Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫипе ун хыҫҫӑнхи тапхӑрта Барановский нимӗҫ фашизмӗ Совет ҫӗрӗ ҫинче тунӑ хӑрушӑ ӗҫсене тӗпчекен патшалӑх комиссийӗн членӗ пулнӑ май уҫӑмлӑн курса ӗненнӗ: вӑрҫӑ халӑхӑн пин-пин чаплӑ палӑкне йӗркерен кӑларнӑ!

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Ентешӗмӗр ҫакӑншӑн Гулагӑн хытӑ сакки ҫинче темиҫе ҫул «каннӑ», Ҫӗпӗрӗн вӗҫсӗр-хӗрсӗр тайгинче кӗреш кедрсене алӑ пӑчкипе касса йӑвантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Ҫапах та Петр Барановский тата унпа пӗр шухӑш-кӑмӑллӑ хастарсем Мускаври Хӗрлӗ лапамри Василий Блаженный чиркӗвне упраса хӑварма пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Шел, Нева ҫинчи хулана илем кӳрекен палӑка аркатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Анчах «халӑхсен ҫул пуҫӗ» Раҫҫей интеллигенчӗсен — архитекторсемпе ӳнерҫӗсен, ҫыравҫӑсемпе искусствоведсен — сассине тӑнламан.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Унта I Петӗр йӗркеленӗ математикӑпа навигаци ӑслӑлӑхӗсен шкулӗ вырнаҫнӑ, — тесе Сталин патне янӑ ҫыру авторӗсен хушшинче Петр Барановский те пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

«Архитектурӑпа историн тата культурӑн чаплӑ палӑкне ҫӗмӗрмелле мар.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

1934 ҫулта совет правительстви I Петӗр патша вӑхӑтӗнчех лартнӑ Сухарев башнине пӑсма йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Акӑ пӗр тӗслӗх.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Ытлашши вӗриленни тепӗр чухне инкек те кӳнӗ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Архитектурӑн чаплӑ тӗслӗхӗ шутланакан вӑл е ку палӑка патшалӑх хӑйӗн хӳттине илнӗ тата юсаса ҫӗнетмеллисен шутне кӗртнӗ хыҫҫӑн тин реставратор кӑштах лӑпланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Ҫавӑн йышшисемпе пӗрмаях сасӑ хӑпартса калаҫма, «тавҫӑрусӑррисене» ӑнлантарма, вӗсенчен ҫирӗп ыйтма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Барановскин ҫав ҫулсенчи пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен ҫырнӑ чухне вӑл халӑх пултарулӑхӗн чи лайӑх тӗслӗхӗсене хаклама пӗлмен ҫынсемпе вирлӗ кӗрешнине асӑнса хӑварни вырӑнлӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Вӗсем каярахпа «Коломенское» музей пуххин тӗп никӗсӗ пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-40-мӗш ҫулӗсенче Барановский ҫӗр-шывӑн тӗрлӗ районӗнче, ҫав шутра Ҫурҫӗрте, халӑх искусствине тишкерсе тӗпченӗ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Чылай ҫула тӑсӑлнӑ реставраци ӗҫӗсен кӑтартӑвӗсем каярахпа диссертаци ҫырма пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Ҫав хушӑрах вӑл Мускаври, Угличри, Смоленскри, Звенигородри, Аслӑ Ростоври, Калугӑри, Владимирти, Александроври, Истрӑри, Новгородри, Архангельскри паллӑ нумай сооружение «иккӗмӗш пурнӑҫ» панӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Диплом илнӗ хыҫҫӑн Ярославль хулинчи 20 яхӑн палӑка тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Ҫавна май студент Раҫҫейӗн авалхи хулисене кайса ҫӳренӗ, истори палӑкӗсене ҫӗнетме хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Петр Баранов Мускаври архитектура институтӗнче вӗреннӗ ҫулсенче строительство ӗҫӗпе, архитектурӑпа, археологипе кӑсӑкланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Палӑксем те ҫынсем пекех калаҫаҫҫӗ // Геннадий Кузнецов. Хыпар, 2014.01.10

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех