Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

«Крым ҫурма утравӗ тӑрӑх курса ҫӳренипе пӗрлех эпӗ каннӑ «Тинӗс» лагерьте тем тӗрлӗ кӑсӑклӑ, хаваслӑ мероприятисем иртрӗҫ, - аса илет Стас. - Эпир ташларӑмӑр, юрларӑмӑр, спорт мероприятийӗсене хутшӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Унсӑр пуҫне Севастополь хулинче, хӑй вӑхӑтӗнче иккӗмӗш Николай патша хӑйӗн ҫемйипе каннӑ Ливади керменӗнче пулса курнине каласа парать Стас.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Лагерьти ачасем «Суук-Су» керменте вырнаҫнӑ «Космос» музейра пулса курнӑ, илӗртӳллӗ космос тӗнчипе паллашнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Стас хутшӑннӑ сменӑна космоса пӗрремӗш ҫын вӗҫнӗренпе 55 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫакӑн пек ҫитӗнӳсем туни ӗнтӗ ҫамрӑка Хура тинӗс хӗрринче, тӗлӗнмелле илемлӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ «Артек» лагерьте пулса курма, канма май панӑ.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Пултарулӑхне кура яш кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Николай Маловӑн стипендине те тивӗҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Спортпа та туслӑ вӑл, тӑтӑшах тӗрлӗ шайри ӑмӑртусене хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Стас - кадетсен командирӗ, вӗренӳре питӗ аван ӗлкӗрсе пырать.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Нумаях пулмасть, апрель уйӑхӗнче, Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчи 10-мӗш кадет класӗнче вӗренекен Станислав Михопаркин та «Артекра» пулса курчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Юлашки вӑхӑтра районти шкулсенче вӗренекен ачасем хӑйсен вӗренӳри, спортри ҫитӗнӗвӗсемшӗн Хура тинӗс хӗрринче канмалли путевкӑсене тивӗҫ-нине тӑтӑшах илтме пулать.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Пӗрлехи информаци кунӗ вӑхӑтӗнче ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансемпе, ӗҫ коллективӗсемпе тӗл пулнӑ вӑхӑтра панӑ ыйтусене пӑхса тухӗҫ, хуравсем парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Чи малтанах Элӗк районӗнчи Вырӑс Сурӑм ялӗнче пулнӑ хӑрушӑ инкеке аса илчӗҫ _ нумаях пулмасть унта пушарта 7 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫуркуннехи тата ҫуллахи тапхӑрта пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе тивӗҫтересси пирки те сӑмах пычӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ачасене хула тулашӗнчи лагерьсенче кантарма, сывлӑхӗсене ҫирӗплетме май пуррипе усӑ курмаллах тесе шухӑшлать Пӗрлехи информаци ушкӑнӗн ертӳҫи.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Ҫуллахи вӑхӑтра ачасемпе ҫамрӑксен канӑвне йӗркелесси пирки сӑмах пуҫарнӑ май Вячеслав Оринов ашшӗ-амӑшне ҫӑмӑллӑхлӑ путевкӑсемпе усӑ курма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Кӑҫалхи апрель-май уйӑхӗнче Раҫҫей Правительстви йышӑннипе Чӑваш Республикин бюджетне хушма 2755,8 млн тенкӗ кӗнӗ - ҫул-йӗре аталантарма, туризм енӗпе «Этническая Чувашия» проекта пурнӑҫа кӗртме, вӗрентӳ, пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство, ялхуҫалӑхӗ, физкультурӑпа спорт валли тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Вячеслав Оринов Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ кризиса хирӗҫле мерӑсене пурнӑҫа тата бюджета тупӑш кӗртессишӗн тӑрӑшнине каларӗ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Садикре пулнӑ хушӑрах информушкӑн членӗсем Пӗрлехи информаци кунӗн тӗп темисем тавра та калаҫрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Халӗ вара Хӗрлӗ Чутай салинче ача садне черет ҫук.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Хӑнасем хӑйсен пепкисене ача садне вырнаҫтарас тесен чылай хушӑ черетре тӑма тивнине те аса илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хамӑн та ача садне ҫӳрес килсе кайрӗ…» // А.ОРИНОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех