Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эп аванах ас тӑватӑп, пилӗк ҫул каялла пахчана эпир лайӑх тасатнӑччӗ.
Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 22–23 с.
Аванах пурӑнатӑп.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Ыйтас-тӑвас пулсан, аванах пурӑнаҫҫӗ, те.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Акӑ офицер шӑпланчӗ те айккинелле тӗмсӗлет; Евӑна ҫакӑ темшӗн ун пирки аванах мар шухӑшлаттарать: Детрей ӑна пӗрле пыма ыйтнӑшӑн кӑмӑллах мар ахӑр, ҫакӑ унӑн каҫхине таҫта кайса киленмелли тӗллевӗсене чӑрмантарать-тӗр.
XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
— Сирӗн куҫӑрсем аванах мар, хӑвӑр вара шуранка, чӗтретӗр, — терӗ вӑл.— Глаза ваши не хороши, а сама бледная и дрожите, — сказал он.
XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
«Ҫапах та эпӗ сана аванах лектертӗм», — елпӗрчӗ Моргиана; ун патне лӑпкӑлӑх таврӑнчӗ; вӑл кукӑр-макӑр сукмакпа килне картише тин ҫеҫ йӑлтӑртатса кӗнӗ автомобильне пӗр вӑхӑтрах пырса ҫитрӗ.
XIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Аванах пулса тухрӗ-ши — санӑн хакламалла…
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Ҫапла, эпӗ ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын, — шухӑшлӑн хушса хучӗ хӗр, — ку вара аванах тееймӗн-ши…— Да, я очень рассудительна, — прибавила Биче задумавшись, — а это, должно быть, нехорошо.
XXXIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах пайтаҫӑн форма кульчӗ пур, эпир вара Браунӑн ют пурлӑхшӑн укҫа илсен ултавпа аппаланма кӑмӑл ҫук тесе шухӑшлатпӑр, ҫапла вара ӑна ӗҫри тирпейлӗхрен пӑрса хӑварни аванах мар, ара ку — унӑн пурнӑҫӗн уйрӑлми пайӗ.
XXXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
— Унӑн ҫепӗҫ юратӑвне аванах туйрӑм, — терӗм эпӗ, — анчах вӑл мана мӗншӗн ҫапла кураймасть — ӑнлантарса параймӑр-ши?
XXIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хӗрарӑма пӗччен пӑрахса хӑварма аванах маррине ӑнланмасть мар Валери Соловин, анчах хӑй кунта ытлашшине те сисет.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Анчах 35-ре сывлӑх 25-ри пек маррине аванах туйрӑм.
Ҫамрӑкла е ҫуллансан? // Ирина Трифонова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 9 стр.
Хамӑн пурнӑҫпа ют ҫын пурнӑҫӗ тӗлӗшпе эпӗ тем пек сӳрӗк, кӑсӑксӑр пулин те — ҫапах малашнехи сцена манӑн кӑмӑл-туйӑма аванах мар витӗм кӳчӗ.
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
— Вӑл мана аванах ҫыртрӗ?
III. Никампа нимӗн валли те мар // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Ҫӗнӗ туйӑм-сисӗм ӑна пӳрчӗ патне ҫывхарнӑ чух аванах кисретрӗ; вӑл хӑйӗн ӳтне туять, — ӑна вӑл вӗриленнӗрен вӑйсӑр аллисемпе хыпашлать тата — сӑлтавсӑр, шӑнӑр туртнӑ пекрех анаслав.
VII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Аванах тӑранчӗ; тӗттӗмленнӗ май кӑвайтӑн сӳнсе-кӑвакарса пыракан кӑмрӑкӗсен ҫути янкӑр уҫӑмлӑрах курӑнать; халӗ тин Горн барока аса илчӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Куратӑп, Гент, ку пейзаж сирӗн кӑмӑлӑра аванах пӑсать.
XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Шыв варринчен пуҫласа кӳлӗпе эпир темиҫе теҫетке миля аванах ишрӗмӗр.
XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Тӗтӗм сирӗлсен Гент ҫыр тӗпнелле тӗмсӗлчӗ: ту хысакӗнчен чул ҫӳлти пайӗпе хӑйпӑнса тӳннӗ, аял пайӗпе тытӑнса тӑрать; халӗ аванах асӑрхаятӑн: ку — хулӑн плита йышӗнчен.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Чӗри тапма чарӑниччен виҫӗ сехет маларах та аванах ларса питӗ хаваслӑ калаҫрӗ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.