Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Малти кӗтесре пысӑк тӗкӗр тумбочки ҫинче — аккордеон, унтах радиоприемник кӗрлесе ларать.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Урайне палассем сарнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Пӳртре питӗ таса.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

«Пуян та тӗплӗ кил-ҫурта килет Таня. Аркади хуҫалӑха йӗркеллӗ тытать, пурнӑҫа салатса ярас ҫын мар, ӗҫкӗпе ашкӑнмасть, умри-хыҫрине лайӑх курса тӑрать. Телейлӗ пултӑрччӗ кӑна Таня йӑмӑкӑм», — каллех йӑмӑкӗ ҫинчен шухӑшларӗ Витали.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Аркади ӑна лупас айӗнче ларакан мотоциклне, хӑй кӑҫал туса лартнӑ мунчине, хӑех лартса ӳстернӗ ҫамрӑк садне кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

«Телейлӗ пултӑрччӗ Таня йӑмӑкӑм», — шухӑшларӗ Витали.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Мӗнле пулсан та, Аркади тӑрӑнса каяс пек ӗҫленине пӗтӗм ял пӗлет, качча кайма вӑхӑт ҫитнӗ хӗрсем унӑн пӳрчӗ еннелле тунсӑхлӑ куҫпа пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Самантлӑха ҫеҫ вӑл Аркади пӗрмай ашшӗ хӳттинче ӳснине, унӑн ашшӗ вӑрҫӑра пулманнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Анчах Витали кун ҫинчен нумай шухӑшламарӗ, ӑна Аркадин ӗҫченлӗхӗ, пултарулӑхӗ, хуҫалӑха ҫӗклес тимлӗхӗ чӑннипех ун пирки лайӑх шухӑшлаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Сӑмахран, акӑ, пӳрт ҫине витнӗ шифера Чумейкин ашшӗ хӑй райпора бухгалтерта ӗҫленӗ чухне туяннӑччӗ, вӑлах пӑта, кантӑк, олиф, сӑрсем хатӗрлесе хунӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Ӑна ҫакӑ ҫеҫ килӗшмерӗ: пур япалине те хӑй вӑйӗпе туянни е туни пирки Аркади кӑшт хушарах каларӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

— Маттур, пултаратӑн, — терӗ Витали.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Аркади сӑранланса хытнӑ, тӗреклӗ алӑ тупанӗсене тӑсса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Ҫавӑнта мӗн пуррине йӑлт хам вӑйпа туса лартрӑм, кашни япали, пӗрени-кирпӗчӗ, хӑми-турпасӗ ҫак алӑсем витӗр тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Тулта пӗрер пӗрчӗн пуҫтармасан, пурте чӗптӗм те кӗмест, тӑванӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Колхозра ман чухлӗ ӗҫкунӗ тӑвакан пӗр икӗ-виҫӗ ҫын пур-и, ҫук-и…

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Ӗҫрен хӑраса тӑман эпӗ, ху пӗлетӗн.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Каҫхине тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӑлатук ҫапатӑп, ҫӗмӗрӗлнӗ машина пайӗсене юсатӑп.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Кӑнтӑрла машинӑпа ҫӳретӗп, колхоз ӗҫӗпе, паллах.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

— Виҫ-тӑватӑ ҫул ҫӗр ҫывӑрми тимлерӗм, тӑванӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. А. С. Артемьев. Ҫӑкӑр хакӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 208 с. — 153–206 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех