Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Вӑл шыв хӗррине лартнӑ, тымарне юхӑм еннелле янӑ йывӑҫ пек пулӗ; вӑл шӑрӑхран хӑрамасть, ҫӑра ҫулҫӑллӑ вӑл, типӗ ҫул килесрен те шикленмест, ҫимӗҫ пама та пӑрахмасть.
Иер 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӗсем типӗ тытсассӑн та, Эпӗ вӗсем кӑшкӑрса йӗнине илтмӗп; пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парнине те, ытти парнине те хапӑл тумӑп; вӗсене хӗҫпе, выҫлӑхпа, мур чирӗпе пӗтерсе тӑкӑп, терӗ.
Иер 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ хӑвӑр хушшӑрти пусмӑра пӗтерсессӗн, пӳрнӳне ҫӳлелле ҫӗклеме, кӳрентерсе калаҫма пӑрахсассӑн, 10. хӑвӑн чунна выҫӑ ҫынна парсассӑн, инкекри этем чунне тӑрантарсассӑн тӗттӗмлӗхре санӑн ҫуту ҫӗкленсе тухӗ, санӑн сӗмлӗхӳ кӑнтӑр кунӗ евӗр ҫуталса кайӗ; 11. вара Ҫӳлхуҫа яланах санӑн ҫулпуҫу пулӗ, шӑрӑх та типӗ вӑхӑтра чунна тӑрантарӗ, шӑмму-шаккуна ҫу хывӗ, эсӗ вара тулӑх шывпа шӑварнӑ йывӑҫ пахчи пек, нихӑҫан та тапма чарӑнман шыв ҫӑлкуҫӗ пек пулӑн.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эпӗ акӑ мӗне суйласа илнӗ, типӗ тытасси акӑ мӗнле пулмалла: тӗрӗсмарлӑх сӑнчӑрне тат, пусмӑр тӑллине салт, хӗсӗрленине тӳсекенсене ирӗке яр, пур сӳсмен ҫыххине те татса ывӑт; 7. ҫӑкӑрна выҫӑ ҫынпа пайла, килсӗр-ҫуртсӑр чухӑна пӳртне илсе кӗр; ҫарамассине курсассӑн — тумлантар ӑна, вӗсем те ҫынсемех — ан пытан.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир типӗ тытмалли кун та хӑвӑр мӗн тӑвас тенине тӑватӑр, ыттисене йывӑр ӗҫ тума хистетӗр.Вот, в день поста вашего вы исполняете волю вашу и требуете тяжких трудов от других.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем — тӳрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнакан, хӑй Туррийӗн саккунӗсене тытса тӑма пӑрахман халӑх пек — кунсеренех Мана шыраҫҫӗ, вӗсем Манӑн ҫулӑм-йӗрӗме пӗлесшӗн; вӗсем Манран тӳрӗлӗх сучӗ ҫинчен ыйтаҫҫӗ, вӗсем Турӑ патне ҫывӑхарасшӑн: 3. «эпир типӗ мӗншӗн тытатпӑр, Эсӗ курмастӑн-им? чунӑмӑра йӑвашлататпӑр, Эсӗ пӗлместӗн-им?» теҫҫӗ.
Ис 58 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл Унӑн умне типӗ ҫӗртен шӑтакан хунав пек, калча пек шӑтса тухнӑ; Унра кӗрнеклӗхӗ те, чапӗ те ҫук; эпир куртӑмӑр Ӑна, пире Хӑй патне илӗртмелӗх Унӑн сӑн-сӑпачӗ те ҫукчӗ.
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Хирӗн тискер кайӑкӗсем, шакалсемпе страуссем мухтавлӗҫ Мана, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ пушхирсене шыв ярӑп, Хамӑн суйласа илнӗ халӑхӑма ӗҫтермешкӗн типӗ ҫеҫенхирте юханшывсем уҫӑп.
Ис 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пушхир, типӗ ҫӗр хӗпӗртенӗ, этем пурӑнман ҫӗр хавасланӗ, нарцисс евӗр чечекленӗ; 2. ытарайми чечекленӗ, савӑнӗ, хӗпӗртенӗ, хавасланӗ; ӑна Ливанӑн мухтавӗ, Кармилпа Саронӑн чаплӑлӑхӗ ҫитӗ.
Ис 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Унӑн пиллӗхӗ тулӑх юханшыв пек сарӑлать, типӗ ҫӗре талай пек шӑварать.28. Благословение Его покрывает, как река, и, как потоп, напояет сушу.
Сир 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Хӗн-асап тӳснӗ чухне ҫитнӗ ырӑлӑх — типӗ ҫанталӑкри ҫумӑр пӗлӗчӗсем евӗр вӑхӑтлӑ.23. Благовременна милость во время скорби, как дождевые облака во время засухи.
Сир 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Ҫылӑхӗсемшӗн типӗ тытакан, кайран каллех унчченхинех тӑвакан та ҫавӑн евӗрлӗ: унӑн кӗллине кам илтӗ? ӳкӗннинчен ӑна мӗн усси пулӗ?
Сир 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Тапӑра пӗлӗт анса хупӑрланӑ, унччен шыв тӑнӑ вырӑнта типӗ ҫӗр тухнӑ, Хӗрлӗ тинӗсрен чӑрмавсӑр ҫул, кӗрлевлӗ авӑртан ешӗл айлӑм курӑннӑ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Кам суяна хӑнӑхать, ҫавӑ ҫил кӗтсе ҫӳрет, ҫавӑ вӗҫекен кайӑксем хыҫҫӑн хӑвалать: вӑл ӗнтӗ хӑйӗн иҫӗм пахчине ҫӳрес ҫула пӑрахнӑ, хӑйӗн хирӗнчи сукмаксемпе аташса ҫӳрет; типӗ пушхир урлӑ, шывсӑр хӑрӑнма пӳрнӗ ҫӗр урлӑ иртет; аллипе ҫук ҫимӗҫе пуҫтарать.]
Ытар 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Типӗ тытнипе чӗркуҫҫийӗм чӗтӗрет, ӳтӗм-тирӗм чӗптӗм ҫусӑр тӑрса юлчӗ.24. Колени мои изнемогли от поста, и тело мое лишилось тука.
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33-34. Ҫӗр ҫинче пурӑнакансенӗн йӗркесӗрлӗхне пула Вӑл юханшывсем вырӑнне — пушхир, ҫӑлкуҫсем вырӑнне — типӗ ҫӗр, тулӑхлӑ ҫӗр вырӑнне тӑварлӑ ҫӗр тӑвать.
Пс 106 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Хӗрлӗ тинӗсе хӑтӑрса илнӗ те — вӑл типсе ларнӑ; вӗсене тӗпсӗр вырӑн урлӑ типӗ ҫӗрпе каҫарнӑ пек каҫарнӑ; 10. вӗсене курайман ҫын аллинчен ҫӑлнӑ, тӑшман аллинчен хӑтарнӑ.
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унӑн аллинче — ҫӗрӗн тӗпӗ-йӗрӗ, тусен тӑррисем те — Унӑнах; 5. тинӗс те — Унӑнах, Вӑл пултарнӑ ӑна, типӗ ҫӗре те Унӑн аллиех пултарнӑ.
Пс 94 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Типӗ айлӑмпа пынӑ чухне вӗсем ӑна ҫӑлкуҫӗсен вырӑнӗ тӑваҫҫӗ, ҫав айлӑма ҫумӑр та пиллӗх парать; 8. Турра Сион ҫинче куриччен вӗсем вӑй илнӗҫемӗн вӑй илсе пыраҫҫӗ.
Пс 83 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тӑванӑмсемшӗн ют пулса тӑтӑм, аннем ывӑлӗсемшӗн палламан ҫын пултӑм: 10. Санӑн Ҫуртушӑн ҫунни асаплантарчӗ мана, Сана хурлакансенӗн усал сӑмахӗ тиврӗ мана; 11. чунӑмпа типӗ тытса йӗтӗм, мана уншӑн та мӑшкӑлларӗҫ; 12. ҫийӗме ырӑ тумтир вырӑнне хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнтӑм та — ман ҫинчен юптару ярса кулчӗҫ; 13. хапха умӗнче ларакансем ман ҫинчен халап ҫапаҫҫӗ, эрех ӗҫекенсем манран тӑрӑхласа юрлаҫҫӗ.
Пс 68 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.