Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тайма (тĕпĕ: тайм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче унта фашистсене ҫӗнтернӗ паттӑрсене пуҫ тайма ҫӳренӗ, чечек хунӑ.

Мы все ходим 9 мая к памятникам воинов отдать свою дань защитникам Родины которые защитили нас от фашизма, возлагаем цветы.

Вырӑс Сурӑмӗнче Паллӑ мар салтак палӑкне ишсе антарнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/38190.html

Ун умӗнчен эсӗ хӑҫан иртен — Пуҫ тайма, чечек хума ан манччӗ…

Куҫарса пулӑш

Аслӑ Ҫӗнтер чапӗ иксӗлмӗ нихӑҫан // Николай ФЕДОРОВ. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/category/ ... %b8%d0%b8/

«Европӑра ҫав тери ухмах пулнӑ французсемпе нимӗҫсем те Российӑра генерал пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем балсенче лайӑх ташлама, патша майрисемпе хӗрӗсен аллисене хӗрӳллӗн чуптума, илемлӗн пуҫ тайма тата ҫар тумне уйрӑмах шукӑль тӑхӑнма пӗлеҫҫӗ», — терӗ вӑл…

Куҫарса пулӑш

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Пуҫ тайма юратман, хӑйне тивӗҫлӗ тытма хӑнӑхнӑ ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗрӗ ахальтен макӑрмасса аван пӗлет вӑл.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тайма пуҫ сире.

Низкий вам поклон.

Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/10/01/ole ... nim-dnem-p

Тӑван вырӑнсенчен аякра пурӑнакансен масар ҫине килме, тӑванӗсен вил тӑприсем умӗнче пуҫ тайма май пултӑр текен шухӑш ялан пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ял ҫыннисем часавай хӑпартнӑ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/t-van-k-tes/2023 ... tn-3412519

Ҫурхи тӗнче ешерме тытӑнсан, чи малтан ҫеҫке ҫурнӑ чечеке сан уру айне килсе хурӑпӑр, ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлесен, сана килсе калӑпӑр, ачамӑрсем ӳссе ҫитсе мӑшӑрлансан, сан умна килсе пуҫ тайма хушӑпӑр…»

Куҫарса пулӑш

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Шӑп чикӗсен строителӗсене пуҫ тайма Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев, РФ Федераци Пухӑвӗн Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, республикӑри ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен ертӳҫисем, Хӗрарамсен союзӗн председателӗ Наталья Николаева килсе ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалласа митинг иртет // Хыпар. http://www.hypar.ru/cv/news/tyl-iescheni ... ting-irtet

Тайма пуҫӑмпа сан патна, патька-патша, — терӗ вӑл пуҫне тайса.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ кайӑк // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ун чухне чӑвашри ватӑсем хальхи пек, тайма пуҫа хӗҫ витмест, тесе калама та пӗлмен.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пуҫа тайма ан ман эс ҫак чул умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Тепӗр кунне чӑрсӑр учителе хаяр ят тиврӗ, ҫапах вӑл пуп умӗнче пуҫ ҫапма мар, пуҫ тайма та кӑмӑлламаннине кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Кун хыҫҫӑн ялти хресченсем те пуҫ тайма пуҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах мӗн пӗчӗкрен никам умӗнче те тивӗҫсӗр пуҫ тайма юратманни шухӑшланӑ пек тутармарӗ:

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мана пуҫ тайма эпӗ турӑ мар, Татьяна аппа.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тайма пуҫӑм тайӑлать, — сӑмахсене вара пурте пӗрле юрларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫке-ҫикӗ мыскари // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тайма пуҫ сире Аслӑ Нухай уртинчи мӗн пур чаплӑ ҫынсенчен!

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тайма пуҫ сире ман тӑван аппаран,, Сююнбике ханумран!

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тайма пуҫ сире аттепе пӗр тӑван пиччерен, Исмаилтан.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тайма пуҫ сире ман аттерен, Юсуф княҫран! — сылтӑм аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса пурне те илтӗнмелле саламларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех