Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Хӑйсене йывӑр вӑхӑтра пулӑшу кӳрекенсене тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аннерен хакли никам та ҫук // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51868-anne ... m-ta-cuk-2

Пӗрешкел хуйхӑллӑскерсем юратнӑ ывӑлӗсене аса илсе вӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аннерен хакли никам та ҫук // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51868-anne ... m-ta-cuk-2

Кашнийӗн куҫҫулӗ юхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Аннерен хакли никам та ҫук // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51868-anne ... m-ta-cuk-2

Ӗмӗрлӗх чӗре суранӗ юлнӑ амӑшӗсенче.

Куҫарса пулӑш

Аннерен хакли никам та ҫук // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51868-anne ... m-ta-cuk-2

«Аннерен хакли никам та ҫук. Эсир чӑн-чӑн Раҫҫей паттӑрӗсене ҫитӗнтернӗ. Сирӗн хуйхӑра пусарма та ҫӑмӑл мар. Ҫавах эсир пӗччен мар. Эпир сирӗнпе, сире пулӑшма яланах хатӗр»,- терӗ Рудольф Васильевич пухӑннисен умӗнче пуҫне тайса.

Куҫарса пулӑш

Аннерен хакли никам та ҫук // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51868-anne ... m-ta-cuk-2

Мероприятие муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, «Защитники Отечества» патшалӑх фончӗн Чӑваш Республикинчи филиалӗн ертӳҫи Елена Зайцева, «Раҫҫей почти» акционерлӑ пӗрлешӗвӗн Чӑваш Енри почта ҫыхӑнӑвӗн управленийӗн директорӗ Максим Ладилов тата ыттисем хутшӑнчӗҫ, уявпа саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аннерен хакли никам та ҫук // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51868-anne ... m-ta-cuk-2

Аннемӗр кунӗ умӗн муниципалитет округӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫне хунӑ паттӑрсен амӑшӗсене тӗл пулӑва чӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Аннерен хакли никам та ҫук // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51868-anne ... m-ta-cuk-2

Ҫавӑн пекех ларура кӑҫалхи хӗллехи тапхӑрта ирӗклӗ пушар командисем ӗҫлеме хатӗр пулни пирки Пӑлапуҫ Пашьел, Ишлӗ, Пикшик, Кзыл Чишма, Ҫӗнӗ Ахпӳрт, Нӑрваш Шӑхаль, Первомайски, Сӑкӑт, Тутар Сӑкӑт территори пайӗсен начальникӗсем отчетсем туса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

"Вут-кӑвартан асӑрханни пурнӑҫпа пурлӑха сыхлама пулӑшӗ" // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51867-vut- ... ama-pul-sh

Ноябрь уйӑхӗнче ҫеҫ Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче 4 пушар пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

"Вут-кӑвартан асӑрханни пурнӑҫпа пурлӑха сыхлама пулӑшӗ" // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51867-vut- ... ama-pul-sh

Пушарсен кӑтартӑвне ӳсме май панӑ тӗп сӑлтавсем - кӑмакапа усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманни (кӑҫал 12, пӗлтӗр - 3), автомашинӑсенчи узелсемпе механизмсен юсавсӑрлӑхӗ (6-2), ют пурлӑха тивертсе яни (2-1).

Куҫарса пулӑш

"Вут-кӑвартан асӑрханни пурнӑҫпа пурлӑха сыхлама пулӑшӗ" // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51867-vut- ... ama-pul-sh

Пушарсенче пӗлтӗр те, кӑҫал та икшер ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 48 ҫурт-йӗрпе хуралтӑ ҫунса юрӑхсӑра тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

"Вут-кӑвартан асӑрханни пурнӑҫпа пурлӑха сыхлама пулӑшӗ" // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51867-vut- ... ama-pul-sh

Вут-кӑварпа пулакан инкексен шучӗ иртнӗ ҫулхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан 13 ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

"Вут-кӑвартан асӑрханни пурнӑҫпа пурлӑха сыхлама пулӑшӗ" // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51867-vut- ... ama-pul-sh

2024 ҫулта ку таранччен Патӑрьел муниципалитет территорийӗнче 54 пушара шута илнӗ, вӗсенче 20758150 тенкӗлӗх пурлӑх ҫунса юрӑхсӑра тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

"Вут-кӑвартан асӑрханни пурнӑҫпа пурлӑха сыхлама пулӑшӗ" // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51867-vut- ... ama-pul-sh

Кун йӗркинчи тӗп ыйтупа - Патӑрьел муниципалитет округӗнчи пушарпа ҫыхӑнннӑ лару-тӑрӑва стабилизацилемелли мерӑсемпе тата Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнчи ирӗклӗ пушар командисем 2024-2025 ҫулхи хӗллехи тапхӑрта ӗҫлеме мӗнле хатӗрленни ҫинчен - Патӑрьел муниципалитет округӗнчи пушар надзорӗн тата профилактика ӗҫӗсен пайӗн начальникӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Димитрий Платонов тухса калаҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

"Вут-кӑвартан асӑрханни пурнӑҫпа пурлӑха сыхлама пулӑшӗ" // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51867-vut- ... ama-pul-sh

Ӑна унӑн председателӗ, Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ертсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

"Вут-кӑвартан асӑрханни пурнӑҫпа пурлӑха сыхлама пулӑшӗ" // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51867-vut- ... ama-pul-sh

Ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ турӗҫ Патӑрьел муниципалитет округӗнчи чрезвычайлӑ лару-тӑрӑва асӑрхаттарас тата сирес, пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе тимлекен комиссин черетлӗ ларӑвӗнче.

Куҫарса пулӑш

"Вут-кӑвартан асӑрханни пурнӑҫпа пурлӑха сыхлама пулӑшӗ" // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51867-vut- ... ama-pul-sh

Уяв пуриншӗн те кӑмӑллӑ ирттӗр тесен ашшӗ-амӑшӗн ҫул ҫитмен ачисем хӑйсем тӗллӗн ҫав хатӗрсене пӗлмесӗр туянасран та асӑрханмалла.

Куҫарса пулӑш

Пиротехника хатӗрӗ Ҫӗнӗ ҫулхи кӑмӑла ан пӑстӑр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51866-piro ... -an-p-st-r

Сирпӗтекен, шаплатакан хатӗрсене сутма ирӗк (лицензи) пур сутуҫӑсенчен ҫеҫ туянмалла, вӗсен ҫумӗнче мӗнле усӑ курмалли инструкци те пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Пиротехника хатӗрӗ Ҫӗнӗ ҫулхи кӑмӑла ан пӑстӑр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51866-piro ... -an-p-st-r

Ҫакна та асӑрхаттарса хӑварасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Пиротехника хатӗрӗ Ҫӗнӗ ҫулхи кӑмӑла ан пӑстӑр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51866-piro ... -an-p-st-r

Хальхи вӑхӑтра пасарта, магазинсенче те уява илем кӳрекен пиротехника хатӗрӗсене те сутма пикеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Пиротехника хатӗрӗ Ҫӗнӗ ҫулхи кӑмӑла ан пӑстӑр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51866-piro ... -an-p-st-r

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех