Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Минометсем ҫӗнӗ вырӑна куҫрӗҫ пулмалла, пӗр вӑхӑт вӗсен кӗрлевӗ илтӗнмерӗ, анчах полк артиллерийӗ пеме чарӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хире тухнӑ танксен йӗрки пӗр самантра чӑл-пар саланчӗ, иккӗш-виҫҫӗшне вут хыпса илчӗ, анчах ыттисем тата пысӑкрах хӑвӑртлӑхпа малалла талпӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тӑшман танкӗсем ялтан тухсанах, пирӗн артиллери пеме тытӑнчӗ, пуҫ урлӑ «катюшӑсен» вутлӑ снарячӗсем уласа вӗҫе-вӗҫе иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫирӗм комсомолеца суйласа ячӗҫ командирсем тӑшмана малта кӗтсе илме.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Взвод командирӗсем лейтенант шухӑшне ырларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Автоматчиксем те кирлех унта.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кашни танкӗ вӗсемшӗн хӑйне евӗрлӗ крепость пулма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Рота командирӗ чӑрсӑр шухӑш тытрӗ: ӗнер хир варрине ларса юлнӑ танксем патне бутылкӑсемпе, гранатӑсемпе хӗҫпӑшалланнӑ салтаксем ямалла.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Взводнӑйсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫухатусем пысӑк мар: виҫӗ салтак суранланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

«Зенитчиксем те ӗҫленӗ вӗт-ха пирӗн. Тен, пӗр самолетне ҫеҫ персе антарман-тӑр-ха…» — савӑнчӗ вӑл, взвод командирӗсене кӗтсе.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хӗветӗр Сивелькин бинокльпа вӑрҫӑ хирне пӑхса ҫаврӑннӑ май сулахайри ял патӗнче пӗр самолет тӗтӗмленсе выртнине асӑрхарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Самолетсем, бомбисене тӑкса пушатса пӗтерсенех, каялла кайрӗҫ, вӗсем тӳперен ҫухаличченех сылтӑмри ялтан танксем килсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Мӗнле тӳсет-ши тамӑк шӑтӑкне хӗсӗннӗ этемӗн пӗчӗк пуҫӗ, чӑмӑртан пысӑк мар чӗри чун тарӑхнипе епле кӑна ҫурӑлса каймасть-ши?..

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вилекен, суранланакан ҫын ухмаха ернӗ пек кӑшкӑрнине ку тамӑкра никам та илтмест.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Траншея ҫывӑхнех киле-киле ӳкеҫҫӗ бомбӑсем, тӑпра тӑкӑнать, ишӗлет.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫак ахрат аслати кӗрлевӗ пӗр самант та чарӑнса тӑмасть.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫӗр пичӗ, валашкари шыв пек, чӳхенсе, лӑсканса, турткаланса илет.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Акӑ вӑл, ахӑр самана пуҫламӑшӗ: сывлӑша ҫурса, йывӑр бомбӑсем ҫӗрелле шӑхӑра-шӑхӑра анаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Малтанах кӑмака пек шалалла чавнӑ шӑтӑксене чӑмӑртанса выртрӗҫ салтаксем.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Пуҫ тӗлне ҫитнӗ хура ҫӑхансем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӗрелле чӑмма пуҫласан, траншейӑсенчен, окопсенчен пӗр пуҫ та курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗри вилсен, тепри тӑрать // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех