Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Урмӑш йӗкӗт сӑпайланмассине кура, Никандр та чышкисене чӑмӑртарӗ, шӑнӑрӗсене хытарчӗ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ним хускалми, чунӗ тухнӑн выртрӗ-выртрӗ те Виталий, ӑн пырса кӗнӗ пек пулсан, тӑчӗ, юртан лӑстӑртатса тасалчӗ, куҫне-пуҫне чалтӑртаттарса, Никандр ҫине ыткӑнма сӗкӗнчӗ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ахальтен каламаҫҫӗ иккен: ҫын ӑшчикки тавӑрса пӑхман кӗрӗк, тесе.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ну-и, Никандр!

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑт сана ме, «чӗлхесӗр чӗлӗх» те!

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗсӗ, тупрӑн ху валли шыраса, — терӗ вара, Виталие чышнипе юр ҫине сӗвӗнсе ӳкнӗ ҫӗлӗкне ҫӗклесе.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юрӗ, вӗренӗн-ха, малашне суйласарах калаҫма пуҫлӑн.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Унчченхишӗн те, клубришӗн, икӗ-виҫӗ уйӑх каяллахишӗн, хальхишӗн те, кӗҫӗрхишӗн, хӑвна этем ӗретлӗ тытма пӗлменшӗн.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Вӑт, капла каҫса та кайрӗ, — ыратакан сылтӑм алӑ чӑмӑрне сулахай алӑ лаппипе лӑплантарса сӑтӑрчӗ Никандр.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫӗлӗкӗпе купӑсӗ пӗр ҫӗрелле, хӑй тепӗр ҫӗрелле вӑркӑнчӗҫ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Виталий, ӑна-кӑна кӗтменскер, шакӑлча ҫумӗнчи кӗрт ӑшне лаплатрӗ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ме, эппин, тутанса пӑх манӑнне те — вӗҫкӗн!.. — терӗ те — шанн! тутарчӗ Виталие янах шӑмминчен пӗтӗм вӑйӗпе.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Пакӑҫ!

— Йӗксӗк! — шӑл хушшипе сӑрхӑнтарчӗ вӑл.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хытах, сулӑмласах тӗкрӗ пулин те Виталий, ӳкмерӗ, патлатса анмарӗ Никандр, тӗртекенӗн ҫухавинчен ҫатӑрласа тытма ӗлкӗрчӗ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Итле мӗн каланине, чӗпӗ!

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Паттӑрланса, хӑйӗнчен кӗҫӗнрех йӗкӗте кӑкӑрӗнчен кӑлт! чышрӗ чӑмӑрӗпе Виталий:

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Дина, кала ӑна хытарса: тасалтӑр!..

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пыр, пыр, шӑллӑм, итле аслисем мӗн хушнине.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Аннӳ те ҫухатрӗ-тӗр.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех