Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чылаях (тĕпĕ: чылай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та ҫынсем чылаях ывӑнса ҫитнӗ: вырӑнӗ-вырӑнӗпе темиҫе километр тӑршшӗ ҫул тасатса тухмалла.

И тоже изрядно утомились люди: иногда приходилось пробивать сугробы на нескольких километрах пути.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

— Сирӗн йӗлтӗрсем вара чылаях тӳссе ирттернӗ.

— Лыжи шибко, однако, пострадали у вас.

Иккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Гестаповецсем пире пысӑк сиен турӗҫ, лайӑх подпольщиксене чылаях пӗтерчӗҫ, анчах вӑрттӑн организацие тӑшман пӗтереймерӗ.

Гестаповцы нанесли нам сильный удар: из наших рядов вырван ряд прекрасных работников, но уничтожить подпольную организацию врагу не удалось.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Эпӗ, паллах, унпа танлашма пултараймастӑп, анчах тӑна ҫухатмасӑр чылаях ӗҫме пултаратӑп.

Я, конечно, на такой подвиг не способен, однако могу порядочно выпить, не теряя памяти.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫурт тавра салтаксем карталанса тӑни те ӑна чылаях пӑшӑрхантарчӗ.

К тому же нервировало солдатское оцепление подле дома.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Чылаях.

— Давно.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Канлӗрех вырӑн шыраса чылаях вӑхӑт иртрӗ.

Поиски укромного местечка заняли не одну минуту.

Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Чылаях ывӑнтӑм.

Устал порядком.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Пичӗ-куҫӗсем чылаях хӗрелни, аллисене сарлака хӑлаҫлани — офицерсем аванах сыпса тухнине кӑтартать.

Видно было по красным лицам и оживленным размашистым движениям, что все офицеры сильно навеселе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Анчах лешсем ытла та мӗскӗнӗн пӑхни ӑна чылаях тӗлӗнтерчӗ.

Но его поразил жалкий вид солдат.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Кун ҫинчен эпӗ паянах местечкӑна, хам информаторсене, пӗлтеретӗп, отряд пурри ҫинчен таврана сӑмах сарса, вӗсем ӗҫе пирӗн майлӑ тума чылаях пулӑшма пултараҫҫӗ.

Я сегодня же передам моим информаторам в местечко, чтобы они факт существования отряда использовали в нашу сторону.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Арона восстани пуҫлансан икӗ кунтанах хресченсем хушшинче партизана каякансем нумаййи чылаях савӑнтарчӗ.

Арон радовался тому, что в среде крестьянства всего на второй день после восстания есть такой большой приток в партизаны.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Апла пулсан, пирӗннисем ҫурҫӗрелле чылаях чакнӑ пулмалла, — хӑй тӗллӗн хӑй шухӑшласа каланӑ пек каларӗ Михеев.

— Стало быть, наши далеко отошли на север, как бы в раздумьи сказал Михеев.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

— Эпӗ, хӑвах куратӑн, чӗрӗ кӑна мар, йӑлтах пулмасан та, нервӑсене кунта чылаях хытартӑм.

— Я, как видишь, не только что жив, но и — представь себе, в небольшой степени, правда, но укрепил свои нервы.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Чӳречерен ҫутӑ чылаях кӗре пуҫларӗ.

В окно уже падало много света.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ку япала Михеева чылаях тӗлӗнтерчӗ.

Что его очень поразило.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Тайӑлса кайнӑ телефон е телеграф юписем, хушӑран пӳрт умӗсенче хӑрма пуҫланӑ акаци тӗммисем, икӗ тӗлте пасар вырӑнӗ — пылчӑклӑ, чылаях анлӑ лаптӑксем.

Кривые телефонные и телеграфные столбы; несколько чахлых акаций; две базарных площади, огромные и грязные.

Пӗрремӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Ҫӑткӑн тискер кайӑкӑн шухӑшӗсем те чылаях куҫкӗрет курӑнса тӑнӑ: вӑл юн шӑршине сиснӗ те, юнлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗре тӳпене кӗрес тесе, юн тӑкӑннӑ ҫӗре пыма васканӑ.

Намерения хищника были также достаточно очевидны: он почуял кровь и спешил к месту, где она была пролита, чтобы разделить кровавое пиршество.

LIII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Астӑватӑп, эпӗ чылаях ӗҫнӗччӗ.

Помню, что выпил я изрядно.

LI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫамрӑк ҫынсенчен пӗри, чылаях ӗҫнӗскер, ӑна кӑшкӑрнӑ: — Итле-ха, Кольхаун, кил-ха кунта, пирӗнпе пӗрле кӑвайт умне лар, — тенӗ.

— Послушай, Кольхаун! — закричал ему один из молодых людей, уже изрядно выпивший, — иди-ка сюда, старина, и садись с нами к костру.

XLV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех