Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Каҫса кайса савӑнма та, ҫав вӑхӑтрах ытлашши пит кулянма та пӗлместпӗр эпир.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ вулаканӑм // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 2 с.

Йывӑр пурнӑҫра ӳссе ҫитӗннӗ ҫын чӗри вутчуль пек, чӑн та.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ вулаканӑм // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 2 с.

Чӑваш ахальтен мар пуль пирӗн ӑшра вут ҫунать, ҫулӑм тухни курӑнмасть тет.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ вулаканӑм // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 2 с.

Пӗрре кӑна сулса яр ҫулу ҫумне ҫапӑнтарса, ҫавӑнтах ҫулӑм сирпӗнсе тухать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ вулаканӑм // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 2 с.

Хаклӑ вулаканӑм, кӗнеке вуласа ларма вӑхӑт та ҫуккӑ пулӗ ӗнтӗ санӑн, ҫапах та алла илтӗн пулсан сентре ҫине тепӗр май ҫавӑрса ан хур эсӗ ӑна, унта кашни йӗркере аҫа ҫапнӑ чӑвашӑн чунӗ ҫырмари вутчуль пек пытанса упранать.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ вулаканӑм // Михаил Сунтал. М.П. Сунтал. Аҫа ҫапнӑ чун: повеҫсем, калавсем, юмахсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1997. — 188 с. — 2 с.

Ҫивӗч сюжетлӑ хайлавсен маҫтӑрне ҫӗнӗ ӑру хапӑлласа йышӑнассӑн туйӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

Малашне ҫакӑн йышши тӗлпулусем шкулсенче иртӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

Гуманитари ӑслӑлӑхӗн институчӗн ӗҫченӗсем ҫыравҫӑ тӗплӗ, тирпейлӗ ҫын пулнине палӑртаҫҫӗ, ҫакна упранса юлнӑ пуян архив ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

Алла Салаева Патшалӑх Думин депутачӗ хайлавӑн хакӗ ӳссе кӑна пынине палӑртрӗ, «шкулсенче тӗлпулусем ирттермелле, тӑван литературӑна вӗрентекенсен уроксенче Мӗтри Кипек пултарулӑхӗ урлӑ чӑваш чӗлхи пуянлӑхӗ ҫинчен калаҫмалла» терӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

Автор уншӑн Чӑваш АССРӗн Константин Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премине илме тивӗҫ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

Роман чи малтан 1969-мӗш ҫулта кун ҫути курнӑ, ӑна 5 ҫул иртсен тепӗр хут пичетлесе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ темиҫе ӑру ҫакӑн йышши кӗнекесене вуласа ҫитӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

Ҫитменнине чӑвашлине те тепӗр хут пичетлеттересшӗн.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

Икӗ томран тӑракан кӗнекене вӑл республикӑри кашни библиотекӑна парнелесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

Ҫыравҫӑпа пӗр ятлах Дмитрий Афанасьев аслашшӗн еткерне упраса халӑх патне ҫитерессишӗн ҫине тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

«Лидеры России» конкурс ҫӗнтерӳҫи, «Эльбрус» клубӑн ӗҫ тӑвакан комитечӗн пайташӗ, усламҫӑ аслашшӗнчен улттӑра юлнӑ, ӑна аван астӑвать.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

Кӗнеке хальхи ҫамрӑксемшӗн мӗн тери кирлине, Ҫӗршыва юратма, патриотла воспитани пама пулӑшнине шута хурса, ӑна ҫыравҫӑн мӑнукӗ хӑй укҫипе кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

Паян та ҫан-ҫурӑма ҫӳҫентерекен «Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ» роман-эпопея - фашистсене хирӗҫ паттӑрла кӗрешнӗ совет партизанӗсен парӑнманлӑхӗ ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

Хайлавӗсенче автор хӑй куҫӗпе курнине, чун-чӗрипе ӑс-тӑнӗ витӗр кӑларнине сӑнлать.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

Вӑрнар ывӑлӗ 1933 ҫултан пуҫласа 54-мӗш ҫулччен Совет ҫарӗнче хӗсметре тӑнӑ, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи умӗн Киеври ҫар училищинчен вӗренсе тухнӑ, вӑрҫӑ хыҫҫӑн ҫарпа юридици академине пӗтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Шупашкарта Мӗтри Кипекӗн вырӑсла кӑларнӑ "Паттӑрсем хыпарсӑр ҫухалмаҫҫӗ" романне пахаларӗҫ // Марина Карягина, Игорь Ульянов . https://chgtrk.ru/nac/novosti/kultura/sh ... pahalarec/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех