Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тӗлӗнмелле хаваслӑ кун!

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Унтан вӑл, хӑйӗн савӑнӑҫне палӑртас мар, ҫӗкленнӗ чун-хавалне кӑшт пусарас тесе, ӗнисем патне тухрӗ, вӗсене, силос тӗшӗрсе тӑракансене, ятран чӗне-чӗне йӗркипе пуҫӗсенчен ачашларӗ, лешсен ӑна, ӑнланнӑ пек, «эсӗ пире юратсан, эпир сана тата ҫӳлерех ҫӗклеме хатӗр» тенӗ пек, тав тунӑ пек, чӗлхисемпе аллине ҫулама тӑрӑшрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Хӗрсем Маринене сырса илчӗҫ, чарса чарма ҫук хавхаланчӗҫ, арҫынсем пек, алӑсем ҫине ҫӗклеменни кӑна юлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ирхине Шупашкартан — хаҫатсем ҫитиччен пӗлтерме васканӑ пек — радио тӑрӑх ӑна мухтарӗҫ, Марина Маклашова, иртнӗ виҫӗ уйӑхра тата тӑрӑшарах ӗҫленипе, республикӑри хӗрсен ӑмӑртӑвӗнче пиллӗкмӗш вырӑнтан виҫҫӗмӗшне тухрӗ, терӗҫ, унтан вӑл хӗл кунӗнче ӗнесен сӗтне мӗнле майпа ӳстерни ҫинчен пӗркун килсе кайнӑ корреспондент ҫырнине вуласа пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Кун питӗ савӑнӑҫлӑн пуҫланнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Епле манӑн-ха?…

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Вӑл хӑйӗн юратнӑ каччине куҫ умӗнчех аллинчен туртса илнине (туртса илчӗҫ тесех шутлать), ӗмӗтне татнине, кӳрентернине, чунне ҫав тери ыраттармалла амантнине ниепле манаймасть.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Тарӑхмасӑр!

Ирина Игнатьевнӑпа Зинаида Семеновна хӗрсенчен кам мӗне пултарнине тӗрӗсленӗ вӑхӑтра, хӗрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри юрӑ шӑрантарнӑ, ташӑ ҫаптарнӑ, сӑвӑ каланӑ, вӗсене май хут купӑс сасси ахлатнӑ е тӗнкӗлтетнӗ хушӑра тепӗр пӳлӗмре Марина Маклашова, умне хунӑ шурӑ хутне хуратанҫи пулса, юри, тӑвӑлса ҫитнӗ чунне ниҫта хума пӗлми тарӑхса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Тепӗр самантран ӗҫ тытӑнса та кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ун сӑмахӗ хыҫҫӑнах пӳлӗме Мишша — Миронов Михаил — хут купӑспа пырса кӗчӗ, хӗрсем ӑна шавла-шавла сывлӑх сунчӗҫ, салтӑнтарчӗҫ, ҫӳхе минтер хунӑ пукан ҫине лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

— Вӑл вӑрмантан пӗр кунлӑха таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

— Пичче вӑрманта, ун вырӑнне Мишша килме пулчӗ, — пӗлтерчӗ Таиҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Хӑй вӑл ҫав улшӑнӑва сисмерӗ те, Ирина уншӑн савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ирина, качча тухсан, ҫакна асӑрхарӗ: унччен унӑн Иванне хӗрсем, ачасем, хӑш чухне пысӑкраххисем те «Виҫиван», теетчӗҫ, авланнӑ хыҫҫӑн ҫав кулӑшла ят таҫта кайса кӗчӗ, ял хушшинче ӑна пурте тата ытларах хисеплеме, «Иван Иванч» та «Иванов Иван» тесе кӑна чӗнме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

— Кӗвӗсӗр, музыкӑсӑр мӗн тума пултарӑпӑр эпир?

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

— Эх, Иван Иванч ҫук! — терӗ ҫак хушӑра пӗр ҫамрӑк хӗр кулянса.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Хӑтланӑр хӑвӑрах.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

— Манӑн ташлас-юрлас шухӑш мар-ха.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

— Эпӗ кунта! — илтӗнчӗ тепӗр пӳлӗмрен Марине сасси.

Куҫарса пулӑш

XII // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех