Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Хумма Ҫеменӗн чӗлхе ӑсталӑхӗ ҫинчен пуҫланӑ калаҫура эпир ытларах писателӗн сӑнарсем тӑвас ӑсталӑхӗ ҫинчен калаҫасшӑн, мӗншӗн тесен Хумма Ҫеменӗ писатель ӑсталӑхне чи малтан сӑнарсем тӑвас ыйтупа ҫыхӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Унӑн произведенийӗсене, уйрӑмах юлашки вӑхӑтра ҫырнисене вуласан, пирӗн чӑн-чӑн илемлӗ проза чӗлхи йӗркеленсе ҫитнӗ теме те пулать: писатель куҫ умне пулнӑ кашни япаланах, кашни вак-тӗвекех сӑнарлӑн, чӗррӗн кӑтартса парать, чун-чӗрене ҫӗклентерсе яракан лирикӑлла ҫаврӑмсем тӑвать, философилле шухӑшсем кӑлара-кӑлара тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Ҫавӑн пек илемлӗ, чӗлхене чӗрӗ вӑй паракан сӑмахсемпе сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене писатель литература чӗлхине кӗртсе ҫирӗплетме тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Писателӗн эстетикӑлла сунӑм-туйӑмӗ халӑх чӗлхин иксӗлми пуянлӑхӗнче илемлӗ сӑнлӑхсем, ҫунатлӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем, витӗмлӗ эпитетсем, танлаштарусем шыранӑ.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Калас пулать, «Выҫлӑх ҫулсем» повесть чӗлхи Хумма Ҫеменӗшӗн пӗртен-пӗр норма пулман.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Автор кӗске конструкциллӗ пуплевсене хӑвӑрт ылмаштарса пырса, диалогсемпе анлӑн усӑ курса, повесть чӗлхине чӗрӗ калаҫу чӗлхи евӗрлӗ тӑвать.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Апла пулин те «Выҫлӑх ҫулсем» повесть чӗлхине «типӗ» чӗлхе теме ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Унӑн чӗлхи те историллӗ проза чӗлхине ҫывӑх тӑрать: сӑмахсем ялан тенӗ пекех тӳрӗ пӗлтерӗшлӗ, чӗлхене илемлетекен мелсем йышлӑ мар, ҫунатлӑ сӑмахсем сайра тӗл пулаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Унта автор 1921-22-мӗш ҫулсенчи «выҫлӑх картинисене» асаилӳсем евӗр йӗркелесе сӑнласа парать.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Хумма Ҫеменӗн малтанхи прозӑлла произведенийӗ — «Выҫлӑх ҫулсем» повесть.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Хӑйӗн творчестви ӳссе, аталанса пынӑ май вӑл ытларах проза жанрӗпе ӗҫлеме пуҫланӑ, проза чӗлхин стилӗсене аталантарас ӗҫе тӗп вырӑна хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Проза жанрӗ юлса пыни Хумма Ҫеменне канлӗх паман.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Поэзи жанрне илес пулсан, унта ҫак ыйтӑва революцичченхи тапхӑртах татса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Сӑнарсем тӑвас ыйту 20-30-мӗш ҫулсенчи чӑваш прозишӗн ҫӗнӗ ыйту пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Хумма Ҫеменӗ литература ӑсталӑхне сӑнарсем тӑвас, сӑнарсен кӑмӑл-туйӑмне, характерне социализмла реализм меслечӗпе тӗрӗс сӑнласа парас ыйтупа ҫыхӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Вырӑс классикӗсен пуян опычӗпе усӑ курса, хӑйӗн ӑсталӑхне ӳстерсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Хӑй вӑл ытларах Л. Толстойран, М. Горькирен, А. Чеховран, В. Короленкаран, А. Серафимовичран вереннӗ, вӗсен хӑшпӗр произведенийӗсене чӑвашла та куҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Чӗлхе культурине аталантарса, проза чӗлхин стилӗсене йӗркелес тесен, пирӗн сӑмах искусствине, культурӑна вӗренсе алла илмелле, «пире культурӑллӑ халӑх литературипе лайӑхрах паллашни, унӑн писателӗсене (пуринчен ытларах классикӗсене) нумайрах вулани кирлӗ», — тенӗ Хумма Ҫеменӗ.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

«Хумма Ҫеменӗ хӑйӗн ӗҫне питӗ тимлӗн, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса тӑватчӗ. Ҫырнӑ калавӗсене пичете париччен малтан, вӑл темиҫе хутчен вула-вула тухатчӗ, юлташӗсене вуласа паратчӗ, кашни вуламассерен асӑрханӑ ҫитменлӗхсене тӳрлететчӗ», — тесе ҫырать ун ҫинчен С. Элкер.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Проза чӗлхин культурине аталантарас тесе вӑл нумай ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Хумма Ҫеменӗ — илемлӗ проза ӑсти // Николай Петров. Чӑнлӑхпа ӑсталӑхшӑн : критикӑлла статьясем. — Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 280 с. — 28–42 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех