Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Вучаха вӑхӑтра сӳнтермен пулсан чӑвашра та синкерлӗ майдан сиксе тухма пултаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0

Ҫав тӑрлавсӑр юхӑма чарас тесе ыйтӑва Чӑваш наци конгресӗнче пӑхса тухма, чиперех ӗҫлесе кайнӑ «Вирьял» пӗрлӗхе вӑхӑтлӑха чарса тӑма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0

Вулакана XX ӗмӗр вӗҫӗнче «хура тяппасемпе» (Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Муркаш, Шупашкар каччи-хӗрӗпе) «купӑста купарчисем» (Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Каҫал яшӗсем) хирӗҫме пуҫланине аса илтерес тетӗп.

Куҫарса пулӑш

Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0

Ҫӗнӗ ҫырулӑх пуҫланӑ чухне диалектсене чӗлхе шайне лартсан турипе анатри чӑваш ним мар уйрӑлса кайма, ҫармӑссемпе ирҫе-мӑкшӑ пек урлашса илме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0

Ман шутпа, вӗсем тӗрӗсех тунӑ, мӗншӗн тесен халӑх пӗрлӗхӗшӗн пӗр ҫирӗп чӗлхе, пурте нушасӑр ӑнланма пултаракан пуплев кирлӗ.

Куҫарса пулӑш

Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0

Чӑваш чӗлхине турисен диалектӗнчен анатрисем мар, ту енчи тӗпчевҫӗсем ҫине тӑрса тасатса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0

Вирьял хӗрӗпе каччи Александра Канюковӑпа Анатолий Горшков чӗлхеҫӗ доцентсен кӗнекисене тытса пӑхӑр.

Куҫарса пулӑш

Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0

Орфоэпи пирки калама та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0

Пуҫламӑш класран тапратса аслӑ шкулӑн 5-мӗш курсӗ таранах «литература чӗлхине вырӑнти сӑмахсемпе варалас пулмасть» тесе шаккаса тӑратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0

Вирьял диалектне калаҫупа ҫырулӑхран тасатас тесе тӑрмашакан вӗрентекенсем пире «маҫак», «ҫӑва», «ҫытар» сӑмахсемшӗн, «поплятӑп», «шу патне катӑп», «орлӑ чопса тохсаччӗ» тенисемшӗн миҫе «иккӗ» лартнине аса илес пулсан «ку темӑпа» калаҫма хӑранӑ теес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0

«…Аслӑ Чӑваш чӗлхин пӗр пысӑк, ытарма ҫук илемлӗ, урӑх нимӗнпе те улӑштарма, саплаштарма ҫук хӑйнеевӗрлӗ пайӗ ҫурхи юр купи пек ирӗлнӗҫемӗн ирӗлет, кӗҫех пач ҫук пулса тӑрать, эпир вара ҫак инкек пирки сӑмах хускатма хӑратпӑр», — терӗ Валери Туркай «Вирьял Чӗлхи, эсӗ — Ылтӑн, эсӗ — Ахах!» хӑтавра (Хыпар, 2015, ака, 3).

Куҫарса пулӑш

Ахах та ылтӑн-и вирьял чӗлхи? // Виталий Станьял. http://hypar.ru/cv/ahah-ta-yltan-i-viryal-chelhi-0

Вӑл пуринчен тутлӑ туйӑнать, асра юлать.

Куҫарса пулӑш

Уяв сӗтелӗн историйӗ // Хресчен сасси. http://hypar.ru/cv/uyav-setelen-istoriye

Ҫавах та Ҫӗнӗ ҫул — ҫемье уявӗ, ҫавӑнпа килте хатӗрленӗ апатран пахи ҫук пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв сӗтелӗн историйӗ // Хресчен сасси. http://hypar.ru/cv/uyav-setelen-istoriye

Хула ҫынни ӑна та, ыттине те киле илсе пырса памалла кафере е ресторанта саккас пама пултарать.

Куҫарса пулӑш

Уяв сӗтелӗн историйӗ // Хресчен сасси. http://hypar.ru/cv/uyav-setelen-istoriye

Уяв валли ҫӗрӗпе сӳтӗн те хатӗрлеместпӗр.

Куҫарса пулӑш

Уяв сӗтелӗн историйӗ // Хресчен сасси. http://hypar.ru/cv/uyav-setelen-istoriye

Оливье салата Ҫӗнӗ ҫул сӗтелӗн тӗп илемӗ тееймӗн.

Куҫарса пулӑш

Уяв сӗтелӗн историйӗ // Хресчен сасси. http://hypar.ru/cv/uyav-setelen-istoriye

Халӗ каллех улшӑну вӑхӑчӗ ҫитрӗ пулас.

Куҫарса пулӑш

Уяв сӗтелӗн историйӗ // Хресчен сасси. http://hypar.ru/cv/uyav-setelen-istoriye

Телевизор хуҫаланма тытӑнсан сӗтел хушшине ларасси тӗппипех ҫӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв сӗтелӗн историйӗ // Хресчен сасси. http://hypar.ru/cv/uyav-setelen-istoriye

Тӑвӑр хваттерсенче сӗтел пӗтӗм вырӑна йышӑннӑран е ташша, е апат-ҫимӗҫе суйлама тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв сӗтелӗн историйӗ // Хресчен сасси. http://hypar.ru/cv/uyav-setelen-istoriye

Курант 12 хут ҫапсан «Советское» шампань эрехне уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв сӗтелӗн историйӗ // Хресчен сасси. http://hypar.ru/cv/uyav-setelen-istoriye

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех