Шырав
Шырав ĕçĕ:
3. Вара типӗ тытса кӗлтунӑ хыҫҫӑн ҫав ҫынсем ҫине алӑ хурса вӗсене ӑсатса янӑ.3. Тогда они, совершив пост и молитву и возложив на них руки, отпустили их.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Пӗррехинче, вӗсем Ҫӳлхуҫашӑн ӗҫлесе, типӗ тытса кӗлӗ тунӑ чухне, Таса Сывлӑш каланӑ: Эпӗ Варнавӑпа Савла пӗр ӗҫ тума чӗннӗ, вӗсене Мана ҫавӑн валли уйӑрса парӑр, тенӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Корнилий каланӑ: тӑватӑмкун эпӗ ҫак сехетчен типӗ тытрӑм, тӑххӑрмӗш сехетре хам пӳртӗмре кӗлтурӑм; акӑ ман умӑма ҫап-ҫутӑ тумтирлӗ ар пырса тӑчӗ те 31. каларӗ: «Корнилий! санӑн кӗллӳ илтӗнчӗ, эсӗ мӗн ырӑ туни Туррӑн асне килчӗ. 32. Ӗнтӗ Иоппие ҫынсем яр та Петр теекен Симона чӗнтерсе кил; вӑл тинӗс хӗрринче, сӑран тӑвакан Симон ҫуртӗнче, хӑна пулса пурӑнать; вӑл килсе сана каласа парӗ» терӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Фарисейӗ кӗлтума тӑрсан хӑй ӑшӗнче ҫапла каласа кӗлтунӑ: «эй Турӑ! тав тӑватӑп Сана: эпӗ ытти ҫынсем пек ҫаратаканскер, хур тӑваканскер, аскӑнланса ҫӳрекенскер мар, ҫакӑ куланай пухакан пек те мар: 12. эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, мӗнпур ӗҫлесе тунинчен вуннӑмӗш пайне Турра паратӑп» тенӗ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччине туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫав кунсенче типӗ тытӗҫ вара, тенӗ.35. Но придут дни, когда отнимется у них жених, и тогда будут поститься в те дни.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӑл вӗсене каланӑ: эсир туй ачисене кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тыттарайӑр-и?34. Он сказал им: можете ли заставить сынов чертога брачного поститься, когда с ними жених?
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Вӗсем Ӑна ҫапла каланӑ: Иоанн вӗренекенӗсем тӑтӑшах типӗ тытаҫҫӗ, кӗлӗ тӑваҫҫӗ, фарисейсем те ҫаплах тӑваҫҫӗ, Санӑн вӗренекенӳсем вара ӗҫеҫҫӗ те, ҫиеҫҫӗ те, тенӗ.
Лк 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Унта тата Асир ӑрӑвӗнчен тухнӑ Фануил хӗрӗ, Анна ятлӑ питӗ ватӑлса ҫитнӗ хӗрарӑм пророк пулнӑ; качча кайсан вӑл упӑшкипе ҫичӗ ҫул анчах пурӑннӑ; 37. ҫав сакӑрвун тӑватӑ ҫулхи тӑлӑх карчӑк Турӑ Ҫуртӗнчен пӗр каймасӑр, типӗ тытса, кӗлтуса кунӗн-ҫӗрӗн Турӑшӑн ӗҫлесе пурӑннӑ.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӑл вӗсене каланӑ: ҫав ӑрӑва нимӗнле те мар, кӗлтунипе те типӗ тытнипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать, тенӗ.29. И сказал им: сей род не может выйти иначе, как от молитвы и поста.
Мк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑл каллех тинӗс хӗрринче вӗрентме пуҫланӑ; Ун патне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ та, ҫавӑнпа Унӑн кимӗ ҫине ларма тивнӗ; кимми шыв ҫийӗнче пулнӑ, пӗтӗм халӑх вара тинӗс хӗрринче типӗ ҫӗрте тӑнӑ.
Мк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Иисус вӗсене каланӑ: туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне типӗ тытӗҫ-и?19. И сказал им Иисус: могут ли поститься сыны чертога брачного, когда с ними жених?
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Иоанн вӗренекенӗсемпе фарисейсен вӗренекенӗсем типӗ тытнӑ.
Мк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Иисус вӗсене каланӑ: хӑвӑр сахал ӗненнӗ пирки; чӑн калатӑп сире: ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та, эсир ҫак тӑва: «кунтан ҫавӑнта куҫса лар» тесессӗн — вӑл куҫса ларӗччӗ; эсир тума пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ; 21. ку ӑрӑва кӗлтунипе тата типӗ тытнипе ҫеҫ хӑваласа кӑларма пулать, тенӗ.
Мф 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне типӗ тытӗҫ вара.Но придут дни, когда отнимется у них жених, и тогда будут поститься.
Мф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Халӗ ӗнтӗ хулана таврӑнма шухӑшламастӑп, кунтах юлас тетӗп, ҫимесӗр, ӗҫмесӗр, пӗр чарӑнми йӗрсе мӗн вилсе выртичченех типӗ тытса тӑрам, терӗ.
3 Езд 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл мана ҫапла хуравласа каларӗ: 43. эпӗ, санӑн чуру, типӗ варлӑ пулнӑ, упӑшкам пур ҫинчех вӑтӑр ҫул ҫуратаймасӑр пурӑнтӑм.И она отвечала мне: 43. я была неплодна, раба твоя, и не рождала, имея мужа, тридцать лет.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эсӗ вара типӗ тытмасӑр ҫичӗ кун ирттерӗн те 24. чечекленекен хире тухӑн, унта нимӗнле ҫурт та пулмӗ, эсӗ хир чечекӗпе анчах тӑранса пурӑнма тытӑнӑн, аш та ҫимӗн, эрех те ӗҫмӗн, чечек анчах ҫийӗн, 25. ҫавӑн чухне пӗр чарӑнмасӑр Ҫӳлти Турра кӗлту, Эпӗ килӗп те санпа калаҫӑп, терӗ.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ каллех куҫҫулӗ юхтарса кӗлтурӑм, ҫавӑн пекех ҫичӗ кун типӗ тытрӑм — хама хушнӑ виҫӗ эрнене вырӑна килтерес терӗм.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Ҫапла вара, эсӗ каллех кӗлтусассӑн, каллех ҫичӗ кун хушши типӗ тытсассӑн, эпӗ сана кӑнтӑрла тата ытларах та кӑтартӑп: 32. санӑн сассуна Ҫӳлти Турӑ патӗнче илтнӗ; Тӗрекли санӑн тӳрӗ ӗҫне, эсӗ мӗн ҫамрӑкран упранӑ тасалӑхна курнӑ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эпӗ вара, Уриил ангел хушнӑ пек, йӗрсе те хуйхӑрса, ҫичӗ кун типӗ тытрӑм.20. А я семь дней постился, стеная и плача, как повелел мне Ангел Уриил.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.