Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Хушӑран-хушӑ Муҫҫана пӑхатӑп та — пӗрре, шелленипе, куҫҫуль тухас пек, тепре тутана ҫыртса, сассӑр кулатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Те ӑна — тӑватӑ ураллӑ, икӗ чӗреллӗ мӗскӗн выльӑха, те хамӑра — икӗ ураллӑ, пӗр чӗреллӗ этемсене шеллемелле — виҫсӗмӗртен те типме ҫакнӑ кипкерен йӑсӑрланнӑ пек пӑс мӑкӑрланать.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Турта ҫумне тӑратпӑр та Муҫҫапа, раслатсах ҫуна сӗтӗретпӗр, тапса туртакан йӗп-йӗпе лашана пулӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Чул ҫине пулнӑ ҫуна тупанӗ шӑла тивмелле хӑйӑлтатса ӑшчике пӑтратать, ҫилӗм пек сӗлкӗш хутӑшӗ лава хыпса ҫыртать.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Ӗнер ирпе кӑна ура айӗнче латсӑр хур ҫунатти пек вараланчӑк юр нӑтӑртататчӗ, паян вара — ни урапа, ни ҫуна.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Пур-ҫук пурлӑха тиерӗмӗр те, Культура уйрӑмӗнче ӗҫлекенсемпе сывпуллашрӑмӑр та, ҫула тухрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Унран лайӑхрах, меллӗрех ял урӑх тупаймӑн: пысӑкки те пысӑк, ҫывӑххи те ҫывӑх.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Хальхинче эпир Кинелте тымар яма шутларӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Ҫуркуннепе кӗркуннехи лӑпӑр-лапӑрлӑ тапхӑрта эпир район центрӗнчен инҫех мар пӗр-пӗр яла ҫитме тӑрӑшаттӑмӑр: ҫул хытиччен ларма та, Культура уйрӑмӗнчен бензинпа лента (кинофильм, эппин) илсе килме те май пур.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Варсемпе улӑхсем, ҫырма-ҫатрасем кӗрлесе юхакан ҫӑра шывпа тулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Тӑман хыҫҫӑн темиҫе кунтанах ҫуллахи пек хӗртсе хӗвел пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Йӑнӑшмарӗҫ ял «барометрӗсем», улталамарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Ваттисем ҫав-ҫавах лӑпкӑ: «Каларӗ тейӗр, вунтӑваттӑ ҫапсан пӗр ывӑҫ юр та юлмасть».

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

«Юр ирӗлмест-тӗр кӑҫал, ҫуракине те вӑхӑтра тухасси пулмасть пуль» — пӑшӑрханчӗҫ чылайӑшсем.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Ӗнтӗ, апрель те пуҫланчӗ, ҫерҫи шыва кӗмелӗх, хур-кӑвакал чӑмпӑлтатмалӑх кӳлленчӗк ҫаплах ҫук-ха урамра.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Машинӑсем чарӑнса ларчӗҫ, тракторсем ҫул тума тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Малтан, март вӗҫӗнче, темиҫе кун тӑман тустарчӗ, ура пакӑлчакӗ таранах юр хӳсе лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Ҫуркунне хӑвӑрт килчӗ ҫав ҫул.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Вутран хӑранӑ пек хӑратчӗҫ унран ачасем.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Кам та пулин мотор ҫывӑхне пырсанах тустарма, вӗтелеме пуҫлать — тарсан — тарса ӗлкӗр, хӑтӑлсан — хӑтӑл.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех