Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитичченех (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗрхи сивӗсем ҫитичченех хӗр-каччӑсен вӑййи те, улахӗ те ҫавӑнта.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӗҫне ҫитичченех намӑса кӗртме шутларӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав тӗлте сулахаялла пӑрӑн та тӳптӳрех ут, — тӳпеттей тӑхӑннӑ ват ҫын ӑна кукӑра ҫитичченех ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Икӗ тус васкарӗҫ пулин те, мӗн киле ҫитичченех чӗнмесӗр ҫума-ҫумӑн утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Татьянӑпа Виталий Шупашкара ҫитичченех шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Канмалли кун пулсан та, хӑнӑхнӑ йӑлапа, ултӑ сехет ҫитичченех вӑранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Пуҫа чӳречерен тулалла кӑларса пӑхсан, пулас ҫуртӑн кӑшкарӗ мӗн ҫӳлти хута ҫитичченех курӑнать, ӗҫлекенсене те аванах сӑнама пулать.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Мӗн тума парк витӗр антармалла-ха тата ҫак урама пӗве хӗррине ҫитичченех?

Куҫарса пулӑш

58 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Айӑра картуна ҫитичченех сиккипе чуптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

43 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫурҫӗртен пуҫласа кӑнтӑра, тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех ҫӗр питне симӗс тумпа илемлетсе, ҫут тӗнчене сиплӗх кӳрсе этемлӗхе савӑнтарса кашлать вӑрман…

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Илле Иванов ӑна поселок хыҫне ҫитичченех ӑсатса хӑварчӗ.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кустӑрма чугун ҫул хӗрринчи канава ҫитичченех кӑлтӑртатса кайрӗ те шыва шаплатса ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ку мӗне пӗлтерет тата? — йывӑҫа мӗн тӑррине ҫитичченех куҫӗпе пӑхса хӑпарчӗ Хӗлимун, — мухмӑрлӑ мар пулӗ те юман.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ваҫиле вӗҫне ҫитичченех шӑп тӑма тӗв турӗ, ку ҫынсемпе калаҫни хӑвнах хаклӑрах пулса тухать.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫитӗнсе ҫитичченех ӑна йывӑр чир урасӑр хӑварчӗ, ҫавӑнпа та вӗсем кирлӗ пек тӳрленмеҫҫӗ те, хуҫланмаҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шывхуҫи те ыттисем пекех именереххӗн кӑна утса пырса сывлӑш утравӗн хуҫи умне чӗркуҫленет, ҫӗре ҫитичченех пуҫне таять.

Куҫарса пулӑш

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Ростов хулине ҫитичченех поезд тинӗс пек хумханса ларакан тырӑ хушшипе пырать.

До самого Ростова поезд несется среди моря хлебов.

Вӑрмансен зонинчен хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирелле // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тундрӑран кӑнтӑр еннелле пӗтӗм ССР Союзӗ урлӑ хӗвеланӑҫри чикӗрен пуҫласа Лӑпкӑ океан хӗррисене ҫитичченех, тайган лӑсӑллӑ вӑрман тӑрӑхӗ каять.

К югу от тундры через весь СССР от западной границы и до берегов Тихого океана протянулись леса.

3. Тайга зони. // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсене пуҫламӑшӗнчен варрине ҫитичченех пӑхса тухар.

Проследите их от истоков до устьев.

Чи паллӑ юханшывсемпе кӳлӗсем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Михаил Ильич тахҫантанпах юханшывсемпе айлӑмсенче, ҫӑлкуҫӗсем ҫывӑхӗнче хунавсем лартать, вӗсене тӑрӑшса пӑхать, ҫӑлкуҫсенчен витрепе шыв ӑсса шӑварать, йывӑҫсем ҫирӗпленсе ҫитичченех куллен пӑхать.

С давних пор Михаил Ильич по берегам рек и склонам, вблизи источников сажает саженцы, за которыми тщательно ухаживает, носит ведрами воду из родника и поливает, пока деревья не укрепятся и не пойдут в рост.

Алӑсене ӗҫ – чуна савӑнӑҫ // Галина ВАРИКОВА. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... -n-3468717

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех