вулличчен тытса тӑрать пӗр хушӑ, сывлӑш ҫавӑрса ярсан, тухса ӳкмен-ши тенӗн, пӑшалне хуҫса пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Сапсайкин ачи: «Атте-е!» — тесе урине хӗстернӗ качака путекки пек ҫухӑрса ярсан, эсир пурте чӑл-пар тарса пытаннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Шӑнкӑрч, тарӑн шухӑша путса пынипе, утар пӳрчӗ тӗлне пырса тухнине сӗмсӗр чакаксем чуна ҫӳҫентермелле: «Чакӑрр! Чакӑрр!» — туса ярсан тин асӑрхать.

Куҫарса пулӑш

Улттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Олег Николаев кӑсӑкланчӗ: сӑмахран, ҫӗнӗ пӗр-пӗр об±екта хута ярсан каллех ҫӗнӗ ӳкерӳ кирлӗ пулӗ-и?

Куҫарса пулӑш

Шкулсенчи ӗҫсем графикран юларах пыраҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/shkulsenchi-ecse ... ah-pyracce

2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче иккӗмӗш срока суйланӑ хыҫҫӑн Макрон президент Кастекса отставкӑна ярсан Элизабет Борна премьер-министр вырӑнне лартнӑ (Эдит Крессон хыҫҫӑн 30 ҫултан Франци историйӗнче вӑл ҫак должноҫра иккӗмӗш хӗрарӑм пулса тӑнӑ).

16 мая 2022 года переизбранный на второй срок полномочий президент Макрон после отставки Кастекса назначил Элизабет Борн премьер-министром (через 30 лет после Эдит Крессон она стала второй женщиной в истории Франции на этой должности).

Элизабет Борн // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%AD%D0% ... 1%80%D0%BD

Каникула ярсан пӗринпе те хирӗҫ тӑрса калаҫман.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Тӑлавартан ҫӗленӗ анчӑк вӗрсе ярсан, ахӑлтататчӗҫ вара вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Хӑй ахлатса кӑшкӑрса ярсан тин ун патне Укань чупса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗнле этемччӗ! — юлашки юлнӑ эрехне ӗҫсе ярсан, Хумкка ура ҫине тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кинне пӗр хускатса ярсан часах чараяс ҫуккине. хунямӑшӗ тахҫанах пӗлет, ҫавӑнпа вӑл хирӗҫсе-туса тӑмарӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппан ӗҫсе ярсан татах сӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппана ӑсатса ярсан, Матӗрне общежитие таврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Выляса ярсан пӗтрӗ пуҫ…»

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Манӑн атте калашле, чӳречене уҫса ярсан урампа иртекен ҫынна алӑ тытса сывлӑх сунма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Тата хӑш чух артистсемпе пӗрлех пӗр сӗтел хушшинче ҫӗр грамм ярсан артистсен статусӗпе сцена рабочийӗсен статусӗ пӗр танах пулнӑн туйӑнса каять мар-и…

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Вӑл аҫтаха пек: «Терентьев!..» — тесе кӑшкӑрса ярсан хӑраса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫапла ҫав, ҫынна пӗрре мухтаса пӑсса ярсан, тӳрлетме йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Ак тамаша… // Василий Давыдов-Анатри. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 10–13 с.

Тӳрех кермене кӗртсе ярсан вӑл, арӑм тени, ытлашши мӑнкӑмӑлланса кайӗ.

Куҫарса пулӑш

37 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех