Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Кӗске кӗпи туртӑнса ҫӗкленет те, кармашнӑ май, атлас пек шап-шура, йӗке пек хитре урасем чӗркуҫҫинчен те ҫӳлерех курӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Пӗри, кӗпе аркине чӗркуҫҫи таран ҫӗклесе саппун кантринчен хӗстерни, урай сӗрет, тепри сӗтел ҫӑвать, виҫҫӗмӗшӗ чӳрече янаххи ҫине улӑхса тӑнӑ та сарӑхса кайнӑ хаҫата ҫатӑртаттарса сӗвет.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Кӗтӗм те — ни каялла, ни малалла: шӑкӑлтата-шӑкӑлтата, виҫӗ хӗр кабинет тасатаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

«Председатель» тесе ҫырнӑ уҫӑ алӑкран чӗвӗлтетсе калаҫни, ихӗлтетсе кулни илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Шкулпа хирӗҫ ларакан колхоз правленине кӗтӗм.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Пусси урам урлӑ кӑна, — витре ҫук.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Радиатор валли шыв кирлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Муҫҫа пӗлтерӳ ҫапма чупсан, мотора хута яма шутларӑм.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Малти пӳлӗмре экран ҫакрӑмӑр, хыҫалтинче, пӗчӗкреххинче, проектор вырнаҫтартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Кино-спектакль таврашне ку ялта икӗ класлӑ шкулта кӑтартаҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

…Кинеле эпир, ирпе тухнӑскерсем, кӑнтӑрла иртсен ҫеҫ пырса кӗтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

— Пушатма ӗлкӗрӗпӗр-ха, урӑхла май тупасчӗ, — исленнӗ ҫӳҫ-пуҫне тӑрмалать моторист.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

— Хӑшпӗр аппаратсене ҫӗклесе хӑпартмалла мар-и? — сӗнетӗп Муҫҫана.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Мӗн тумалла — пӗлместпӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Таврара — пӗр этем чунӗ те.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Хӳтерсе те пӑхатпӑр янавара, хамӑр та кӳлӗнетпӗр — усӑсӑр: вырӑнтан та хускалмасть лав.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Йывӑр ҫуна, каялла шуса, сулӑнтӑка ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Кӗсел пек ҫӑрӑлчӑкран та чиперех тухнӑччӗ, сылтӑм ҫырана хӑпарса ҫитесси те ик-виҫ хӑлаҫ ҫеҫ юлнӑччӗ — лаша чарӑнчӗ, кутӑн чака пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Кинеле ҫитиччен ҫур ҫухрӑмра тарӑнах мар ҫырма пур.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Пылчӑк та пылчӑк мар уншӑн, кӳлленчӗк те кӳлленчӗк мар — ҫатӑлтаттарать вилнӗ йыт тирӗ пек ланчӑртатса кайнӑ чосынккипе: ҫанталӑк хӑвӑрт лепренӗ пирки хӗллехи тумтире те улӑштарма ӗлкӗреймерӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Хӗвел ҫӗкленӗ хӗр // Леонид Маяксем. Маяксем Л. А. Тупатӑпах, сана, Сильва: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1972. — 176 с. — 101–173 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех