Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Арӑмне вӑл, чӑнах та, сӑнчӑрласа усрама тӑрӑшнӑ-ши?

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Хӑйне Тӑхтаманпа танлаштарнине иккӗмӗш хут илтнӗ Мнрун пӗр хушӑ ним калама аптрарӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Эп айӑплӑ ӗнтӗ сан умра, анчах эс ху та маншӑн Тӑхтаман пултӑн, мана сӑнчӑрласа усрама хӑтлантӑн.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Ах, Мирун! — аллинчи чӑматана ҫӗре ӳкерсе, юр ҫине чӗркуҫленчӗ Валентина.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Пӗрин костюм туянмалла, теприн — пушмак, виҫҫӗмӗшӗн — шлепке…

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Сана пур ҫӗрте те ырӑ каччӑсем кӗтеҫҫӗ вӗт.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Васкас пулать инҫе ҫула, чиперккем, васкас пулать.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Халь те ялтан тухса кайман-ҫке ман хаклӑ арӑм! — кӑмӑлне астарса, сиввӗн сӑмах хушрӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Сӑмси унӑн Риммӑнни пек курпун мар, паллах, апла пулин те хальхинче Шӗшлӗ Мирунӗ арӑмӗн илемӗпе киленме пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Ӑна асӑрханӑ Валентина, кӗпер урлӑ каҫсан, сурӑх ферминелле мар, ватӑ йӑмрасем еннелле пӑрӑнчӗ, чипер сӑн-питне айӑплӑ кулӑпа ҫутӑлтарса, упӑшки патне хӑюсӑррӑн ҫывхарчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Римма ҫинчен маннӑ Шӗшлӗ Мирунӗ урисем сӳсленсе ҫемҫелнӗрен йӑмра ҫумне таянчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Улӑхри ансӑр сукмакпа хӗрарӑм мар, чечек ҫыххи утать тейӗн.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Кӑвак, симӗс, кӗрен, хӑмӑр, сарӑ тӗссем чӑлт-шурӑ юр ҫутинче яр-уҫҫӑн палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Вӑл кӑвак тутӑр ҫыхнӑ, симӗс пальто, кӗрен тӗслӗ ӑшӑ атӑ, хура перчетке тӑхӑннӑ, хӑмӑр пӗчӗк чӑматан йӑтнӑ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Чӑн та, улӑхра Валентина утать.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Курмастӑн-им, сан турӑ килет…

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Тутине ҫӑт ҫыртнӑ хӗр, кӗпе-йӗм тултарнӑ икӗ витрене ҫунашка ҫине лартса, ҫул ҫине тухма васкарӗ, Шӗшлӗ Мирунӗ ӑна пулӑшма пикенчӗ, анчах лешӗ пуҫӗпе улӑх еннелле сӗлтрӗ:

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Калас-и пӗр сӑмах: клуб пуҫлӑхӗ Шуматов ман ятпа «Евгений Онегин» роман пысӑкӑш сӑвӑсем ҫырать.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Эп ват хӗр ятне илтесрен ан хӑра, Мирун-Мирошка, — пуҫне мӑнкӑмӑллӑн каҫӑртрӗ Римма.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

— Эс, Римма, кунашкал чӗлхепе никама та качча тухаймастӑн, — тарӑхса каларӗ Мирун.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н. А. Хӗллехи ӑшӑ: повеҫсемпе калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1990. — 206 с. — 143–200 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех