Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

янӑраса (тĕпĕ: янӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗрарӑмсем ҫӗр ҫине ӳксе йӑвалана-йӑвалана макӑрни, кӗтӳрен аннӑ выльӑх-чӗрлӗх килӗсене тупаймасӑр ял тӑрӑх мӗкӗрсе-макӑрса ҫӳрени Палас ҫийӗн мӗн ҫӗрлечченех чуна ыраттарса янӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Шӑпах вӑйӑ-кулӑ хӗрсе ҫитнӗ вӑхӑтра, кӗтмен-туман ҫӗртен: — Пуша-ар!.. Пуша-ар!.. — тенӗ хӑрушӑ сасӑ янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта йӗкӗтсем те хӗрӗсемпе пӗр картаранах тытӑннӑ, ҫавӑнпа вӗсен юрри пушшех инҫене янӑраса сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пулӑш-ӑ-ӑр, ял-йыш! — йӑлӑнса тархасланӑ сасӑ янӑраса кайрӗ ҫывӑхрах.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пин-пин сасӑпа янӑраса тӑрать йӗри-таврара хавас-лӑх кӗвви.

Куҫарса пулӑш

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Такама хыттӑн чӗннӗ пек, такама асӑнса ҫын ӳлесе макӑрнӑ пек ҫухӑракан шӑпӑрсем хыҫҫӑн кӗсле сасси янкӑр уяр ҫанталӑкра тӳпере тӑри тӗрӗлтетнӗ евӗр, таврара кӗмӗл, йӗс, хурҫӑ хӗлӗхсем пӗрре сыпӑнса тепре чӑнкӑртатса татӑлнӑ евӗр илемлӗн янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Мӑрсасен ыйхӑ вӗҫнӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫар сӑрнайӗсен сасси янӑраса кайрӗ, воеводӑсем, унтан мӗн пур ратниксем Хусана ҫул тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукай мӑрса: «Кайрӑмӑр, Иливан, ман кунта пасарти пек янӑраса тӑма вӑхӑтӑм кӗске», — тесен вӑл чура йӑлипе ура ҫине сиксе тӑчӗ те, мӗн тӑвас ӗнтӗ манӑн тенӗ пек, ашшӗ ҫине пӑхса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

10. Ылтӑн пичетлӗ хут // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫаврака сӑрт ҫинче сӑвай ҫапнӑ сасӑ янӑраса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

«Вырӑс хули пулать ку! Хусанпа тавлашакан хула пулать!» — тет вӑл; сӑрт синче пуртӑ сассисем янӑраса каяҫҫӗ, патша дружинникӗсем хула тума тытӑннӑ та иккен; патша патне кимӗпе унӑн савнийӗ анать, вӗсем ҫӗнӗ хулара савӑнӑҫлӑн пурӑнма тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сасси ҫирӗп иккен патшан — йӑлӑм вӑрманӗнче таҫта ҫити ахрӑм янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсӗ мӗн, ват супнӑ! — янӑраса илчӗ Нина…

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Акӑ, мотор сасси янӑраса кайрӗ, сывлӑша бензин шӑрши тапса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

«Дунай хумӗсем» вальсӑн кӑшт тунсӑхлӑрах та чуна ҫӗклентерекен кӗвви янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫӗнӗ юрӑ ҫӗкленчӗ, вӑрман тӑрӑх янӑраса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ҫак самантра темшӗн ман ума вун ултӑ ҫул каяллахи Ҫтаппан мучин сӑнӗ тухса тӑчӗ, ҫурӑк чан пек сасси хӑлхара янӑраса кайрӗ: «Эсех айӑплӑ» тени.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Улӑх тӑрӑх каллех юрӑ янӑраса кайрӗ:

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Акӑ, хӗрсем паккус вӗҫне тухса кӑшт сывлӑш ҫавӑрма ларсан, улӑх тӑрӑх юрӑ янӑраса каять:

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Хамӑрӑннисем килте ҫук пулин те, пӳрт пушӑ янӑраса ан лартӑр, — терӗ старик.

Хоть родных нет дома, пусть в доме не будет пустого звука, — сказал старик.

Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.

Ҫинҫе сасси пушӑ чиркӳре янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех