Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутине (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Манран инҫех те мар какрака ҫӗр ҫинче ӳт-пӗвӗ ыратнипе тутине пӗрӗнтеркелесе Улатимӗр ларать.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Ҫакна курсан, Микиш, юнӑхса ларнӑ питне-куҫне, шӑйрӑк тутине пӗркелесе, шӑлне ҫыртса вырӑнӗнчен тӑчӗ те ман пата мӑштӑр-мӑштӑр уткаласа пычӗ, вара васкамасӑр ман ума чӗркуҫленсе ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Пирӗн Нинукпа иксӗмӗрӗн вырӑн ӑҫта пула-а-а-ать? — тутине ункӑласах карса ячӗ хальхинче Павӑл.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Апла пулин те, вырӑссем калашле, тӑвӑр пулсан та, нихӑшин те тутине тӑсса пӑрт та мӑрт туни ҫук.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Каллех вырӑс чӗлхин «хуп ҫӳпҫине» шӑл витӗр пӑтраткаласа, вӑл раковина патнелле виркӗнчӗ, ун ҫине ӳпӗнсе, тутине сивӗ шывпа ҫуса сивӗтме пикенчӗ.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Е тутине писевлемелле унӑн, е куҫ харшине хуратмалла, е, парикмахерскисене вӗркӗшсе, химка тумалла…

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

— Эрехе хӑй стаканне юлашкинчен янӑ чух Кӗркури, кӗленчене вӑрахчен ӳпне тытса ларчӗ, вара, куҫне, пытарнӑ хаклӑ мул тупнӑ пек, хӗпӗртӳллӗн чалтӑртаттарса, тутине йӑваласа икерчӗленӗ тӑм татки пек сарса ярса, лаплаттарса хучӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Кил хуҫи, тутине тутлӑн ҫулакаласа, кӗхле-кӗхле, сӗтел шкапӗнчен ҫур литр кӗрекен пуҫланӑ эрех кӗленчи илчӗ те сӗтел ҫине шаплаттарса лартрӗ:

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Ҫӳхе тутине чӑп тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Вӑл, тутине йӑпӑлти ейӗве ярса, тӑртаннӑ, чалӑштарса вичкӗнлетнӗ куҫӗпе хӑйӗн компаньонне каварлӑн, «техӗмлӗн ҫулласа» илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Фельдшер «ӑхӑ» тес вырӑнне, тутине чӑпӑрт тытса кулкаласа, хӑрах куҫне ҫеҫ шуххӑн, хӗпӗртӳллӗн хӗссе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Спирт!? — «симӗс ҫӗлен» тусне умра «телей кайӑкӗ» курӑнса кайрӗ, куҫӗсем, чарӑлса, вӗрекен пӑрака хуранӗ айӗнчи ҫулӑм йӑлхахӗсем пек ялтлатма пуҫларӗҫ; арҫын ҫӑварне килнӗ шыва лӑнкӑрт! ҫӑтрӗ, тутине леечек-лӑчӑк ҫуласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Милиционер, сехре хӑпартнӑ хыпар тӗрӗсе тухманнипе кӑмӑлӗн лӑш картне ларнӑскер, шалти сӑнчӑрӗнчен пачах хӑтӑлса, хӗрӗнкӗ Урӑлманкин каласа панине итлесе тӑчӗ-тӑчӗ те пуҫне пӑркаласа илчӗ, вара хулӑн, сарлака ҫавӑрса ҫыртнӑ тутине татах та сарса, йӳҫен чусталантарса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

— Ҫак тӗлте карчӑк тутине ейсех пӑрахрӗ те сӑмахне юрттарсах ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Пурнӑҫра пурпӗрех урӑх пӗлӳсем ҫине утланса ҫӳреҫҫӗ, — тӑрӑхлавлӑн, елпӗрсе чалӑштарса илчӗ вӑл тутине.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Здорово! — хулан машина сассиллӗ шӑв-шавне хӑйӗн хӑйӑрлӑ чул сассипе касӑнса кӗрсе, тутине елпӗрсе, ҫурӑмран пак! паклаттарчӗ Аркадие Альберт.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Альберт тетраде яп! ярса илчӗ, ун хуплашки ҫине ҫырнине пӑхкаласа ларчӗ, унтан, тӑрса, сӗтел хушшинчен тухрӗ, тутине сулахаялла нӗрсӗрлетсе, куҫне алхасуллӑн хӗссе илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Йӗкӗт пӗр авӑк, вӗсене хурав шыраса, виҫӗ хыр хушшинчех ҫухалса кайрӗ, тейӗн, хырӗсене хӑйсене те ҫулӑм ҫуллама пуҫланине курсан ҫеҫ, шалтан йӳҫӗхсе те тӑрмаланса илсе, тутине сивлеккӗн те йӗплӗн чалӑштарса, ҫӑлӑнӑҫ «пакурне» кӑрттӑн-карттӑн ярса тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Тупӑннӑ тепӗр айван! — шӑмарса, мӑкӑр тутине тислӗк кӑмпи пек мӑкӑртса, хӑмӑррӑн сӑнӑлать мана куҫӗпе хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

— Пӗр-пӗрне ҫухатса янӑ арӑмӗсемпе упӑшкисене те пирӗнех тупса пӗр урапа ҫине лартса ямалла иккен, — сулахаялла чалӑштарнӑ тути хӗррине «катӑркас йӗппи» хучӗ лешех, «аш-какай комбиначех», халӗ тутине лосьонпа писевлесе лараканскер.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех