Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

таврӑнас (тĕпĕ: таврӑн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Аннӳ… текех таврӑнас ҫук ӗнтӗ, пирӗнпе пурӑнасшӑн пулмарӗ вӑл — терӗ Ҫтаппан аран тухакан сассипе, пуҫне тата ытларах усрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнер ирхине, урӑ чухне, унӑн пуҫӗнче киле таврӑнас шухӑш пулманччӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Кам патне таврӑнас ман?

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Е хуҫа патне таврӑнас та…

Куҫарса пулӑш

XXIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫук, Михаля ӗҫ тумасӑр пушӑ алӑпа таврӑнас ҫук. Ҫавӑнпа та вӑрах ҫӳрет вӑл», — хӑйне хӑй лӑплантарма тӑрӑшрӗ Казаков.

Куҫарса пулӑш

Горкӑран таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Канашларӗҫ-канашларӗҫ те киле Ҫӗрпӳ урлӑ мар, Атӑлпа таврӑнас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10. Тахҫанхи туссем патӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫапах та вӗсен пӗлмеллине пӗлмесӗр, халӑх хушнӑ ӗҫе тумасӑр ята таврӑнас килмерӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Юлашкинчен киле таврӑнас ӗмӗтпе ӑша ҫунтарса Сарри ҫыннисем пачах ҫывӑрайми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

4. Тӗкӗрҫӗсен пӑлхавӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Бурнаш ывӑлӗ хӑйсен кӑмӑлне пӑсса хӑварнӑшӑн-ши е ывӑннипе пурте паянах Ар тӑрӑхне, хӑйсене вырнаҫтарнӑ вырӑна, таврӑнас терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хусана таврӑнас пулсан ӑна хӗрхенсе тӑраҫҫӗ-и?

Куҫарса пулӑш

7. Туканаш // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тулли кунтӑсемпе карҫинккасене атӑш курӑкӗпе хупласа ҫыхрӑмӑр та киле таврӑнас умӗн канма лартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗнмелле «кӗнеке» // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 5–8 с.

Каялла таврӑнас темест-ши?

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Анчах, вӑрҫӑ пӗтнӗ пулин те, вӑрҫӑ хирӗсенче пуҫӗсене хунисем киле таврӑнас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

— Эсӗ салтаках таврӑнас терӗн пуль.

— А ты решил вернуться, да?

IV // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

«Килне» вӑл хуҫа ӗҫӗпе ҫӳрекен ҫын пек ял тулашӗпе таврӑнас терӗ.

«Домой» он решил вернуться околицей — пусть думают, что ходил куда-то по хозяйскому делу.

Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ӗҫ хыҫҫӑн киле таврӑнас килет, ирхине ӗҫе каяс килет пулсан ҫын телейлӗ теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрӗпе медицинӑра вӑй хурать // И.КОРНИЛОВА. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%bce%d1% ... %82%d1%8c/

Киле таврӑнас умӗн шутласа пӑхрӗҫ те, чӑнах ку кун нумай ытларах ҫыхни курӑнчӗ, Зейнаб, ыраша ҫыхса пӗтерсе, хӑйӗн бригадипе тулӑ пуссине куҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

«Тӳрленсе, ӑслӑланса таврӑнас вырӑнне ытларах пӑсӑлса таврӑнчӗ, — терӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малта пыраканскер, вӑл, паллах, Тутаркассипе ӑмӑртассинчен хӑраса тӑмӗ, Ятман чӗннине ратлансах йышӑнӗ, анчах Ятманӗ те ҫине тӑракан ҫын, ухутана тухсан, мулкачсӑр киле таврӑнас ҫук.

Куҫарса пулӑш

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Киле таврӑнас ӳмӗн правленине кӗрсе шӑнкӑравлани усӑсӑр пулчӗ — секретарь телефонӗ шарламасть, Камышин пӗр-пӗр яла кайнӑ пулас.

Куҫарса пулӑш

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех