Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Уява пухӑннӑ йӗкӗрешсене сӑнанӑ май манӑн пӗр ыйту ҫуралчӗ: мӗнле уйӑрса илет-ши вӗсене ашшӗ-амӑшӗ?

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Сӑмах май, паянхи кун амӑшӗн капиталӗ 453 пин тенкӗпе танлашать.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫемье кунне халалланӑ уявра Толстовсем Пенси фончӗн районти уйрӑмӗн ертӳҫин Алина Ежеева аллинчен амӑшӗн капиталӗн сертификатне тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Турри парсан вӗсем тепӗр виҫӗ ҫултан хӗр пӗрчи «шырама кайма» та хирӗҫ марри пирки пӗлтерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ывӑлӗсем ӳссе ҫирӗпленсен Толстовсем хваттере куҫма палӑртасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫемье пуҫӗ Сергей тӑлӑх ӳснӗ, ҫавӑнпа вӑл Хӗрлӗ Чутай салинче тӑлӑхсене паракан хваттере тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Паллах, пӗчӗкскерсене пӑхма ҫамрӑк ашшӗпе амӑшне ҫӑмӑлах мар, анчах та вӗсем хӑйсене пулӑшакансем, ывӑлӗсен кукашшӗпе кукамӑшӗ, пуррине калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Иккӗмӗш Хурашашра пурӑнакан Мая тата Сергей Толстовсем йӗкӗреш ывӑлӗсене Артемпа Николай ятсем пама кӑмӑл тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ыттисем конкурса хутшӑннӑ хушӑра вӗсем ашшӗпе амӑшӗн чӗр-куҫҫийӗ ҫинче тутлӑн ҫывӑрчӗҫ кӑна-ха.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Уява хутшӑннӑ чи пӗчӗк йӗкӗрешсем вара 2016 ҫулхи февралӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

2008 ҫулта ҫуралнӑ Артемпа Антон Рябченкосем, 2010 ҫулта ҫуралнӑ Даниилпа Арсений Павловсем, 2015 ҫулта кун ҫути курнӑ Эмилия тата Анелия Эзенкинсем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле хӑйсене тивӗҫекен салам сӑмахӗсене итлерӗҫ, тӗрлӗ конкурссене хутшӑнчӗҫ, парнесене тивӗҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ пӗр сӑнлӑ, пӑхсан уйӑрса илме те ҫук ачасене халалланӑ мероприятие хутшӑнма.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

«Пилеш» ача садне ҫӳрекен ачасем вара пухӑннисене хӑйсен ташши-юррипе савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Йӗкӗрешсене халалланӑ уява районта пурӑнакан йӗкӗреш ачаллӑ ҫемьесем килсе ҫитрӗҫ, вӗсене район ертӳҫисем, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем саламларӗҫ, ҫемьере йӗкӗрешсем ҫурални икӗ хут телей пулни пирки каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Турӑ панӑ икӗ хут телей // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ӗҫ стажӗ ӑруран ӑрӑва Гиппократ ячӗпе тупа туса куҫтӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

200 ҫултан иртнӗ ӗҫ стажӗ, тен, 1000 ҫултан та пысӑкрах хисепе куҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Кчетковсен йӑхӗнче професси тӗлӗшӗнчен медицинӑпа ҫыхӑнтаракансем малашне те пулӗҫ-ха.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Савастьяновсем пӗр вӑхӑт пирӗн районти больницӑра та ӗҫленӗ: 1998-2000 ҫулсенче Сергей Николаевич - хирургра, 1995-2000 ҫулсенче Лариса Гурьевна - фтизиатрта.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Л.Кчеткован иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ те (Светлана Николаевна Бельцова), шӑллӗпе унӑн мӑшӑрӗ те (Сергей Николаевичпа Лариса Гурьевна Савастьяновсем) пурнӑҫӗсене медицинӑпа ҫыхӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ывӑлӗ, Дмитрий, Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче 1-мӗш курсра вӗренет.

Куҫарса пулӑш

Кчетковсен ӗҫ стажӗ - 217 ҫул // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех