Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртӑнса (тĕпĕ: туртӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр, карт туртӑнса, Саня ҫумӗнчен пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Тутлӑн ирӗлсе кайнӑ тута сӑмах каланӑ чух ҫӑтӑр-р туса ҫӗтӗлсе уҫӑлать, каласа пӗтерсен каллех туртӑнса ҫыпҫӑнать.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Куҫ хупанкисем хушшинчен икӗ кӗмӗл ҫип хӗсӗнсе тухрӗ, варринелле туртӑнса чӑмӑртанчӗ, пит тӑрӑх чупса кайрӗ, ҫунӑхса тӗлкӗшекен тута хӗррине лексе ҫатӑрах чӗпӗтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Данил Макарович ман ҫине кӑн-н пӑхса илчӗ, вара чӗлхи айне нитроглицерин пӗрчӗкӗ кӑларса хучӗ те, пӗтӗм кӗлеткипе туртӑнса, сывлӑш ҫавӑрчӗ, унтан салтак пек утса клуба кӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Калт! туртӑнса илчӗ Пахом Петрович, сӗтел ҫинчен илме тӑнӑ сӑра куркине тӳнтерсе ячӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Унтан Лашманов пит-куҫӗ темӗскер тӳсме ҫук ыратнипе илемсӗррӗн туртӑнса илчӗ, хытса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Турунов электрица токӗ ҫапнӑ пек туртӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Акӑ каллех пӗкрӗлсе ларчӗ вӑл, халь-халь кӑшкӑрса яма хатӗрленсе, ҫӑварне уҫса хучӗ; чарӑлса кайнӑ сарӑ хӗрлӗ куҫӗ те, мӑйӗ ҫинчи туртӑнса карӑннӑ шӑнӑрӗсем те, елпре кулли те, пӗтӗм пӗркеленчӗк-хутламӗ тапранмаҫҫӗ; аллисем ҫеҫ мӑйӑх вӗҫӗсене хыпӑнчӑклӑн пӗтереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Хамӑр предпринимательсене унталла туртӑнса уҫтарасшӑн сӳту-илӳ тума.

Куҫарса пулӑш

Икӗ хула хутшӑнать // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=4f3QNoZHnq4

Автобус кӑрт-карт туртӑнса илчӗ те йӳҫӗ кӑвак тӗтӗм пашлаттарса малалла ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӗрачасем профессорӑн питҫӑмартийӗ сисӗнмеллех туртӑнса илнине курчӗҫ, тата икӗ куҫхарши хушшипе, ҫамки урлӑ, тарӑн йӗр палӑрса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫак ыйтусем ытла та вирхӗнсе пынипе, Мосальский стена ҫумнерех хӗсӗнсе, туртӑнса ларчӗ, унӑн ҫамки ҫине вӗтӗ тар тапса тухрӗ, куҫӗсем кас-кас хӗмленсе-ҫунса илчӗҫ…

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫамрӑк арҫыннӑн типшӗм пит ҫӑмартийӗ кӑлт та кӑлт туртӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ан-н-неҫӗм! — кӑшкӑрса ячӗ те хӗр тайӑлса-тайӑлса кайрӗ, аллинчи ҫӗмренӗ те, уххи те ҫӗре ӳкрӗҫ, анчах вӑл хӑй учӗ ҫинче тытӑнса тӑрайрӗ, каллӗ-маллӗ туртӑнса илчӗ те ун ӑмри ҫине выртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑшал сасси // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Чӗлхесӗр янавар, туртӑнса илсе, каялла чакрӗ.

Куҫарса пулӑш

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ахпӑлат учӗ хыттӑн туртӑнса илчӗ те темиҫе шит аялалла тӑрӑнса анчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Икӗ кун кунӗпе сиплерӗ ҫав карчӑк аманнӑскере, иккӗмӗш кунне, каҫалапа, таркӑн каччӑ хӑйие лайӑхрах туйма тытӑнчӗ, суранӗ туртӑнса ӳт илме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗкӗт тени юлнӑ-и пирӗн? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Унӑн куҫӗ хӑранипе чарӑлса кайрӗ, пичӗ ун-кун туртӑнса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӑхатӑп: Якур куҫӗсем, хура пысӑк куҫӗсем, татах пысӑкланса кайса юнпа тулчӗҫ, питӗнчи шӑнӑрсем туртӑнса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Чӑнтӑхса, чыхӑна-чыхӑна, пӗтӗм кӗлеткипе туртӑнса, чарӑнма пӗлмесӗр кахлата пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех