Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Атайкассинчен килнӗ ҫынна «Юрма» агрофирмӑн чӑх-чӗп витине тума палӑртнӑ проект пуласлӑхӗ шухӑшлаттарать.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

ЧР конкуренци политикипе тарифсен патшалӑх службин ертӳҫи Альбина Егорова коммуналлӑ пулӑшӑвӑн кӑҫалхи хакӗсемпе, республикӑри ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов демографипе, ҫитӗнекен ӑрӑва пӑхассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене тишкерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

ЧР информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Иванов республикӑра пурӑнакансене Интернет ҫыхӑнӑвӗпе, патшалӑх пулӑшӑвӗн тӗсӗсемпе тивӗҫтерес тӗлӗшпе пурнӑҫлакан ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Вӗсен шалӑвӗнчен уйрӑм ҫынран тытакан налук, РФ Пенси фондне тӳлев куҫармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ку шутра - Шупашкар районӗнче ӗҫлекенсем те пур.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Юрать-ха, республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫак ыйтӑва уҫӑмлатма пулӑшрӗ: сӑрӑ схемӑпа республикӑри 162 пин ҫынна ӗҫ укҫи параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Районта ӗҫ килӗшӗвӗ тумасӑрах шалу тӳлекен организаципе предприниматель миҫе шутланнине асӑнмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Паллах, ӑна бюджета куҫарттарсан социаллӑ ыйтусене татса пама та ҫӑмӑлрах пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Район хысни умӗнчи парӑм 2,5 хут ӳснӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Сӑмахран, ҫӗр лаптӑкӗсене тара илсе усӑ курнӑшӑн арендаторсем кӗмӗл вӑхӑтра куҫармаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫапах та ЧР финанс министрӗ Светлана Енилина вырӑнти хыснана пуянлатмалли майпа туллин усӑ курманнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Пӗтӗмлетсе каласан - районӑн производство кӑтартӑвӗсем ӳсӗмлӗ, 2014 ҫулхинчен лайӑхрах ӗҫленӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Экономика аталаннине ҫирӗплетекен цифра чылай илсе кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Пӗрлехи бюджетра тупӑш иртнӗ ҫул виҫӗмҫулхинчен 3,5% нумайрах пухӑннӑ, инвестици проекчӗсене укҫа 52% ытларах явӑҫтарнӑ», - терӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Районӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин пӗлтӗрхи аталанӑвне тишкерме тӗп хулана 10-30 ҫухрӑмран ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Чӑн та, пушӑ вырӑн пӗрре те курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура ҫуртӗнче Шупашкар районӗн активӗ пуҫтарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Патшалӑх политикин тӗллевӗсемпе килӗшсе ҫамрӑк ҫемьесене, предпринимательсене, специалистсене, пултаруллӑ хӗрсемпе каччӑсене тӗрлӗ енлӗ пулӑшу парассине тӗпе хурать.

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Муркаш районӗн депутатсен Пухӑвӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен парламенчӗ пархатарлӑ тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Муниципалитет тытса пыракан политика - ҫамрӑк ӑрӑва аталантарма, вӗсен вӑй-хӑвачӗпе туллин усӑ курма пулӑшакан ҫул-йӗр.

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех