Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Лару-тӑрупа вырӑнта паллашма район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин, ял хуҫалӑхпа экологи пайӗн начальникӗ Илдус Миннетуллин апрелӗн 18-мӗшӗнче Хайртдинов фермер хуҫалӑхне ҫитрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫавӑн пекех вӗсем кӗрхи культурӑсене апатлантараҫҫӗ, ҫӗре сӳрелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Акӑ, Хайртдинов фермер хуҫалӑхӗн, «Слава» ЯХПК ӗҫченӗсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарма тухнӑ та.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫураки ҫывхарса пынине кура техникӑна йӗркене кӗртмелле, вӑрлӑх хатӗрлемелле, удобрени кӳрсе килмелле, ҫунтармалли-сӗрмелли япаласене туянмалла тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен паянхи кун чылай ыйту тавра пуҫ ватма тивет.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Спорт каҫӗ кашнинех лайӑх кӑмӑл-туйӑм парнеленӗ, малалла та тухӑҫлӑн ӗҫлеме хавхалантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӗсем виҫӗ ушкӑна пайланса ҫӑмха йӑтса чупнӑ, скакалкӑпа сикнӗ, мечӗке баскетбол карҫинккине кӗрессипе тупӑшнӑ, обруч ҫавӑрттарнӑ, хӑйсен ҫаврӑнӑҫулӑхне кӑтартнӑ, ӗҫре те маттур, спортра та сатур пулнине ҫирӗплетсе панӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫав кун муниципалитет служащийӗсемпе пай начальникӗсем, ял администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе специалисчӗсем, «Кӗтне» ФСК ӗҫченӗ Юрий Боровков ертсе пыракан эстафетӑсене хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫавӑнпа пӗрлех вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен специалисчӗсене чунне парса ӗҫленӗшӗн тав тунӑ, ӗҫре палӑрнисене Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Кашниех хӑйӗн тӗллевне - халӑх пурнӑҫӗн пахалӑхне лайӑхлатассине - пурнӑҫлас тӗлӗшпе нумай ӗҫ тума пултарнине палӑртса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин уявпа саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Апрелӗн 20-мӗшӗнче районти хӑй тытӑмлӑх органӗсен представителӗсем «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Халӑх пурӑнакан вырӑнсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ, ҫулсене юсаса ҫӗнетес ӗҫ пулса пырать, ача сачӗсем ҫӗкленеҫҫӗ, шкулсене юсаҫҫӗ, пурӑнмалли условисене лайӑхлатас текенсем патшалӑх программисене хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Районти влаҫӑн мӗнпур шайри юпписем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени муниципалитетӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономикине кал-кал аталантарма парать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ертӳҫӗсен йы-шӗнче хастар, ялпа район шӑпишӗн, тасалӑхӗпе хӑтлӑхӗшӗн, халӑхӑн пурнӑҫ условийӗсене лайӑхлатассишӗн чунтан тӑрӑшакансем ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Пирӗн тӑрӑхри вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем - район администрацийӗ тата 12 ял поселенийӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Апрелӗн 21-мӗшӗнче вӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Ҫавӑнпа та муниципалитет служащийӗн ӗҫӗ пысӑк яваплӑхлӑ та пултаруллӑ, хастар та уҫӑ кӑмӑллӑ пулма ыйтать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вӗсем халӑха хумхантаракан ҫивӗч те пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса парас енӗпе витӗмлӗ йышӑнусем тума пултарнинчен ытларах чухне граждансем хӑйсене мӗнлерех туйни тата вӗсем влаҫӑн мӗнпур органӗн ӗҫ-хӗл эффективлӑхне пӗтӗмӗшле хак пани килет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ҫынсемшӗн ҫывӑхрах шутланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫченсем спортпа та туслӑ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех