Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ пӗтӗм тӗнчене, ӑна та, сутӑнчӑка (эпӗ ӑна ҫаплах чӗнтӗм) хам тавӑрма пултарнине кӑтартӑп!»Я докажу всему свету и ей, изменнице (я так-таки и назвал ее изменницей), что я умею мстить!»
XVII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Анчах пулса иртнине каялла тавӑрма ҫук.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Халь ак пурте Сталинӑн кӗрешӗве чӗнекен сӑмахӗсене пӗлнӗ хыҫҫӑн, йыхравҫӑ ҫинчен илтнӗ хыҫҫӑн, нимӗҫсене пуриншӗн те часах тавӑрма шанса тӑнӑ чух, ҫак асап ытларах тарӑхтарнӑ, чӗрене ыраттарнӑ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Макссене тавӑрма вӑхӑт ҫитнӗ чух выртатӑп!»
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Васька ҫухалнӑран вара вӑл ҫывӑрнӑ чухне те, ура ҫинче те ӗсӗклесе е сасӑпах макӑрса ярать: макӑрнипе ачине каялла тавӑрма пулать тейӗн ҫав!
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Эпӗ калас ҫукчӗ ӗнтӗ Садиков юлташ тавӑрма хӗрӗнекен хаяр ҫын пек курӑнать тесе.Я бы не сказал, чтобы товарищ Садиков походил на коварного, полного жажды мести человека.
VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.
— Ҫапла ку тӗрӗс, — терӗ Ксени Мажаровпа мӗн тӗлӗшпе те пулин килӗшни ӑна тавӑрма кансӗрленине туйса.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Тӑван киле ҫитрӗмӗр пулсан, пӗр-пӗрне тавӑрма тӑрӑшмалла мар, хӑвӑртрах тӗтӗм кӑларма тӑрӑшмалла.
18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑхӑт ҫитӗ-ха — ӳкӗнӗн те, анчах кайран пулӗ, эпир, хӗрарӑмсем, тавӑрма юрататпӑр, ниме те манмастпӑр.Придет время — пожалеешь, да поздно будет: мы, бабы, народ злопамятный, ничего не забываем.
16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл вӗсенчен кашниннех ҫылӑхӗ сахал маррине пӗлнӗ, хӑйне нимӗнле сиен тумасӑрах, пурне те тавӑрма пултарнӑ.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл халь вӗреннӗ ҫынпа пӗрех ӗнтӗ, — хӗп-хӗпӗрчӗк калаҫрӗ Пантелей Прокофьевич, Степан хӑйӗн ҫӑкӑр-тӑварне тиркемесӗр тата усала хирӗҫ усалпа тавӑрма шутламасӑр килнӗшӗн савӑнса ӳкнӗскер.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Новочеркасскра сывалакан аманнӑ доброволецсем Краснов автономи патне туртӑннинчен тата вӑл казаксен авалхи йӑли-йӗркисене тепӗр хут тавӑрма ӑнтӑлнинчен тӑрӑхласа кулаҫҫӗ, хӑйсем хушшинче унран йӗрӗнчӗклӗн «хуҫаин» тесе мӑшкӑллаҫҫӗ, Аслӑ Дон Ҫарне «хаваслӑ Дон ҫарӗ» тесе ят параҫҫӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫамрӑк генерала тавӑрма шутлани ҫинчен калаҫнисем Кӗтерне патша патне те ҫитнӗ.Слухи о расправе над молодым генералом дошли и до царицы Екатерины Второй.
Туртукай // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Григорий Аксинйӑна пӑрахса кайнӑ хыҫҫӑн Татарски хуторӗнче кил-йышпа пӗрле ирттернӗ эрнесене аса илчӗ: ҫӗрлесенче — Наталья, унччен упӑшкипе сивӗ пулнине тавӑрма пикеннӗ пек, антӑхса кайса, пӗтӗм чуна кимӗлтерсе ачашлани; кӑнтӑрласенче — килӗнчисем ыр ятлӑ пулас тенӗ пек тараватлӑн пӑхни тата хутор ҫыннисем, малтанхи георги кавалерне сумлӑн чысласа кӗтсе илни аса килчӗ.
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Унтан, операци тума хатӗрленсе, ҫавӑнтах ҫаннисене тавӑрма тытӑнчӗ.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Акӑ мӗнле шут тытрӑм эпӗ, — тесе пуҫларӗ те Григорий, ҫавӑнтах хавхаланса кайрӗ: — мӗн пулнине каялла тавӑрма ҫук, мӗн-ха унта айӑплине шырамалли пур вара?
16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн хӗрарӑмсем утӑ турама, тавӑрма тытӑнчӗҫ.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ку асап уншӑн чи хӑрушла асап пулӗ: мӗншӗн тесен этемшӗн пулсан ун пек йывӑр асап ҫук: хӑйӗн тавӑрас килет, анчах вӑл тавӑрма пултараймасть, ҫакӑ вара уншӑн чи хӑрушӑ асап».
XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Король панӑ шалу укҫин ҫуррине илессе илчӗ Петро, анчах Иван король умӗнче ҫав териех чапа тухнине чӑтма пултараймарӗ, хӑй ӑшӗнче ӑна тавӑрма вӑрттӑн шухӑш тытрӗ».
XVI // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Пӗр каҫ ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ унӑн ҫут тӗнче тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳресси; анчах ҫак юлашки каҫ та пулин тимӗрҫе мӗнпе те пулсан тавӑрма май шыранӑ вӑл.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.