Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

туни (тĕпĕ: туна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫынна ырӑ туни ырӑпах таврӑнать», тенӗ ӗлӗкех халӑхра.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ туни ырӑпа таврӑнтӑр // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d1%8b%d1%8 ... %91%d1%80/

Хӑвӑр пек ҫеҫ туни часах тавлашу патне илсе ҫитерӗ.

Попытку узурпировать право действовать лишь по собственному усмотрению быстро привет вас к серьезному конфликту.

21-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пирӗн хушӑмӑрта ҫакӑн пек пуҫаруҫӑсем хӑйсен хастарлӑхӗпе вӑрҫӑ ахрӑмне куҫ умне кӑларса тӑратма пулӑшни, ял, округ ҫыннисемшӗн, ҫитӗнекен ӑру валли пысӑк парне туни пархатарлӑ ӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Астӑвӑм... Унӑн пуҫламӑшӗ пур, вӗҫӗ ҫук // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/50244-ast- ... ur-v-c-cuk

Мӗнле те пулин паллӑ вырӑнсене ҫӳренӗ чухне, эпир вӗсен илемне курса савӑнатпӑр, ҫав хушӑрах ӑна сӳрӗк мар кӑмӑллӑ ҫынсем тунипе тата Тӑван ҫӗршыва юратнипе туни ҫинчен те шухӑшламастпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ситек ялӗ илемленет // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/ekologi/2024 ... et-3791608

Кӗпере туни

Строительство

Бруклин кӗперӗ // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D1%80%D ... 1%80%C4%95

Ҫине-ҫине ҫитӗнӳсем туни КАҪХИ ХОККЕЙ ЛИГИНЕ юратакансен Пӗтӗм Раҫҫейри фестивальне хутшӑнас ӗмӗт тата ҫакӑн евӗр шухӑш ҫуратрӗ: «Пирӗн команда ыттисенчен мӗнрен кая, пирӗн мӗншӗн хутшӑнас мар ку тупӑшӑва?»

Куҫарса пулӑш

«Яльчики» командӑн тренерӗ — Патреккелтен // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/2 ... %82%d0%b5/

— Пӗр ҫыншӑн ҫапла пӗтӗм ял ниме туни чуна ҫемҫетсе ячӗ-ха, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ниме // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 263–265 с.

Аллинче — граната: тымарӗпе тӑпӑлтарнӑ хӗвел ҫаврӑнӑш туни.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Теней ун ҫурӑмӗ хыҫӗнче, вӑрттӑн ӗнтӗ, киревсӗр ӗҫсем туни ҫинчен каласа пачӗ Кирей.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Тӗплӗн шухӑшламасӑр Чубайпа ҫыхланса айванла йӑнӑш туни ӑна канӑҫ памарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Хӑйӗн ӗҫӗнче лӑпкӑн ӗҫлесшӗнччӗ вӑл, ҫук вӗт, шухӑшлаттаратать йӑмӑкӗ пек аван мар ӗҫ туни.

Куҫарса пулӑш

Кил // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 4–33 с.

Чи пӗлтерӗшлӗ пулӑмсенчен пӗри — Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Аслӑ Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 79 ҫул ҫитнине анлӑн паллӑ туни.

Куҫарса пулӑш

Тивӗҫлисене чысларӗҫ // Елена ПЕТРОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/1 ... 0%d1%80ec/

Ял ҫынни «Пуҫарулӑх бюджечӗн» проекчӗпе ытларах ялсен урамӗсенчи ҫулсене юсама, шыв тытӑмне, масарсене хӑтлӑх кӗртме кӑмӑл туни курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Строитель - пурнӑҫ аталанӑвне тӳпе хывать // Эльвира КУЗЬМИНА. https://alikov.cap.ru/news/2021/08/06/st ... tpe-hivatj

Иртенпе ура ҫинче пулнипе ӗшеннӗ е пӗтӗ ҫӳренипе вӑйсӑрланнӑ хӗрарӑм урай ҫунӑ, апат пӗҫернӗ, тумтир ҫӗленӗ чух арҫын вӑхӑта ахалех ирттерни е ниме тӑман ӗҫпе аппаланнӑ пек туни пулать те ӗнтӗ чӑн-чӑн намӑс япала…»

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хыҫалта нӑйк-найк, хӑр-хар туни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Амӑшӗн сассине илтсе, ҫемҫе вырӑн ҫинче выртакан пӗчӗк ывӑлӗ тапкаланса илет малтан, унтан, тутлӑн карӑнса та турткаланса, ҫӗнӗ ҫӗрте пӗрмӗш хут: «Уа-а», — тесе кӗскен сас парать, тенкел айӗнче, хурӑн шывӗ тумланӑн, ҫинҫен шемп-шемп туни илтӗнет…

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ялтан Левенпе тухса шӑвӑнни, Сыктывкарта тӗрлӗ хваттерсенче хӗсӗнсе пурӑнни, килтен паспорт килсе ҫитнӗ кун нимӗнле пил сӑмахӗсӗрех загса кайса ҫырӑнни — ҫакӑ пулать-и, Тамара, аннӳне тав туни?

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑйӗн ҫырӑвӗсенче вӑл кашни эрнере хаҫат илни ҫинчен, ҫакӑн пек парнешӗн тав туни ҫинчен ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Кӗрсе тухнӑшӑн, кучченеҫ илсе кӗнӗшӗн тав туни.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Нӑч-нач, тӑч-тач, ҫӑт-ҫат туни, Мишша ӗсӗклени, ҫав хушӑрах тахӑшӗ савӑнса хихиклетни илтӗнсе тӑрать пӗр хушӑ, сехмет вӗҫленет вара.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех