Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Литва хӗрӗ ҫинчен те илтрӗ ӗнтӗ, чӗрине ыраттарчӗ ҫав йывӑр хыпар, анчах пер-иккӗ макӑрса илнӗ хыҫҫӑн лӑпланнӑ пек пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫук, Хӗветӗре шанмасть те, кӗтмест те вӑл.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫамрӑк ӗмӗр иккӗ килмест, ӑна епле-ха пӗччен ӑсатса хӑварӑн?

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫулӗсем иртсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Розӑн пушшех шухӑшламалли нумай.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вилӗм ҫумрах пулсан та, ӑна курасшӑн мар, пуласси ҫинчен ӗмӗтленсе шухӑшлать, юрату ҫулӑмӗ чӗрере сӳнме пӗлмест.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫавнашкал ҫав вӑл ҫамрӑк этем.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Анӑҫалла мар, тухӑҫалла выртрӗ вӗсен ҫулӗ, ҫавӑнпа калаҫу савӑнӑҫлӑ пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Татӑлнӑ калаҫӑва малалла тӑсас тесе, Макҫӑм ытти медсестрасем хушшинче утса пыракан Розӑна шыраса тупрӗ.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тӗттӗмленсенех госпиталь малтанах палӑртнӑ ҫулпа вырӑнтан тапранчӗ.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тахҫанччен калаҫмалӑх пулчӗ ку кӗске ҫапӑҫу.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тӑшман самолечӗ ӳксе ҫурӑлнипе вӑрман янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Вӗренӗпӗр-ха ҫапӑҫма, вӗренӗпӗр!

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ак ҫапла кирлӗ вӗсене! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрашса, сике-сике тӑчӗҫ салтаксем, пӗр-пӗрне ыталарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫунать!

Ҫунакан юлташне курсан, икӗ самолечӗ каялла ҫаврӑнса куҫран ҫухалчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Самантрах бомбардировщик, ҫӗрелле чӑмнӑскер, тӳрленме тӑрӑшрӗ, ун хыҫӗнче тӗтӗмлӗ, ҫулӑмлӑ хӑю тӑсӑлса пырать.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Акӑ малти самолет сӑмсинчен ҫулӑм курӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Самолетсем иккӗмӗш хут пике туса анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Винтовкисене ҫӳлелле тӗллесе, залп хыҫҫӑн залп пачӗҫ салтаксем.

Куҫарса пулӑш

Роза туссемпе тӑшман хушшинче // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех