Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Нивушлӗ каччӑ чухлӗ каччӑ хакне те тӑраймасть-ши вара Виталий?

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗнпе, мӗнле сӑмахпа, мӗнле асамҫӑ кӑмӑлпа, эппин-тӗк, хӗрӗн ҫаврӑнман еккине каялла ҫавранма, хӗлхемленме пуҫланӑ кӑвайтӑ ҫӗнӗрен пал та пал чӗртсе яма хӑватпа ӑс ҫитерейӗ-ши юратупа аптӑранӑ йӗкӗт?..

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Шӑнчӗ-и, пӑчланчӗ-и апла яланлӑхах?..

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӳнчӗ-и, пӑчланчӗ-и апла вуҫех?

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫитменнине тата, чи-чи айванла та чи-чи путсӗрле, ҫапла тунипе юратӑва ҫӗнсе илессӗн, каччӑ хӑй вӑйпа та чышкӑпа ӗмӗтсӗрленчӗ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Килӗштерчӗ, саврӗ, юратса та пӑрахрӗ темелле, качча та илес терӗ Динӑна, килне те йӑтӑрласа кӗчӗ ӑна, хӗве те хупма пикенчӗ — Ваттал кӳлли хӗрринче йӑлл! йӑлкӑшрӗ те шанчӑк шӑпчӑкӗ пӗрре, сад хӗрринче йӑлл! мӗлл! туса вӗлкӗшсе, лап! сӳнсе пӑчланчӗ ялӑнлӑхах.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Мӗнле кӑлтӑрмачла, мӗнле кучи-мачилле йӑтӑнса, ҫӑрӑлса-ҫӑраланса пырать-ха вӑл пӗртте апла тӑвас темен Виталий тӗлне?!

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пурнӑҫ мар, каснӑ-лартнӑ чӗр тамӑк!

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пурнӑҫ темелле-и ку чӑлхашки-пӑлхашкие!

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пурнӑҫ!

Сӗм вӑрманта чӑрӑш касса пӳрт лартсан, Пырса курӑр пирӗн пата, тӑвансем…

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ирӗксӗрех каяс пулать ҫӗн ҫӗре Сӗм вӑрманта чӑрӑш касса пӳрт лартма.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кунта мар, инҫетре-инҫетре, курман-ӗмӗтленмен ҫӗрсенче чӑмӑртаннӑ пек кӗтни-чӑрсӑрланни — ванать, талпӑнать, ӳкӗнӗҫленет хурлӑ юрӑ:

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юрӑ ҫеҫ, ҫӗрлехи ытти сассене путарса, шуйханать, эрленет, арканать, куҫҫулленет пӗр вӗҫӗм…

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ыйхӑллӑ, канлӗхлӗ ял сӑнне-питне чӗрӗ, хавхалануллӑ тӗс ҫаптарать.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кумать, аталанать, аталалнӑҫем, кумнӑҫем йӑшать, йӑмать лӗр сасӑран пуҫланнӑ тӗрлӗ сасӑ.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Унта та кунта — тӗп урамра та, Ҫуткаспа Йӳҫкасра та — хуйханнӑ кунӑе сассипе тӳлеклӗхрен писсе, шарлаттарса автан авӑтать, йытӑ лӗр-лӗр вӗрет.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑйкӑнать-сӑрхӑнать, хумлӑ-хумлӑ пӑшӑрханать хурлӑ-хурлӑ сасӑ, чӗнет, йыхӑрать ӑшпиллӗхе, сивлет, ӳнкелешет пӳрменлӗхе.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ку хӳхлев, тӑп тӑракан тӑнӑҫ-тӑнӑҫ шӑплӑха сасартӑк вичкӗн-вичкӗн хӗҫпе чашт! сула-сула ҫурнӑн, юрлаканӑн чунне, ӑсне-тӑнне кӑна мар, ҫывӑх таврари мӗнпур туйӑма, сисме пултаракан мӗнпур-мӗнпур янавара шарт! шуйхантара-шуйхантара, тӗлӗрес тӗлӗкӗсене варт! та варт! сире-сире ывӑтать, таптать, ҫӗкле-ҫӗкле лӑпчӑтать вӗсен лӑпланӑвне.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ян та ян хӳхлевленет тӑлӑх-тӑлӑх хуткупӑс сас-сипе пиеленнӗ хурлӑ-хурлӑ Виталий ӑшӗ-чикки.

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех