Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шӑл сăмах пирĕн базăра пур.
шӑл (тĕпĕ: шӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каллех шӑл витӗр чӑрт сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Вӑл нихӑҫан та урӑх ҫӳремест, — шӑл йӗрчӗ Георгий.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Пуҫне пӑрса ачаран хӑнӑхнӑ йӑлипе шӑл витӗр чӑрт сурчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Тӗслӗхрен: яштака пӳ (сывлӑх тата пуянлӑх - тӗрӗс апатланма тата спортзала ҫӳреме май пур), лайӑх шурӑ шӑл (пуянлӑх тата сывлӑх), яка ҫутӑ ӳт (сывлӑх тата пуянлӑх - хӗвел ҫинче нумай ӗҫлеме тӳр килмест апла), хӗрсенче сӑпайлӑх (ырӑ кӑмӑл хакра), арҫынсенче ҫирӗп кӑмӑл (упча кӗтекен япала).

Куҫарса пулӑш

Вӑй ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1373

Ӗҫкӗ-ҫикӗре те нихҫан шӑл шурри кӑтартмастчӗ Мартин.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

— Пӗлетӗн пулсан, манӑн пӗртте шӳтлес, шӑл йӗрес кӑмӑл ҫук.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Юлашки выставкӑсенче иккӗшӗнче те курнӑччӗ сана, анчах хаҫатра шӑл шурри те кӑтартмарӑн.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑма пек лаптак та ырхан кӗлеткине тӳп-тӳрӗ тытса, ҫӳхе туталлӑ пӗчӗк ҫӑварне кӑшт чалӑштарарах кулкаласа, палламан арҫын, хӗрӗхелле ҫитнӗскер, чӳлмек-кӳршек сентрисем умӗн иртрӗ те шӑл витӗр, хыттӑн, сӑмахсене сӗтӗрттеререх ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

«Район центрне кайман уйӑх ирттерместӗп, анчах шӑл тухтӑрӗ патне кӗрсе тухма ӑс ҫитерейместӗп, — шухӑшлать Тимуш, тутине ҫӑт ҫыртса, пӗчӗк сухаллӑ янахне хӑвӑрт-хӑвӑрт сиктерет.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Аллӑма сулаттӑм та кулаттӑм: «Шӑл йӗрес марччӗ, тӑм ӑшӗнче ҫӑрӑлакан ҫынна мӗн орденӗ, вӑйлӑ тырпул ӳстерсе чапа тухнӑ тракторист-и эпӗ, нумай сӗт суса тӗлӗнтерекен дояр-и, мана мӗн орденӗ?» — теттӗм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Е Лашманов ҫине, е Пруткинпа Григориу еннелле куҫне хушӑран сиввӗн ҫавӑркаласа, шӑл шуррине те кӑтартмасӑр ларчӗ вӑл ку таранчченех.

Куҫарса пулӑш

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ыттисем те шӑл шурри кӑтартмарӗҫ вӗсем пирки, — обком секретарӗ сӑмахне вӗҫлесе хӑйӗн вырӑнне кӗрсе ларнӑ вӑхӑтра илтӗнчӗ халӑх хушшинчен.

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Аллисене брюки кӗсйине чиксе тӑрать, хӑйӗн ҫине те пӑха-пӑха илет, тӑрсан-тӑрсан, пуҫне ҫул айккинелле пӑрса, шӑл хушшипе чӑрт! сурать.

Куҫарса пулӑш

VI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Тайӑлта-ар савӑтна, тайӑлта-ар, — шӑл витӗр сӑрхӑнтарчӗ Ҫтаппан.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Тимӗр пек, нимӗнле шӗкӗ те шӑл витереес ҫук турранкилешшӗсене.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ассӑн сывларӗ те шӑл витер сӑрхӑнтарчӗ:

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Йӑлӑмри ҫырма-ҫатрара ирӗлсе пӗтме ӗлкӗреймен юр шӑл йӗрет.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шӑл.

Зуб.

Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621

Вӗсем шӑл щеткипе тазик выляса илчӗҫ.

Они выиграли зубную щетку и тазик для бани.

Ҫӗнӗ ҫул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/587

Шӑл шаклаттарса хӗрӳллӗн чуптуни вӑй кӗртет тет.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех