Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫак статьяра эпир, икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче ҫӗнӗ терминсене ӑнлантарса, вӗсен пӗлтерӗшне уҫса памалли мелсемпе майсене, ку тӗлӗшпе тухса тӑракан йывӑрлӑхсемпе методика ыйтӑвӗсене пӑхса тухасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Совет Союзӗнчи ытти халӑхсен те чылайӑшӗн халлӗхе ӑнлантару словарӗсем ҫук-ха, ҫавӑнпа та унти лару-тӑрӑва хамӑрӑн ӗҫпе-хӗлпе танлаштарни, пӗр пӗтӗм е пӗрешкел пулӑмсене, туртӑмсене тишкерсе, лексикографипе терминологин чи тухӑҫлӑ мелӗсемпе меслечӗсене палӑртни усӑллӑ пуласса шанас килет.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Халлӗхе чӑваш чӗлхин пӗр чӗлхеллӗ ӑнлантару словарӗ (вырӑсла: «толковый словарь») ҫук пирки ку ӗҫе пӗтӗмпех тӗрлӗ йышши вырӑсла-чӑвашла е чӑвашла-вырӑсла словарьсенче туса пыма тивет.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Ҫӗнӗ терминсем чӑнах та кирлӗ, чӗлхене кӗрсе вырнаҫма тивӗҫлӗ пулсан (хӑшпӗр ӑнлавсен ячӗсем, тек кирлӗ мар пирки, часах манӑҫа тухаҫҫӗ), вӗсене ятарлӑ терминологи справочникӗсемпе пӗтӗм чӗлхе словарӗсенче пур енчен те тӗплӗн ӑнлантарса пама черет ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Ку вӑл терминпа малтанхи хут усӑ курнӑ чухне ӑна ятарласа ӑнлантарсан та пулать, мӗншӗн тесен пӗр-пӗр ӑнлав, пӗлӳ ҫын асӗнче сыхланса юлтӑр тесен, ӑна темиҫе хут та илтмелле, вуламалла, ӑс-пуҫпа шухӑшласа ӑнланмалла.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Ҫав вӑхӑтра нумайӑшӗ ҫӗнӗ термина пӗлмеҫҫӗ-ха, ӑна илтнисем те, тен, унӑн пӗлтерӗшне тавҫӑрсах илеймеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Малтанах ҫӗнӗ терминпа эпир конкретлӑ текстсенче (хаҫатра, журналта, кӗнекере, радиопа телевидени передачисенче), унтан кулленхи калаҫура та тӗл пулатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Ку задачӑна, тӗпрен илсен, икӗ майпа татса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Ҫавнашкалах ответлӑ тепӗр задача вӑл — терминпа палӑртакан ӑнлава (е япалана) тӗрӗс ӑнлантарса парасси, пӗтӗм халӑхӑн коллективлӑ чӗлхе ӑнкарӑвӗнче терминӑн тӗрӗс пӗлтерӗшне ҫирӗплетсе хӑварасси.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Наукӑпа техникӑри, производствӑри е обществӑпа политика пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ ӑнлавсене ят пама тивӗҫлӗ форма (сӑмах е сӑмах майлашӑвӗ) суйласа илсе чӗлхере ҫирӗплетесси, ҫавна системӑллӑн, пӗр йӗркеле туса пырасси — терминологи ӗҫӗн питех те кирлӗ пуҫламӑш тапхӑрӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Халӑхра икчӗлхелӗх аталанни, чӑваш ҫыннисем вырӑс сӑмахӗсене, вӗсен грамматика тытӑмӗпе пӗлтерӗшне ҫӑмӑллӑнах ӑнланни ку туртӑма ытларах та ытларах вӑй ларать.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Анчах терминологири интернационаллӑ фонд ӳссе пынӑ май ҫӗнӗ терминсене ытларах улӑштармасӑр (е харпӑр орфографийӗ хушнӑ пек майлаштарса) йышӑнасси вӑйланса пырать.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Тивӗҫлӗ пӗлтерӗшлӗ чӑваш сӑмахӗ пур чухне е ют термина куҫарма (калькӑлама) май килнӗ чухне ҫӗнӗ лексика единици пӗтӗм халӑх усӑ куракан сӑмах йышне ҫывӑх, чӑвашсемшӗн ӑнланмалларах пуласси паллах.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Пӗрремӗшӗнчен, пӗр-пӗр ӑнлава чӑвашла мӗнле палӑртмаллине татса памалла.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Аталаннӑ литература чӗлхисене терминсем йышлӑн кӗрсе пыни словарь тӑвакансем — лексикографсем умне чылай чухне кӑткӑс задачӑсем кӑларса тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Икӗ чӗлхеллӗ словарьсенче терминсен пӗлтерӗшне ӑнлантармалли мелсем // М. И. Скворцов, М. В. Лазова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 139–153 с.

Пулӑ тӗсӗсен ячӗсене уйӑрма сӑмах пулӑвӗн мелӗсемпе усӑ курма пулать.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ячӗсем пирки // Е. А. Анисимова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 136–138 с.

Терминологие кӗртме суйласа илнӗ чухне пулӑ ячӗ пӗр пӗлтерӗшлӗ пулмаллине тата сӑмах пуллӑн экологи паллисене палӑртма пултарнине тӗпе хумалла.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ячӗсем пирки // Е. А. Анисимова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 136–138 с.

Тӗслӗхрен: ҫтерлӗт — ҫтерлӗк — ҫтерлак, ӑптӑ — ӑктӑ, кӑртӑш — кӑрӑш, кӗрче — кӗрше, кутам — кутан — котан.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ячӗсем пирки // Е. А. Анисимова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 136–138 с.

Чӑваш чӗлхинче пулӑ ячӗсен шучӗ фонетика варианчӗсене пула чылай нумайланать.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ячӗсем пирки // Е. А. Анисимова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 136–138 с.

Пулӑ тӗсне (биологи видне) кӑтартакан сӑмахсем те хутлӑ ятсен компоненчӗсем пулма пултараҫҫӗ: ҫырма шампи, хура карас, хыт шампа.

Куҫарса пулӑш

Пулӑ ячӗсем пирки // Е. А. Анисимова. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 136–138 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех