Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑл сăмах пирĕн базăра пур.
шӑл (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Апат ҫисен эпир пурте шыв хӗрне шӑл тасатма антӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кусем, «пӑшт-пӑшт пӑтӑлансах» тӑраканскерсем, куҫӗсене ман ҫине сӳрӗккӗн, нимле мар апла ҫеҫ ывӑткаласа илчӗҫ, анчах нихӑшӗ те шӑл шурри кӑтартмарӗ-ха («Эсӗ мар-ха кунта чи кирли…» терӗҫ пулинех?).

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Анчах «хуҫи» ӑна тав тума мар, шӑл шурри те кӑтартмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил хӳри // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 181–188 с.

Эпир вара хамӑр сурансене пула йӗрмӗшме мар, вӗсем ҫинчен шӑл шурри кӑтартма та хӑймастпӑр, ҫав вӑхӑтрах атте ҫинчен те куҫӑмӑрсене илместпӗр.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Мур илесшӗ, шӑпах йӗке тымар ҫине лаплаттарнӑ иккен эпӗ, — шӑтӑрт ҫыртнӑ шӑл витӗр сӑрхӑнтарса кӑларчӗ ҫакскер, унтан, пуҫне икӗ енчен аллисемпе тӗкӗлесе, йӳҫҫӗн куланҫи туса, хытнӑ, илтӗни-илтӗнми саспа «чӑмласа сурчӗ»:

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Манпа юнашар, пулассинче хура-шур витӗр канлӗ ватлӑх ҫулне-йӗрне йӗрлекен тӗксӗм кӑвак куҫӗпе малалла тирӗнсе, ҫӑм ҫипрен ҫыхнӑ симӗс кофта тӑхӑннӑ, пуҫне чечеклӗ шурӑ тутӑр ҫыхнӑ тапчам хӗрарӑм, шӑл шурри те кӑтартмасӑр, шӑпӑрт итлерех ларса пырать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Каллех вырӑс чӗлхин «хуп ҫӳпҫине» шӑл витӗр пӑтраткаласа, вӑл раковина патнелле виркӗнчӗ, ун ҫине ӳпӗнсе, тутине сивӗ шывпа ҫуса сивӗтме пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Мучи, сывлӑшӗпе пӳлӗне-пӳлӗне, каллех тахҫанхи «урнӑ вӑкӑр» Ҫтаппана ҫаврӑнса, арӑмне туртса ҫурма хатӗрскер, ӑна шӑл витӗр хӑтӑрса, пусмапа аялалла анма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Чӗлхӗре шӑл хыҫӗнчех тытӑр…

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Сасартӑк вӑл темӗнле вӑрттӑн, чӑрсӑр ырӑлӑх кӳрекен шухӑш йӗрне ӳкнӗ пек пулчӗ: ун ҫывӑхнех пырса тӑчӗ, ӑна хулӗнчен ҫӑлса тытрӗ те сассине йӑвашлатса, ывӑтса, сӑмахне шӑл витӗр сӗрсе, тин ҫеҫ-ха мӑтӑк пулнӑ, хаяр хӗрлӗ пӑрӑҫ чӑмлаттаракан арҫынна юравлӑрах, пиҫсе пылакланнӑ хурӑн ҫырли пек тутлӑн калаҫма пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Эс, Хмельной, ҫак гражданин Трофим ятлӑ гражданина шӑл хӑйранине, вӑл пуҫиле шухӑшлине пӗлнӗ, анчах ӑна сирсе ярас тесе нимӗн те туман.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Юрӗ, юрӗ, — шӑл витӗр сӑрхӑнтарса ҫемҫелнӗ чунне яриех уҫать карчӑк.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Эпӗ ырӑ сунӑммӑн шӑл йӗрсе, кӑкӑртанах ӑшӑ хум яркаласа, пӳрнесемпе паль-паль-паль тукаласа, пӗр-ик хут ӑна алӑ сулса илтӗм…

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Пӳрмен ҫӑкӑр ҫӑвартан тухса ӳкет, пӳрнӗ ҫӑкӑр шӑл хӑйӑрса кӗрет, теҫҫӗ тата.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫапла вӗсем, канса вӑй пухнӑскерсем, ҫиҫкелесе, тӑри тӑчӗ тӗрлеме, халӑх тӑчӗ ӗҫлеме, тесе сӑмах выляткаласа, ӗшкӗнсе, шӑл ҫыртса, каллех ӗҫе ҫанӑ тавӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

— Ха, поэт иккен эсӗ, — ӗрӗхсе кайнӑ куллине ҫӑварлӑхлаймасӑр шӑл шурине кӑтартса выртрӗ Павӑл.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ҫак шӑл пастисем усӑллӑ: «Пародонтакс», «Экстрадент», «Лесная», «Новый жемчуг 7 трав».

Куҫарса пулӑш

Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/

— Хывӑнакан шӑл протезӗсемпе мӗнле усӑ курсан лайӑхрах-ши?

Куҫарса пулӑш

Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/

Шӑл тасатнӑ хыҫҫӑн пылак ҫиме юрамасть, пан улми е пылак мар урӑх улма-ҫырла ҫиме юрать.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/

Шӑл тунисем сивӗ апат-ҫимӗҫе, сивӗ сывлӑша ҫав тери хӑвӑрт туйма пуҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ шӑл — сывӑ организм // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/03/17/%d1%81%d1%8 ... %b7%d0%bc/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех