Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемҫелчӗ (тĕпĕ: ҫемҫел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старик хӗҫпӑшалсене паҫӑрхи купа ҫине ывӑтакан салтаксем ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те, унӑн кӑмӑлӗ ҫав самантрах ҫемҫелчӗ.

Взглянув еще раз на солдат, швыряющих оружие в кучу, старик мгновенно смягчился.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ытти чухне яланах сиввӗнрех калаҫакан тимӗрҫӗ, Горовицӑн сӑн-питне курсан, сасартӑках ҫемҫелчӗ, йӑвашланчӗ.

Обычно строгий, кузнец, встретясь сейчас лицом к лицу с Горовицем, как-то сразу смягчился.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Петро Михайлыч сасси сасартӑк ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Савни ятне илтсен, Микула чӗри ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хурӑн хуллипе ним шеллемесӗр ҫапнине пӗр сасӑ кӑлармасӑр тӳснӗ Ҫтаппанӑн, хӑй хутне кӗрсе калаҫнӑ сасса илтсен, кам калаҫнине лайӑхах чухлаймарӗ пулсан та, кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар кӑштах ҫемҫелчӗ, тем шухӑша кайса, пӳлӗм тӑрӑх утма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗпчев // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Туй халӑхӗ пек, ушкӑнпа хапхаран пырса кӗрсен ун кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кил хуҫипе сыв пуллашнӑ чух Шигалейӗн каллех чунӗ ҫемҫелчӗ, патша ҫынни нӑшӑк-нӑшӑк туса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Кӑрмӑш ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗр курка эрех ӗҫтернӗ хыҫҫӑн тин Ухатер кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ.

Только после чашки вина Ухатер смягчился.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Виҫшер курка сӑра ӗҫсессӗн, Ҫемҫелчӗ кӑмӑл: пыл та ҫу.

Куҫарса пулӑш

XXX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ытла ыратрӗ-ҫке чӗре Аран ура ҫинче эп тӑтӑм: Ӑш типрӗ ман, ҫемҫелчӗ ал.

Куҫарса пулӑш

VI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӑна курсан, Куҫман ҫиллессӗн туйӑнакан сӑнӗ самаях ҫемҫелчӗ, унӑн пит-куҫӗ пӗчӗк ачанни пекех ҫуталса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӗркунне Мамич-Бердей кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ — Ятламас урари такансӑр ӗҫлеме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Кӑна тӗрӗс каларӑн, — сасартӑк кӑмӑлтан ҫемҫелчӗ мӑрса.

Куҫарса пулӑш

13. Сӑр вӑрманӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Литвиновпа паллаштарӑп, — кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ скрипачӑн.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Вырӑсла ыйтрӑм — итлесшӗн те пулмарӗ, тутарла ыйтрӑм — кӑшт ҫемҫелчӗ, пӗр ывӑҫ сухари тыттарсан, «якши!» терӗ кӑна.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Старик ҫемҫелчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Соня та, юлашки сӑмахсене вуланӑ хыҫҫӑн, сасартӑк ҫемҫелчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ҫак шухӑш пуҫа пырса кӗнипе Эльгеевӑн кӑмӑле ҫемҫелчӗ, хӑй тӗллӗнех ӑшшӑн кулса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Кӳр часрах ачуна, халь шӑп лайӑх, ий-я: милекӗ те ҫемҫелчӗ, имҫамӗ те тутланчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех