Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитмӗл сăмах пирĕн базăра пур.
ҫитмӗл (тĕпĕ: ҫитмӗл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
36. Ҫур тупӑш, вӑрҫӑра пулнисен пайӗ, ҫакӑн чухлӗ пулнӑ: вак выльӑх — виҫҫӗр вӑтӑр ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр пуҫ, 37. вак выльӑх шутӗнчен Ҫӳлхуҫана ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пуҫ парне панӑ; 38. шултӑра выльӑх — вӑтӑр ултӑ пин пуҫ, ун шутӗнчен Ҫӳлхуҫана ҫитмӗл икӗ пуҫ парне панӑ; 39. ашак — вӑтӑр пин те пилӗкҫӗр пуҫ, ун шутӗнчен Ҫӳлхуҫана утмӑл пӗр пуҫ парне панӑ; 40. вунултӑ пин ҫын, ҫав шутран Ҫӳлхуҫана вӑтӑр икӗ чун парне панӑ.

36. Половина, доля ходивших на войну, по расчислению была: мелкого скота триста тридцать семь тысяч пятьсот, 37. и дань Господу из мелкого скота шестьсот семьдесят пять; 38. крупного скота тридцать шесть тысяч, и дань из них Господу семьдесят два; 39. ослов тридцать тысяч пятьсот, и дань из них Господу шестьдесят один; 40. людей шестнадцать тысяч, и дань из них Господу тридцать две души.

Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Вӑрҫӑра пулнисем ярса илнӗ тупӑшран тапӑра ҫакӑн чухлӗ илсе килнӗ: вак выльӑх — ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пин пуҫ, 33. шултӑра выльӑх — ҫитмӗл икӗ пин пуҫ, 34. ашак — утмӑл пӗр пин пуҫ, 35. ҫынсен, арпа хутшӑнман хӗрарӑмсен, шучӗ мӗнпурӗ вӑтӑр икӗ пин чун пулнӑ.

32. И было добычи, оставшейся от захваченного, что захватили бывшие на войне: мелкого скота шестьсот семьдесят пять тысяч, 33. крупного скота семьдесят две тысячи, 34. ослов шестьдесят одна тысяча, 35. людей, женщин, которые не знали мужеского ложа, всех душ тридцать две тысячи.

Йыш 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӑхӑт нумаях та иртмерӗ, алӑк яриех уҫӑлчӗ, пӳлӗме ҫитмӗл урлӑ каҫнӑ арҫын кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шахмат тӗнчине ҫул хываҫҫӗ // Юрий КОРНИЛОВ. http://alikovopress.ru/shaxmat-tenchine- ... vacce.html

Нумай вӑл ҫитмӗл ҫиччӗ.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫитмӗл ҫиччӗре миҫе ҫиччӗ унта, асанне?

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫитмӗл ҫиччӗре.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Малалла: утмӑлтан — шур ылтӑн-платина туйӗ, ҫитмӗл пиллӗкрен — брильянт туй…

Куҫарса пулӑш

«Штирлиц» вӑрмантах пурӑнма юлать. // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫитмӗл ултта кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Ҫитмӗл пиллӗкре пенсие тухрӗ, ҫапах кайма шутламарӗ, мӗн виличченех колхоз ӗҫӗ-хӗлӗнчен уйрӑлмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Ӑна вара ҫитмӗл ултӑ ҫулхи карчӑкӗ те, ытти ҫывӑх ҫынсем те ӳкӗте кӗртеймерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

Вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл, ҫитмӗл ҫулхи старик, военкомата пынӑ, анчах ӑна унтан лӑпкӑн кӑна йӑпатса кӑларса янӑ…

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Тепӗр чухне ҫамрӑксем те мотоцикла ҫитмӗл ҫулхи Петр Семенович чухлӗ тытса пыраймаҫҫӗ пуль…

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пурӗ ҫитмӗл пус.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Плана ҫын миҫе ҫултине пӑхса парас пулсан та йӑнӑшатӑн, Валентина тусӑм, — ӑна кӑкӑр тӗлӗнчен пӳрнепе тӗллесех малалла каларӗ Маша, — эсӗ вунҫиччӗре — сана ҫӗр ҫитмӗл деталь, санӑн аннӳ аллӑ пиллӗкре — ӑна вара, сан «идею» тӑрӑх, пилӗкҫӗр аллӑ деталь туса хатӗрлеме хушас пулать.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Тӗслӗхрен, эпӗ вунҫиччӗре — мана ҫӗр ҫитмӗл деталь, Маша — вунтӑххӑрта, апла пулсан вӑл ҫӑкӑр та манран нумайрах ҫинӗ, ҫавӑнпа ӑна ҫӗр тӑхӑрвунӑ деталь памалла.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Каччӑ хӗр патне кӗрет, симӗс атӑ кунчине ҫитмӗл пуслӑх (хальхи шутпа — 20 пуслӑх) кӗмӗл ярать, шӳт туса аттине хывтарать, кӗмӗл укҫа урайне тухса ӳкет.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ирпе ирех Ҫӗпритуна хӑй ҫулӗпе кӑларса ярас тенӗскер, татах чарӑнса тӑчӗ Кулюкка: «Чим-ха. Пуйтарса хӑваратӑп терӗ вӗт. Ҫынна хӑвалама яланах пулӗ. Малтан сӑнаса пӑхас мар-ши? Мӗне кирлӗ-ха ӑна кӗреҫе? Пытарнӑ мулӗ ҫук-ши вӗсен ялта? Вӑрӑм Палюкӑн ылтӑнӗ нумай, тетчӗҫ. Чӑнах та… Ҫӗпритун ылтӑнне тупас пулсан, мӗнле майпа хам алла ҫавӑрса илес-ха ӑна? Мулӗ ӑҫтине ҫеҫ пӗлесчӗ, хӑйне мӗн тумаллине пӗлӗттӗм… Ҫапкаланчӑка шыракан-тӑвакан пулас ҫук» — ҫитмӗл ҫичӗ шухӑш, хура курак кӗтӗвӗ пек, ҫаврӑнса явӑнчӗ Кулюкка пуҫӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӑватҫӗр ҫитмӗл тенкӗ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Малалла та ҫапла ӗҫлесен, пӗр Гитлер мар, ҫитмӗл ҫичӗ Гитлер ҫӗнес ҫук пире!

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Ҫитмӗл ҫухрӑма кайса шӑнса ҫӳриччен лар ӑшӑ пӳртре!» — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех