Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туртӑнса (тĕпĕ: туртӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пачах урӑхла, ун тутине ӑш-чиккинченех туртӑнса тухнӑ йӗкӗлтевлӗ, нӗрсӗр, сарамак курӑкӗ пек кулӑ пырса ҫакӑнчӗ, тепӗртакран ҫеҫ куҫ шуррийӗ пӗҫернӗ ҫӑмарта шурри евӗрлех пысӑкланса кайрӗ, анчах тӗлӗннипе мар, савӑннипе.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пурис, чӑм шыва ӳкнӗскер, хӑйне хиврен чаркӑчларӗ те ҫаплах каялла туртӑнса илчӗ, вара, хашка-хашка, чарӑнса тӑчӗ, хӑлхи-куҫне ҫивӗчлетсе, хӗрӗнсех тарпа касӑнакан куҫӗ умне ӳкнине сӑнама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк вӑл, пӗтӗм кӗлеткипе каялла туртӑнса ывӑтӑнчӗ, пуҫне сулкаласа илчӗ, питне-куҫне темле паламалла мар, хавассӑр, тӗксӗм — те йӳҫек, те ӳкӗнӳллӗ — кулӑ тапса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр пӑлханӑҫлӑн карт! туртӑнса илчӗ: ак тамаша, ку мӗн сехмечӗ тата?

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр, пашка-пашка утаканскер, шофера кӑлин витерсе илчӗ, анчах нимӗн те хуравламарӗ, кӑштахран ҫеҫ ун тарлӑ питне кӗрхи хыт-хура пек килпетсӗр, йӗплӗ кулӑ туртӑнса тухрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫӳлелле туртӑнса хӑпаракан кӳсек сасартӑк унӑн аллине картах туртрӗ те, Горовиц вара самантлӑха сывлӑшра ҫакӑнса тӑчӗ.

Толчками подымавшийся рычаг рванул его руку, и Горовиц на миг повис в воздухе.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Пӗркун, авӑ, магазин заведующийӗ пуш ещӗк йӑтса пырать те, ун еннелле магнит пек туртӑнса пытӑн, хам ҫеҫ кантӑкран кӑшкӑрса чарса ӗлкӗртӗм.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Ҫавӑнпа та хакӗ пирки ытлашшиех туртӑнса тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Кӗркке хыттӑн туртӑнса илчӗ, аллисене вӗҫертесшӗн пулчӗ, мӑрсана чӗркуҫҫипе темиҫе хутчен чышрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Васильевич малалла туртӑнса ура ҫине тӑчӗ, чатӑрти дьяксенчен пӗрне Воротынский воеводӑна чӗнсе кӗртме хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Акӑ Иван Васильевич, вӑрӑмскер, кӑшт ватӑрах сӑнлӑскер, малалла хыттӑн туртӑнса ура ҫине тӑчӗ, Петр Семенович Серебряный умне пырса ик аллине те ун хул пуҫҫийӗсем ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах кулли туртӑнса та ютшӑнса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Сӑрра чикнӗ пек курӑнакан пӗлӗтсем ҫӗтӗлме тытӑнчӗҫ, туртӑнса чӗрӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 45–61 с.

Каччӑ ҫав самантрах карт! туртӑнса шофер аллинчен вӗҫерӗнчӗ те тӳрех крыльцаран сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Портсигар // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 35–41 с.

— Чӑмас, — терӗ тимӗрҫӗ, аллисемпе тӑпрана сиркелесе, унтан пӗкнӗ пуҫне шӑтӑка чикрӗ, пӗвӗпе туртӑнса часах курӑнми пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Чӑнах, ма эсир хальччен тӗне кӗмен, паян кун та ҫаплах туртӑнса тӑран-ха, ӑҫтан эс вӗреннӗ ҫынла калаҫма хӑнӑхнӑ, ма пӗрмай ҫӑвӑнма тӑрӑшан, йӗри-тавра шикленсе пӑхкалан?..

В самом деле, почему вы до сих пор не крещены? И нынче вон дергаешься туда-сюда… А где ты научился так складно говорить, мыться все время, а еще с оглядкой живешь?

Кӗркунне // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ухтиван туртӑнса тӑрать, савнийӗпе калаҫакан хӗр пек, хӑйне ҫирӗпрех сӑмахсем каласа ӗнентерессе кӗтет.

Ухтиван стоит, в сомнениях ждет, будто девушка от милого, более твердых слов.

Ҫул // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗрре те туртӑнса ан тӑр.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Турник ҫинче туртӑнса ӑмӑртма вара ятарласах хатӗрленеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем хастар, спортпа туслӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/10/25/%d0%b0%d1%8 ... 81%d0%bba/

Иванпа Кӗтерук туртӑнса тӑмарӗҫ, чуптуса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех