Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӳрине (тĕпĕ: хӳре) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унтан сасартӑк чарӑнчӗ те, пурнӑҫӗнче курак таврашне малтанхи хут курнӑскер, хӳрине пӗтӗртетгерсе: «Ме-ек», — терӗ, вара амӑшӗ еннелле сиккелесе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Курак чӗппи // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 254–258 с.

Вова умне пырса ӑна куҫран ӑшшӑн пӑхрӗ, хӳрине пӑлтӑртаттарса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Унта, этем ҫӳллӗш курӑк хушшинче, малти хӑрах урине ҫӗклесе, хӳрине пӑлтӑртаттарса Тарзан тӑра парать.

Куҫарса пулӑш

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Тӑрсан-тӑрсан, хӑй малашлӑхӗ ҫине алӑ сулнӑн хӳрине чашт тутарса, лаша айккинелле пӑрӑнать, каш-кашласа ӳсекен хурӑнсем еннелле утать…

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Ҫул урлӑ каҫма хӑяйман лаша малашлӑхӗ ҫине алӑ сулнӑн хӳрине лас тутарса хурӑнсем еннелле пӑрӑнса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Кушакки, хӳрине чӑнк тӑратса, хуйха лекнӗ Вихтӗр ҫумне ачашшӑн йӑпшӑнать, ӑна мӑр-мӑр юрри юрласа лӑплантарма пӑхать.

Куҫарса пулӑш

Тус е тӑшман? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 187–206 с.

Ун хыҫҫӑн вара тынашка та майӗпен ҫӗкленет, хӳрине шыв кӗвенти евӗр карӑнтарса тӑсӑлса илет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тумланса картишне тухсан, ҫулла ҫӗлӗк мӑнӑш кӑна пулнӑ анчӑк, халӗ Хураҫка ятлӑскер, ҫемҫе утӑ-улӑм ҫинче тынашкапа юнашар выртса ҫывӑрма юратаканскер, чи малтан сиксе тӑрать, пӳртрен тухнӑ ҫынна куҫран ӑслӑн пӑхса хӳрине пӑлтӑртаттарать, кил-хуралта ҫӗр каҫипех шанчӑклӑ хураллани пирки евитлет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӑл, хуҫине курсан, хӳрине ытла та хӑвӑрттӑн пӑлтӑртаттарса куҫран пӑхма, тӑрӑх чалт та чалт сикме тапратать.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫак сӑмахсемпе тилӗ хӑй хӳрине юман ҫурӑкӗнчен тулалла кӑларса ячӗ те, ахӑр йытӑсем ӑна ҫавӑнтах ярса илчӗҫ, унтан тиллине хӑйне те сӗтӗрсе кӑларса туртса ҫурчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Тухать те тӑрӑх сикет, ҫара алла ҫуллать, хӳрине пӑлтӑртаттарать, хӳме ҫумӗпе каллӗ-маллӗ юртать: «Каҫар, ним туса та пулӑшаймастӑп», — тенӗн, каллех хапха айӗпе шӑвӑнса ҫухалать.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Анчах пуҫланать пек ҫулталӑк — унӑн хӳрине, чакакӑннинчен виҫӗ хут кӗскерехскерне, путлӗн курса та юлаймастӑн.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Курмарӑн-им, хӳрине лӑштах усрӗ те ӑна юр ҫийӗн сӗтӗрсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Хушпупа унӑн сарлака хӳрине симӗс тӗслӗ вӗт шӑрҫа ярӑмӗсемпе илемлетнӗ, шурӑ тата сарӑ «тайлӑк тӑваткӑлсене» черетлесе шӑрҫа чӗнтӗрӗ тытнӑ.

Куҫарса пулӑш

Самар Кукри чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ӑна уҫӑ тӑрӑллӑ калпак пек хайланӑ та ҫурӑм хыҫ пайне ⎼ хӳрине ⎼ хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Анат енчи чӑвашсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Ҫӳҫне пӗр ҫивӗт туса явать те вӗҫӗнчи хӑйӑвӗсене («шӑши хӳрине») пиҫиххирен ҫыхса хурать.

Куҫарса пулӑш

Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Йытти мучие паллать, мӗншӗн тесен хӳрине такам пуртӑпа каснӑ хыҫҫӑн Хумкка ӑна сахал мар сипленӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрлӗ пӗсехине карӑнтарса, хӳрине саркаласа янӑ кӑркка тейӗн, — Сантӑрккан питҫӑмартийӗсем кӑвакарса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йытӑ ҫӑмӑллӑх туйса кӳлнӗ ҫунапах килелле хӳрине хӗстерсе вирхӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманхӗрри Шӑхаль. Вӑта касӑм, Вӑта кас // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 95–102 с.

Вӑл асӑрханӑ хушӑк пуррине, — Кушак курса та юлаймарӗ хӳрине.

Куҫарса пулӑш

Кушак ҫӑварӗнчен хӑтӑлнӑ шӑши // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 57 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех