Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Эпир вара хамӑр ҫӗнтерсе таврӑннӑ чухне те, кунта Египетра та вӗсен ӑссӑрлӑхне каҫарса, халӑхсене пурне те ҫынна юратакан кӑмӑлпа хапӑл туса, мӗн тумаллине кирлӗ пек турӑмӑр.
3 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑн чухне Рим халӑхӗн чапӗ Иуда хӑлхине те ҫитнӗ: Иуда вӗсем хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх, хӑйсем патне пыракансене вӗсем пурне те хапӑл йышӑнаҫҫӗ, кам пыраканпа пуринпе те туслӑ тӑма килӗшӳ тӑваҫҫӗ тенине илтнӗ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Парне кӳме суккӑр выльӑх илсе пыни начар мар-и вара? е уксаххине, чирлине илсе пыни начар мар-и тата? Ҫакна хӑвӑн пуҫлӑхна кӳр-ха: вӑл санпа кӑмӑллӑ пулӗ-и, кӑмӑллӑн хапӑл тӑвӗ-и вӑл сана? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Пире, хуйхӑллӑ чӗреллисене, йӑваш кӑмӑллисене, хапӑл тусамччӗ.39. Но с сокрушенным сердцем и смиренным духом да будем приняты.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗнле-ха вӗсене турӑ теме пулать, мӗнле вӗсене хапӑл тума пулать?
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Пӗтӗм чӗремрен, пӗтӗм чунӑмран вӗсене хапӑл пулӑп, вӗсене ырӑлӑх парӑп, вӗсене ҫак ҫӗр ҫине шанчӑклӑ вырӑнаҫтарӑп.
Иер 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем типӗ тытсассӑн та, Эпӗ вӗсем кӑшкӑрса йӗнине илтмӗп; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнине те, ытти парнине те хапӑл тумӑп; вӗсене хӗҫпе, выҫлӑхпа, мур чирӗпе пӗтерсе тӑкӑп, терӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вара ҫапла кала вӗсене: акӑ Ҫӳлхуҫана, хӑйӗн Туррине, итлемен, вӗрентсе каланине хапӑл туман халӑх! Ӗнтӗ вӗсен чӑнлӑх юлмарӗ, вӗсен чӗлхи-ҫӑварӗ ӑна йышӑнмарӗ.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тата кӑшт ҫеҫ, кӑштах, кӑштах, вара Кармил тӑвӗ йывӑҫ пахчи пулса тӑмӗ-и, йывӑҫ пахчине вара вӑрмана хапӑл тунӑ пек хапӑллӗҫ-и?
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа мана тата каларӗ, акӑ мӗн терӗ: 6. ҫак халӑх лӑпкӑ юхакан Силоам шывне хисепе хуманшӑн, Рецина тата Ремалия ывӑлне хапӑл тунӑшӑн 7. Ҫӳлхуҫа ун ҫине кӗрлевлӗ кӑра шыв — мухтавлӑ Ассири патшине — кӗртсе ярӗ; шывӗ пур юппине те капланса тулӗ, пӗтӗм ҫыранӗнчен тухса ейӳленӗ; 8. Иудея тӑрӑх сарӑлӗ, ӑна путарӗ, хӑпарса кайса мӑй таран тулӗ; ейӳленсе, Санӑн ҫӗрӳ хӗрринех ҫитӗ вӑл, Еммануил!
Ис 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Усала ырӑ, ыррине усал теекенсене, сӗмлӗхе ҫутӑ пек, ҫутта сӗмлӗх пек хапӑллакансене, йӳҫҫине пылак пек, пылаккине йӳҫҫи пек хапӑл тӑвакансене хуйхӑ ҫитӗ!
Ис 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Тӳрӗлӗхе хапӑл тунӑ тӗп хула епле-ха аскӑн арӑм пек пулса кайрӗ!21. Как сделалась блудницею верная столица, исполненная правосудия!
Ис 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӑслӑлӑх ӑна, амӑшӗ пек, хирӗҫ тухса илӗ, савакан арӑм пек, хапӑл тӑвӗ; 3. ӑна ӑс-хакӑл ҫӑкӑрӗпе тӑрантарӗ, тӑраниччен ӑслӑлӑх шывӗ ӗҫтерӗ.
Сир 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. «Вӑл манӑн йышлӑ парнеме кӑмӑл тӑвӗ, эпӗ ҫавна Ҫӳлти Турра кӳрӗп — Вӑл хапӑл пулӗ» тесе ан шутла.9. Не говори: «Он призрит на множество даров моих, и, когда я принесу их Богу Вышнему, Он примет».
Сир 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тӳрӗ сут тӑвакан патша ҫӗршыва ҫирӗплетет, парнене хапӑл тӑваканни ӑна юхӑнтарать.4. Царь правосудием утверждает землю, а любящий подарки разоряет ее.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫынна тӗрӗс питлекене каярахпа йӑпӑлти чӗлхеллӗ ҫынран ытларах хапӑл тӑвӗҫ.23. Обличающий человека найдет после большую приязнь, нежели тот, кто льстит языком.
Ытар 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӳлӗмрен ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесессӗн, канаш панине итле, питленине хапӑл пул.20. Слушайся совета и принимай обличение, чтобы сделаться тебе впоследствии мудрым.
Ытар 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Усал ҫынсен парнийӗ Ҫӳлхуҫана йӗрӗнтерет, тӳрӗ ҫынсен кӗллине Вӑл хапӑл тӑвать.8. Жертва нечестивых - мерзость пред Господом, а молитва праведных благоугодна Ему.
Ытар 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑслӑ чӗрелли ӳкӗтсене хапӑл тӑвать, ухмаха чӗлхи-ҫӑварӗ такӑнтарать.8. Мудрый сердцем принимает заповеди, а глупый устами преткнется.
Ытар 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ӑссӑрсем, ырӑ ӑса вӗренӗр, айваннисем, эсир те ӑса кӗрӗр. 6. Итлӗр: эпӗ чи кирлине пӗлтерӗп, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм калани пурте тӗрӗс: 7. чӗлхем чӑннине калать, манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмшӑн усаллӑх — ирсӗр; 8. манӑн пур сӑмахӑм та тӗрӗс; унта ултавлӑх та, чеелӗх те ҫук; 9. ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн вӗсем пурте уҫӑмлӑ, пӗлӳ шыракансемшӗн — тӗрӗс. 10. Кӗмӗле мар, эпӗ ӳкӗтленине хапӑл тӑвӑр; пӗлӳ таса ылтӑнран та хаклӑрах: 11. ӑслӑлӑх ахахран та лайӑхрах; мӗн ӗмӗтленни нимӗн те унпа танлашаймасть. 12. Манпа, ӑслӑлӑхпа, пӗрле — ӑс-хакӑл, эпӗ шухӑшлакан-шухӑшлаттаракан пӗлӳ шыратӑп. 13. Ҫӳлхуҫаран хӑрани вӑл — усала курайманни; эпӗ мӑнкӑмӑллӑхпа мӑнаҫлӑха, усал ҫула, ултавлӑ чӗлхе-ҫӑвара кураймастӑп. 14. Манра — канаш, манра — тӳрӗлӗх; эпӗ — ӑс-хакӑл, манра — хӑват. 15. Эпӗ ертсе пынипе патшасем патшара лараҫҫӗ, аслӑ пуҫлӑхсем тӳрӗлӗхе саккуна кӗртсе пыраҫҫӗ; 16. эпӗ ертсе пынипе ҫулпуҫсем, улпутсем, ҫӗр ҫинчи тӳресем пурте пуҫ пулаҫҫӗ. 17. Кам мана юратать — эпӗ те ӑна юрататӑп, кам мана шырать — ҫавӑ мана тупать; 18. манра — пуянлӑхпа мухтав, иксӗлми мулпа тӳрӗлӗх те — манра; 19. манӑн ҫимӗҫӗм ылтӑнран та, чи таса ылтӑнран та, лайӑхрах, эпӗ — тасатнӑ кӗмӗлтен те хаклӑрах. 20. Эпӗ тӳрӗлӗх ҫулӗпе, тӗрӗс сут сукмакӗпе ҫӳретӗп: 21. ҫапла эпӗ хама юратакансене пысӑк ырӑлӑх парнелетӗп, вӗсен пӳлмине тултаратӑп. [Кунсерен пулаканнине пӗлтернӗ чухне эпӗ ӗмӗртен малтан мӗн пулнине те манмастӑп.]
Ытар 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.