Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнас (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Линдберг ҫар хӗсметне таврӑнас шухӑшлине пӗлтернӗ, анчах Шурӑ ҫуртри хушу тӑрӑх АПШ Ҫар министрӗ Генри Стимсон (Henry L. Stimson) унӑн ыйтӑвне тивӗҫтермен.

Линдберг изъявил желание вернуться на военную службу, но — по указанию из Белого дома — Военный министр США Генри Стимсон (Henry L. Stimson) отклонил его просьбу.

Чарльз Линдберг // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A7%D0%B0%D ... 1%80%D0%B3

Хӑш-пӗрисем авӑ, киле таврӑнас вырӑнне, ӑнсӑртран кӳршӗсем патне кӗре-кӗре каяҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Енчен, Канаша пӗрлех таврӑнас пулсан, Кӗтне ҫине мотоциклпа иксӗмӗр ҫитсе килӗпӗр…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Малалла кайнӑ май, Чӑваш Республикин Социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2020-2025 ҫулсенчи комплекслӑ программи патне таврӑнас тетӗп.

Продолжая, хотел бы обратиться к Комплексной программе социально-экономического развития Чувашской Республики на 2020–2025 годы.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кашни кунах е кунта, е лере хӗрарӑм ӗсӗклесе макӑрни илтӗнет — ҫывӑх тӑванӗ таврӑнас ҫук ун вӑрҫӑран, епле кӗтсен те, ӑна кӗтсе илеес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫывӑх юлташӑм кӑнтӑра канма кайрӗ те икӗ уйӑхсӑр таврӑнас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах крючниксем патне, пуринчен ытла Матӗрне патне, укҫа ыйтма таврӑнас килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун пур-пӗрех киле таврӑнас килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Укҫине хӑвӑртрах илес те киле таврӑнас.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫапах та вӑл Мукин таврӑнас шухӑша-ӗмӗте пӑрахман, паян-и, ыран-и наборлакан цех алӑкӗ умне килсе тӑратех, е хывӑнса-тӑхӑнмалли пӳлӗмре пытаннӑ вырӑнтан тухать те хулпуҫҫинчен ярса тытать, е хыҫран пырса юр хырмалли кӗреҫе пек пысӑк аллипе хӗрарӑм куҫне хуплать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ирина, киле шӑнкӑравласа амӑшне хӑй иккӗмӗш сменӑна ӗҫлеме юлнине, часах таврӑнас маррине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Урамри телефонпа шӑнкӑравласа амӑшне хӑй киле часах таврӑнас маррине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кайран Чӑваш ҫӗрне таврӑнас темен, Ҫӗпӗртех юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑть пӗрер сехете таврӑнас, сирӗнпе ларса калаҫас килет.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Педагог пулса хамӑр тӑрӑха таврӑнас шутлисене округ администрацийӗ уйӑхсерен 3-шер пин тенкӗ стипенди парса тӑма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

Ыйтусем ҫине хуравсем тулли пулчӗҫ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/11/28/%d1%8b%d0%b ... %97%d2%ab/

Унтан вара тюлене нарта ҫине хурса, хӑй ҫемьине тӑрантармалли ҫимӗҫпе калле таврӑнас тесе тухнӑ.

Затем положил тюленя на нарты и отправился назад с добычей для семьи.

Эскимоссем кайӑка ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Тайгинска таврӑнас пулать.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьяловӑн хӑйӗн те часрах таврӑнас пулать.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл киле таврӑннӑ чух тӗттӗмленчӗ, Виктор килте ҫук, вӑл ирхине Завьялова хӑй вун пӗр сехетрен малтан киле таврӑнас ҫукки ҫинчен асӑрхаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Мустай ҫыннисем халь пурпӗрех каялла таврӑнас ҫук ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех