Çĕннисем
А. Артемьев та вӗсен ретӗнчех.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ун пек пултаруҫӑсем нумай чӑваш литературинче — К. Иванов, Ҫеҫпӗл, В. Рсай, Хв. Уяр, Ю. Скворцов…
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫавӑнпа кӑна вӑл халӑхра ырӑ чыс туянать, халӑха ҫывӑх художник пулса тӑрать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Чӑннипе пултаруллӑ кашни художник хӑй ӗҫӗнче ҫӗнӗ сӑнарсем, ҫӗнӗ тӗнче хывать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Пуриншӗн те паллӑ шухӑш калам.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хайхи, конфликт ҫивӗчлӗхӗ пирки калани те тӳрре тухаймасть.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫак тӗллев пурнӑҫлансан пархатарсӑр сӑнар сюжет юхӑмӗнчен те тухса ӳкет.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Эппин, пархатарсӑрлӑх тӳпи кунта пулӑшу пӗлтерӗшлӗрех, пархатарлӑ туртӑмсене, геройсене хак пама кирлӗрех вӑл.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Тен, ҫавӑнпа пуль пур хура-марана писатель-романтик чӗрне хури чухлӗ те картмасть, ялан карикатура сӑнлӗ ӳкерет, ыррине вара хавхалануллӑн, ҫӗкленсе кайса сӑнарлать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Хӑйӗн пӗлтерӗшсӗрлӗхне асӑрханӑран прозаик хайлавӗсенчи мӗнпур тирпейсӗрлӗх, нӗрсӗрлӗх ырри, сӑвапли ҫумне ҫыпӑҫать, ӑна варалама пӑхать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫав нӗрсӗрри Артемьевшӑн — этем хырӑмшӑн ҫеҫ кавсӑлни (Кнопф, «Алтӑр ҫӑлтӑр»), ҫӑкӑра хисеплеменни (Ярмуш мучи кинӗ, «Ҫӑкӑр хакӗ»), чыссӑрланса элек сарни (Аюхин, «Симӗс ылтӑн»).
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫак калӑпа вырнаҫманни, нӗрсӗрри-путсӗрри пирӗнтен самантшар тарса пырать, пирӗн асра пӗлтерӗшне ҫухатать, пурнӑҫ малашӗнче ыррине, тасине, ҫутине ум яма хӗтӗртет.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ак ӗнтӗ: тата тепӗр тӗп герой тухать пирӗн куҫ умне (чӑваш прозинче кунашкал енпе П. Львов хайлавӗсем питӗ палӑруллӑ) — кӑмӑл ӑшши, ырӑ хавал тасалӑхӗпе тирпейӗ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ку ӗнтӗ шӑп та лӑп Мамардашвили калашле: пурнӑҫ пӑтрашӑвне, социаллӑ лару-тӑру тивӗҫлӗ шая аталанса ҫитейменнине, кун-ҫул нуши-хурине эпир, ҫынсем, кӑмӑл ӑшшипе саплаштаратпӑр.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Вӑл сӑнланӑ пурнӑҫа нумай тӗпчевҫӗ сӑнанӑ; Г. Я. Хлебников ҫырнисенченех акӑ малаллахи тӗпчев перспективи аван курӑнать: ҫутӑ талант тет паллӑ критик писатель ӑсталӑхӗ пирки, унра пуринчен ытла чун ӑшшине, ҫынна ҫын ырӑ кӑмӑлпа савнине асӑрхать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫапах Артемьев пултарулӑхӗ халиччен уҫҫӑн курӑнман, ун вӑрттӑнӗсем уҫӑлман тееймӗп.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Ан авӑн» тени, хайхи, писателӗн ырӑ пур геройне те тивӗҫет, ун пултарулӑхӗн шӑнӑрӗ пулса тӑрать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Паян пурӑнма иртнин кашни авӑкӗшӗн хурав тытма кирлине ас тутараҫҫӗ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Кун пек этем умне пурнӑҫри ӑнсӑртран событисем, ӗҫсем час-часрах килсе тӑраҫҫӗ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Вӑхӑтӑн кашни самантне ҫивӗч, ыратуллӑн, драмӑллӑн туйма пултарни.