Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫакӑ пулӑшрӗ пулинех, хайхи грузчикра ӗҫленӗ хӗрлӗ армеецсене пурне те Злочев хулине илсе кайрӗҫ, пӗр уйӑх ӗҫе илсе тухмасӑр сиплерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗсем тыткӑнри салтаксем мӗнле пурӑннине кунӗпех пӑхса ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юрать-ха ҫак вӑхӑтра Тернополе Хӗрлӗ Хӗрес обществин ют ҫӗршыв представителӗсем килсе тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Те ҫавӑнпа, те йывӑр ӗҫе тӳсейменнипе, те тата сахӑр тиеме пӑрахнӑ хыҫҫӑн пурнӑҫ каллех япӑхланнипе, тыткӑнри салтаксем чирле пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кунта хӗл аплах сивӗ мар, анчах чылай нӳрӗрех.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗл Мучи пӗренесене шартлаттарса ҫура-ҫура та кӑтартрӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эппин, Экеҫре хальччен урамсене кӗрт те хӗве-хӗве кайнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кунта вӑл чӑваш тӑрӑхӗнчинчен чылай каярах ӳкет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кӗр те ҫитрӗ, пурӑнсан-пурӑнсан, пирвайхи юр та ҫуса кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пурӑнӑҫ нушаллӑ пулин те, вӑхӑчӗ хӑй еккипех иртет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫак ӗҫ темле халлӗхе ӑнланмалла мар шанӑҫ кӳчӗ вӗсене…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах хӗрлӗ армеецсем ҫак татӑкшӑн та поляк конвоира тав турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллах, пӗр чӗл ҫӑкӑр ҫинипех ҫынни сывалса ҫитес ҫук, ни вӑй илес ҫук темелле.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унтан конвоир панӑ ҫӑкӑр таткине ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Давид суранне йодпа сӗрсе, таса бинтпа ҫыхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ваньккапа хӗрлӗ армеецсем ҫапла турӗҫ те.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Пирвай суранне ҫуса тасатӑр, унтан тин ҫыхса ярӑр…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Апат хыҫҫӑн каллех уя ӗҫлеме тухсан, конвоир Телегинсене тулли урапана айккинерех илсе кайса тӑктарчӗ, унта фляжкине пиҫиххинчен вӗҫертрӗ те Ваньккана пачӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Конвоир, чӑнах та, бинт тӗркипе йод илсе тухрӗ, унталла-кунталла пӑхса илчӗ те, офицерсем ҫуккине курса ӗненсен, япаласене Ваньккана тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Уйра юлташӑрӑн суранне тасатса ҫыхса ярӑр…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех