Шырав
Шырав ĕçĕ:
Республикӑн пӗрлештернӗ командин капитанне тӑван тӑрӑхра иртнӗ ӑмӑртура куракансем уйрӑмах хапӑл йышӑнчӗҫ, маттурскер ҫынсене ӑсталӑхӗпе тӗлӗнтерчӗ.
Илемлӗ спорт тыткӑнлать // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
6. Эсӗ Мана тӗнчерен панӑ ҫынсене Эпӗ Санӑн ятна пӗлтертӗм; вӗсем Санӑнччӗ, Эсӗ вӗсене Мана патӑн, вӗсем Санӑн сӑмахна упраса хӑварчӗҫ; 7. Эсӗ Мана пани пӗтӗмпех Санран килнине халӗ ӗнтӗ вӗсем ӑнланса илчӗҫ: 8. Эпӗ вӗсене Мана Ху панӑ сӑмахсене каласа патӑм та, вӗсем ӑна хапӑл турӗҫ, Эпӗ Сан патӑнтан килнине чӑнласах ӑнланчӗҫ, Мана Эсӗ янине ӗненчӗҫ.
Ин 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Мана йышӑнман ҫыншӑн, Ман сӑмахӑмсене хапӑл туман ҫыншӑн хӑйне тӳре пур: юлашки кун ӑна Эпӗ каланӑ сӑмах айӑплӗ.
Ин 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Малтан Вӑл: «саккун тӑрӑх пусса кӳрекен парнене те, урӑх парнене те, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнене те, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнене те Эсӗ хапӑл тумарӑн, вӗсене кӑмӑл та тумарӑн» тенӗ; 9. унтан ҫапла хушса каланӑ: «эй Туррӑм, акӑ Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫлама каятӑп» тенӗ.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Христос тӗнчене килсессӗн ҫапла калать: «пусса кӳрекен парнене те, урӑх парнене те Эсӗ хапӑл тумарӑн, Эсӗ Ман валли ӳт хатӗрлерӗн. 6. Пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем те, ҫылӑхшӑн кӳрекен парнесем те Сана юрӑхлӑ мар. 7. Вара Эпӗ каларӑм: «эй Туррӑм, Ман ҫинчен кӗнекере ҫырнӑ пек, Санӑн ирӗкне пурӑнӑҫламашкӑн акӑ Эпӗ Хам каятӑп, терӗм» тет.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пулӑшу памалли тӑлӑх арӑмсен йышне утмӑл ҫултан иртнисене ҫеҫ, пӗрре качча кайнисене ҫеҫ, кӗрт, 10. вӗсем хӑйсен ырӑ ӗҫӗсемпе палӑрнӑ ҫынсем — ачисене пӑхса ӳстернӗ, иртен-ҫӳрене хапӑл тунӑ, сӑваплӑ ҫынсенӗн урине ҫунӑ, чухӑнсене пулӑшса тӑнӑ, яланах ырӑ тума тӑрӑшакан ҫынсем — пулччӑр.
1 Тим 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Паллах ӗнтӗ, чӑнлӑх вӑрттӑнлӑхӗ калама ҫук аслӑ: Турӑ ӳтлӗ пулса килнӗ, Вӑл Хӑй Турӑ иккенне Таса Сывлӑш урлӑ кӑтартнӑ, ангелсене курӑннӑ, Ун ҫинчен халӑхсене пӗлтернӗ, Ӑна тӗнчипе ӗненсе хапӑл тунӑ, Вӑл тӳпене мухтавлӑн ҫӗкленнӗ.
1 Тим 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Пирӗнтен илтнӗ Турӑ Сӑмахне эсир этем сӑмахӗ вырӑнне хурса йышӑнмарӑр, ӑна чӑнах Турӑ Сӑмахӗ тесе хапӑл турӑр; халӗ ҫавӑ сире, ӗненекенсене, вӑй парса тӑрать — эпир ҫавӑншӑн Турра пӗр вӗҫӗмсӗр тав тӑватпӑр.
1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эсир пире епле хапӑл тунине, эсир йӗрӗхсене пӑрахса Турӑ енне епле ҫаврӑннине ҫынсем хӑйсемех каласа кӑтартаҫҫӗ, эсир ӗнтӗ чӗрӗ Турра, чӑн Турра ӗҫлесе пурӑнатӑр, 10. ҫӳлтен Унӑн Хӑй вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ Ывӑлӗ, пире пулас ҫилӗрен хӑтаракан Иисус, килессе кӗтсе тӑратӑр.
1 Фес 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Манпа пӗрле тӗрмене хупнӑ Аристарх сире салам ярать, тата Варнава тӑванӗн ывӑлӗ Марк та салам ярать (ун ҫинчен эпӗ сире каланӑччӗ; вӑл сирӗн пата пырсассӑн, ӑна хапӑл тӑвӑр); 11. Иуст теекен Иисус та салам ярать; ӳт кастарнисенчен вӗсем иккӗшӗ ҫеҫ манпа пӗрле Турӑ Патшалӑхӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ.
Кол 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Эсир ӗнтӗ ӑна Ҫӳлхуҫашӑн савса, чун-чӗререн хапӑл тӑвӑр, ун пеккисене хисеплесе тӑрӑр: 30. вӑл Христос ӗҫӗшӗн пурӑнӑҫне те хӗрхенмерӗ: эсир мана пулӑшса ҫитерейменнине тӑвас тесе вӑл вилес патнех ҫитнӗччӗ.
Флп 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Тата калам: мана кам та пулин ӑссӑр тесе ан шутлатӑр; ҫапла шутлатӑр пулсассӑн вара мана ӑссӑр вырӑнне те пулин хапӑл тӑвӑр, манӑн та кӑштах мухтанасчӗ.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тит эсир пурсӑр та хӑйне итленине, хӑйне хумханса та хисеплесе хапӑл тунине асӑнмассерен сирӗн пата тата ытларах туртӑнать.
2 Кор 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫиекенни ҫименнине ан хурлатӑр; ҫименни те ҫиекеннине ан айӑплатӑр — Турӑ ӑна та хапӑл тунӑ.
Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тӗрексӗр ӗненекен ҫынна вӑл мӗнле шухӑшлани ҫинчен пӗр тавлашмасӑр хапӑл тӑвӑр.
Рим 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Юратни ячӗшӗн туни ан пултӑр; усалтан пӑрӑнӑр, ырӑ ҫумне ҫыпҫӑнӑр; 10. пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр; 11. тӑрӑшас ҫӗрте ан ӳркенӗр; тӑрӑшасшӑн ҫунса тӑрӑр; Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлӗр; 12. шанӑҫ пуррипе йӑпанӑр; хӗн-хурта чӑтӑмлӑ пулӑр, ялан Турра кӗлтӑвӑр; 13. йывӑрлӑх тӳсекен сӑваплӑ ҫынсене пулӑшӑр, иртен-ҫӳрене хапӑл пулӑр; 14. хӑвӑра хӗсӗрлекенсене ырӑ сунӑр; ан ылханӑр, ырӑ сунӑр.
Рим 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пирӗн, чӑнлӑхшӑн тӑрӑшакансене пулӑшас тесессӗн, ун пеккисене хапӑл тӑвас пулать.8. Итак мы должны принимать таковых, чтобы сделаться споспешниками истине.
3 Ин 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫул ҫӳрекенсене пӗр ӳпкелемесӗр хапӑл пулӑр.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫавӑнпа ӗнтӗ пӗтӗм тасамарлӑхран тата юлашки усаллӑхран хӑпса, хӑвӑр чунӑра ҫӑлма пултаракан, хӑвӑра вӗрентекен сӑмаха йӑвашланса хапӑл илӗр.
Иак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Павел ӗнтӗ икӗ ҫул хушши хӑйшӗн хӑй йӳнеҫтерсе пурӑннӑ, хӑй патне пыракансене пурне те хапӑл тунӑ, 31. Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каласа парса, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр ҫинчен пӗр чӑрмавсӑр питӗ хӑюллӑ вӗрентнӗ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.