Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тутине (тĕпĕ: тута) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лешӗ, тавар илни, ҫамрӑк продавец йӑнӑшмарӗ-ши тесе, тутине сиктерсе шутлама тытӑнать — ҫук, йӑнӑшман.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ксюша тутине хӗретнӗ вӑхӑтра Настя косметичкӑна ҫаплах тӗпчерӗ.

Пока Ксюша красила губы, Настя продолжила изучать косметику.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Настя помадӑна уҫрӗ, ӑна шӑршласа пӑхрӗ те тутине чӑннипе те хӗретрӗ.

Настя открыла помаду, понюхала ее и накрасила губы по-настоящему.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Китайри ресторансенче питӗ тутлӑ ҫитереҫҫӗ (тутине хӑнӑхсан).

Куҫарса пулӑш

«Китайри ресторансенче питӗ тутлӑ ҫитереҫҫӗ…» // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/646

Ксюша кӳреннипе аялти тутине тӑсрӗ.

Ксюша выпятила нижнюю губу от обиды.

Тутӑр // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/603

— Нимле шарада та ҫук унта! — тутине йӗрӗнерех чалӑштарчӗ Таранов.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Эп хам та сана час-часах аса илнӗ, — терӗ те унӑн тутине шырарӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Сулагаев йӳҫҫӗнрех, сиввӗнрех кулса илсе черккине сӑмакун тултарчӗ, ӑна Таранова сӗнчӗ, лешӗ ҫук, кирлӗ мар, ҫамрӑклах вилес килмест-ха тесе тутине пӗркелентерчӗ те, тулли черккене кил хуҫи хӑех пушатрӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Пӗр тикӗссӗн мӑш та мӑш сывлаканскер, канлӗн ҫывӑрать — йӑшӑлт та хускалмасть, тӗлӗкре такама чуптунӑ пек тутине кӑна хутран-ситрен тутлӑн чаплаттарса илет.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӑрҫӑ тутине аван туякан аслӑ ӳсӗмри ҫынсене Чӑваш Республикин ҫар комиссарӗ Бахтиер Холиков, Чӑваш Ен промышленноҫпа энергетика министрӗ Александр Кондратьев, Сӗнтӗрвӑрри округӗ пуҫлӑхӗ Владимир Петров, шкул ачисем тата фольклор коллективӗ саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ветерансене оркестр саламларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61066

Ҫамрӑк ҫын, тутине ҫыртса, тем шутланӑ пек, ҫӗрелле пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

— Эсӗ ҫавӑн пек ҫын иккенне пӗлменччӗ эпӗ, — сиввӗн, тутине чӑмӑртаса каларӗ Анюк.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

— Шӑп лар, чарусӑр! — тутине ача пек чӑмӑртаса каларӗ Нина.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Тахҫан-тахҫан илтнӗ сӑмах, пуҫ миминче таҫта шалта пӗр пӗчӗкҫӗ йӗрпе ҫырӑнса юлнӑскер, юлашкинчен сасартӑк ян! янӑраса уҫӑлса кайнӑ пек пулчӗ, профессор, кушӑрканӑ тутине чӗлхипе йӗпетсе, сурчӑкне ҫӑтрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Таклаттарать те тутине вылятса илет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

— «Йысна» темеллисем тӑваттӑнах пулнӑ-и? — тутине тутӑрпа шӑлса типӗтрӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ӑна асӑрхасан Марина тӳрленсе тӑчӗ, тутине ҫат ҫыртнӑскер йӗпе аллипе карлӑкран ҫатӑр ҫавӑрса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Вут хумасӑр тӗтӗм тухмасть теҫҫӗ, — тутине чалӑштарса кулам пек турӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Хӑй халь кӗрекере ларать! — тутине йӗрӗнчӗклӗн чалӑштарчӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Ара, Иссар кукка ани ҫинче ҫӗнӗ ҫын чаваланать! — тутине аллипе картласси ҫинчен манмасӑр янравлӑн кулса ячӗ Улькка.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех