Çĕннисем
Кун екки повеҫе темиҫе сыпӑка пайлать: ялти хӗрӳ ӗҫ (кунта ял пурнӑҫне, каччӑн савнине, ун ашшӗ-амӑшне сӑнланӑ), Валентин тыткӑна лекнӗ текен хыпар яла ҫитни (куна май, каччӑ ашшӗн чунӗнчи, савнийӗн чӗринчи хусканусене тӗсенӗ), тыткӑнран таврӑннӑ каччӑ ялта хастар ӗҫлени (хӑмла плантанцийӗнчи ҫитӗнӳсем) т. ыт. те.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Актаевра мӗн повесть тӑршшӗпех хӗрхӳ кӳренӳпе ҫирӗп тӳсӗмлӗх кӗрешеҫҫӗ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Тепрер чухне танлаштару-шайлаштарупа, хирӗҫлетӳпе сюжетӑн тӗрлӗ сыпӑкӗсене йӗркелеме усӑ курнӑ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Мелӗ те ку геройсене кӑтартма кӑна мар, сюжета кӑсӑклатма та ал майлӑ: Аюхин, сӑмахран, Актаева тӗрлӗ енчен хаклама кирлӗ чухне ҫеҫ кӗрет сюжет юхӑмне.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Салампире» тӗлӗнмелле ырӑ та илемлӗ хӗре Шамбулкинпа, Салановпа, Казаковпа ҫумӑн тӑратса пахаланӑ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
«Икӗ салтак» калавра та нимӗҫпе совет салтакӗсене хире-хирӗҫле сценӑсенче сӑнарласа панӑ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Юлташӗ ҫинчен хӑй ирӗкӗпе тыткӑна кайрӗ тесе элеклет, тӗрмерен таврӑннӑ Актаев ҫинчен тивӗҫлӗ органсене ҫӑхав леҫет, кирек ӑҫта та ҫӑмӑлтарах ӗҫ ҫеҫ шырать…
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Асӑннӑ повеҫре Актаева Анюхинпа хире-хирӗҫлетнӗ: лешӗ — майсӑр кахал, сутӑнчӑк, пӗрлӗхсӗр этем.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Геройсен характерне кӑтартмалли мелсем хӑйне майлӑ кунта: ырӑ сӑнар ыттисемпе ҫумлӑн, хире-хирӗҫле вырнаҫать, танлаштару-шайлаштарура ҫуттӑнрах ялкӑшса каять.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Геройсен характерӗ шӑранать-тӗрекленет ҫапла, чун диалектики ӳсӗмлӗн аталанса пырать.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Мӗн вӑхӑт иртнӗҫем ун хайлавӗсенчи этем шӑпин драматизмӗ ӳсет, анчах ку ялан этемри пархатара тӗрлӗ йывӑрлӑхра тӗрӗслесе пӑхма кирлӗ ҫыравҫӑна.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ҫакӑнта-тӑр ӗнтӗ писатель повесть-калав тӑтӑшӗнче те шавах риторикӑллӑ, хистевлӗ-ӳкӗтлӗ ҫаврӑмсене ӗҫе кӗртнин тупсӑмӗ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Кун пекки Артемьевӑн кашни хайлавӗнчех — ун вӑхӑтӗнчи герой, писатель шухӑшӗпе, ҫӗнтерӳллӗ этем, героикӑллӑ ӗҫсем тӑвакан паттӑр.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Акӑ тата «Асран кайми тӗл пулусем» калавӑн тӗп шухӑшне систерекен финал — гварди капитанне Громова пӗлекенсем ӑна «пурте ырӑ та ӑшӑ кӑмӑлпа асӑнӗҫ», «нихҫан та манмӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл — пирӗн вӑхӑтри герой»…
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ура айӗнче вут ҫуннӑ ҫӗртен тӗрӗс-тӗкел тухнӑ хастарсем ҫинчен калакан, юратӑва тӗкел упракан ҫамрӑксем ҫинчен хыпарлакан повесть («Алтӑр ҫӑлтӑр») вӗҫӗ те оптимизмлӑ: «Ялкӑш эс яланах, юрӑ-сӑвӑран, сӑмах-юмахран тухми, асран кайми Алтӑр ҫӑлтӑр!»
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Ку вӑл писательшӗн яланхи йӗрке темелле.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Акӑ мӗншӗн ҫӗнтерӳллӗн вӗҫленет те повесть: «Ӗҫчен те паттӑр хӑмлаҫӑсемшӗн курка ҫӗклер, тус-тӑвансем! Наздар!» — ҫакнашкал ҫӗкленӳллӗ аккордпа вӗҫленет Артемьев повеҫӗ.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Анчах ҫак «пӗрме-пӗчченлӗхсӗр» пурнӑҫа кал-каллӑн улӑштармалли хавал тупма та, туптама та май ҫук.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Тӗнчен тӳнтерлӗхне курма пӗлекен этем пӗччен тенӗ пекрех юлать, ун тӳрӗлӗхӗ чылай чухне ҫынсемшӗн ӑнланмалла мар, ют.
«Кашни этем хӑйне кура — пӗртен-пӗр…» // Георгий Фёдоров. Федоров Г. И. Сӑнарлӑ сӑмах шыравӗ: Тӗпчев ӗҫӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 1996. — 224 с.
Эппин тӳрех паллӑ — тӳнтерле ҫаврӑннӑ пурнӑҫра Актаев пӗрме-пӗччен темелле, ыттисем хушшинче писатель ӑна раснах урӑх сӑпатлӑ туса калӑплать.